Ĕлĕкхи чăваш çынни хăйĕн ачине мĕн пĕчĕкрен: «Ватта хисепле, хăв та ватă пулăн; ватта хурлăх тăвакан, хăй хурлăх курать; ватăран кулакан ват хыпнă,»-тесе вĕрентнĕ. Хăйсем те ватта хирĕç сасă хăпартман. Çемьери виçĕ ăру çынни пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса, пулăшса пурăнни кăна çемьене çирĕплетет.Çирĕп, ырă йăлаллă çемьере кăна ача ырă ăс пухса çитĕнет.