kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

К. В. Иванов - чăваш халăхěн малашлăхěпе мухтавě

Нажмите, чтобы узнать подробности

данная работа о жизин и деятельности К.В. Иванова

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«К. В. Иванов - чăваш халăхěн малашлăхěпе мухтавě»

К. В. Иванов - чăваш халăхěн малашлăхěпе мухтавě


Çакă çутă тěнчере

Вăйли çук та этемрен.

Шывсем çинче, çěр çинче

Хуçа пулса вăл тăрать.


  1. Вěренекен

К.В. Иванов, чăвашсен паллă поэчě, Пушкăрт Республикинче Слакпуç ялěнче 1890 çулта çу уйăхěн 15 - мěшěнче çуралнă.

Сакăр çула çитсен хăйсен ялěнче шкула вěренме каять. Унта виçě çул вěренсен Кекен ялěнчи шкулта ăс пухать.

1903 çулта Чěмпěрти чăваш шкулне вěренме кěрет. Хатěрленÿ класěнчен вěренсе тухнă хыççăн К. Иванова тěп шкулăн 1- мěш класне илеççě. Кунта вăл тăван халăх сăмахлăхěпе тата литературăпа кăсăкланма тытăнать. Нумай вулать, халăх юрри - сăввисене, юмах- халапěсене итлеме кăмăллать. Хăй те сăвăсем çырма пуçлать. Çуллахи каникул вăхăтěнче халăх сăмахлăхне пухать. Вун пилěк çулхи çамрăк, К. Иванов «Вставай, подымайся», «Дубинушка» юрăсене чăвашла куçарать, «Эрех» сăвăлла комеди, «Ешěл вăрман» сăвă çырать.


  1. Вěренекен

1905-1907 çулсенчи тăвăллă событисем К.Иванов чěрине тарăннăн кěрсе яланлăхах асра юлаççě. Пусмăр тěнчине хÿтěлекенсене хирěç пěтěм халăх, студентсемпе вěренекенсем çěкленнě вăхăтра поэт хăйěн шухăш- кăмăлне уççăнах палăртать. Чěмпěр шкулěнче ытти вěренекенсемпе К. Иванов та пăлхава хутшăнать. Çакăншăн вěсене шкултан кăларса яраççě. Анчах та К. Иванов пултаруллă çамрăк пулнине шута илсе И.Яковлев ăна тепěр çулах каялла Чěмпěр шкулне чěнсе илет.


  1. Вěренекен

Кунта вăл хăй тěллěн вěренсе учитель ятне илет, Чěмпěр шкулě çумěнче йěркеленě куçарупа чăвашла кěнеке кăларас ěçре- куçаруçă, сăвăç, художник пулса ěçлеме кěрет.

Çак тапхăр К. Иванов пурнăçěнчи чи çутă та ăнăçуллă çулсемпе палăрса тăрать. Чăваш çырулăхě тин çеç пуçланса кайнă тапхăрта К. Иванов чăваш литератури историйěнче чи малтанхи хут оригиналлă произведени - «Нарспи» çырать.


  1. Вěренекен

«Сарă хěр» сыпăка пăхмасăр калать


  1. Вěренекен

И. Яковлев сěннипе К. Иванов «Чăваш çыруне вěренмелли кěнеке» - çěнě букварь кăларас ěçе хутшăнать. Канăçсăр чěреллě поэт букварь валли ятарласа «Урапа», «Çумăр» сăвăсем çырать, вырăсларан «Çарăк» юмах, «Çулталăк хушши» сăвă тата «Чěкеç» сăвă куçарать.

Букварьти ÿкерчěксемпе ал çырăвěсене хăех ÿкерет. Çак букварьпе пиншер ача паллашать, вулама, çырма вěренет. Вăл ачасен чи пирвайхи юратнă кěнеки пулса тăнă.

  1. Вěренекен

1907 -1908 çулсем 17 çулхи çамрăкăн пултарулăхěнчи чи хěрÿ тапхăр. Ку вăхăтра К. Иванов хăйěн чи ăста, пур енчен те пулса çитнě хайлавěсене - «Икě хěр» сăвăлла юмахне, «Тимěр тылă» тата «Тăлăх арăм» балладисене, «Нарспи» поэма çырать.

Яковлев тăрăшнипе ку хайлавсем «Чăваш халапěсем» ятлă кěнекере пичетленсе тухаççě.


  1. Вěренекен

«Икě хěр» сăвва илемлě вулать.


  1. Вěренекен

Поэтăмăрăн Чěмпěр тапхăрěнчи биографийě калама çук пуян. Унăн творчествăлла шухăш лаççинче ěç вěресе кăна тăнă. Вăл сăвă хыççăн сăвă çырать, Толстойпа Лермонтов, Кольцовпа Некрасов произведенийěсене чăвашла куçарать.

Учительте ěçленě май сăрă искусствине алла илес енěпе Италири чěрěлěх тапхăрěнчи художниксен картинисемпе тěплěн паллашать, художество академине вěренме кěме хатěрленет.


  1. Вěренекен

1910-1914 çулсенче К. Иванов Чěмпěрти чăваш шкулěнче ачасене ÿкерме тата илемлě çырма вěрентсе пурăнать. Пушă вăхăтсенче каскаласа йывăç япаласем тăвать, эрешсем ăсталать, чунне уçăлтарать.

Пěр çынра миçе тěрлě ăста пурăннă! Мěн чухлě хěм!


  1. Вěренекен

К. Иванов пултарулăхě нумай енлě. Хăйěн вилěмсěр «Нарспине» çырнă хыççăн поэт ячě халăхра анлăн сарăлнă.

Анчах та К. Иванов шутласа кăларнă пичет машинě нумай çул хушши çынсене тěлěнтерě.

Çак машина 17- мěш ěмěрте çил арманě шухăшласа кăларнипе Кулибин изобретенийěсемпе танлашать.

Тěнчери полиграфи музейěсенче Ивановăнни пек пичет машинě урăх çук. Ку вăл çамрăк поэт шухăшласа кăларнă хăюллă ăслай.

Халě вăл Шупашкарта К.В Иванов ячěпе хисепленекен литература музейěнче тирпейлěн упранать.


  1. Вěренекен

Чăваш халăх поэчě П. Хузангай пěр сăввинче çапла çырать.


Шаккать юлташăн чăвашла машинě,

Ансат ěçлетпěр ку чухне, ансат.

Аса килет мăнтарăн Кěçтенттийě

Аса килет те чěрене касать.

Вăл йывăçран машин туса хăтланнă,

Пěччен ал çырăвне камах пěлет?

Шаккатпăр, кěнеке те пичетлетпěр,

«Нарспи» çапах та çăлтăр пек инçе.



  1. Вěренекен

К.В Иванов - ал ăсти


Силпи ялě - пуян ял,

Ларать вăрман ăшěнче

Кантур пекех çурчěсем

Ват йăмрасем айěнче.

Çуртсем тавра кил карти

Чул хÿме пек çавăрнă

Сăрă хапха килсерен

Чěнтěрленě тăрăллă.


Чěнтěрленě тăрăллă сарă хапха!

Чěмпěрте учитель ятне илнě хыççăн, И. Яковлев ěç парасса кěтнě вăхăтра, вăл темиçе уйăх килте пурăннă. Шкулта вěреннě чухнех каскалама, тěрлě эреш-илем ăсталама юратнăскер, К. Иванов килте ахаль ларман, вăл хăй аллипе çаврака тăрăллă крыльца, чÿрече рамисем, килте тыткаламалли хатěрсем, сěтел-пукан, шкап тунă. Унтан чěнтěрлě хапха чертежне хатěрленě, хыр пěрене çурса, сар хăмаран тěлěнмелле хÿхěм хапха туса лартнă. Ял халăхě астăвасса, «Нарспи» авторě ăсталанă чěнтěрлě хапха таврара чи хитри пулнă.


  1. Вěренекен

К. Иванов - чăваш фотографине никěслекенě.


Поэзире, куçарура, живопиçре çитěнÿсем тунă вăхăтрах фотографире те ăнăçлă ěçленě К. Иванов.

Çÿллě шайри фотопроизведенисен шутěнче эпир чăваш поэзийěн классикěн ěçěсене те куратпăр. Вилěмсěр «Нарспи» авторě фотографие хěвелěн çичě тěслě пайăркипе ÿкерекен асамлă тěлěнтермěш тесе шутланă. Ашшě килтен ярса панă укçана перекетлесе К. Иванов фотоаппарат туянать. Вăл Чěмпěрти чапа тухнă фотографсем патне çÿрет, çутăпа мěнле ěçлемеллине, режиссура вăртăнлăхне алла илет. Пушă вăхăтра вара Чěмпěр шкулěнче, шкул ферминче, Сěве тăрăхěнче ÿкерет.


  1. Вěренекен

Иванов ÿкернě фотодокументсем тăрăх эпир Яковлев шкулěнче воспитани ěçне мěнле туса пынине, ачасем мěнле классенче вěреннине, мěн тăхăннине, мастерскойěнче мěнле ěç хатěрěсемпе, мěнле лампăсемпе усă курнине - йăлтах пěлетпěр. К. Ивановăн асăнмалăх ÿкернě хаклăран та хаклă кадрсенче чăваш халăхěн аслă просветителě И. Яковлев, малтанхи композиторсем, поэчěсемпе писателěсем, ученăйсем, педагогсем.

Иванов ÿкернě сăнсене халě хрестоматисенче, наука тěпчевěсенче, хаçат-журналсенче усă кураççě, музейсенче хаклă экспонат вырăнне хураççě.


  1. Вěренекен

К. Иванов - чăваш литература чěлхине пуçарса яраканě. Сěтеклě чěлхене вăл амăшěнчен, ял халăхěнчен вěреннě.

Хăйěн талантлă та чěре ăшшипе пиçнě произведенисене вăл литературăлла илемлě чăлхепе пěтěм халăха парнеленě.

Чăвашăн çěнě çырулăхěнчен çуралнă, нумай-нумай томсемпе танлашакан вилěмсěр «Нарспине халě вырăсла, тутарла, марилле, украинла, акăлчанла, французла, испанла - пурě 21 чěлхене куçарнă.


  1. Вěренекен

Чăваш халăхěн мухтавлă ывăлě - К. Иванов çырнă хăйлавсем шухăш - туйăм пуянлăхěпе, сăнлăх - сăнар ăсталăхěпе, чěлхе илемěпе ытти çынсене те килентереççě. Тăван халăх ăна тивěçлипех чăваш литературин классикě тесе хаклать.

Унăн сăвви-юррисен, сăвăлла юмахěсен, поэмин чěлхи тăван литература чěлхине пуянлатнă, ăна малалла аталанма пысăк хăват панă.


Эс пирěнтен те çамрăкрах

Чăваш поэзин чаплă ашшě.

Эс - иртнě кун. Çав вăхăтрах-

Эс халăх кăмăлěн малашě

Эс, çÿллě пăнчă пек - пěрре.

Çěршер çěрте асра тытмалăх

Сан сассупа историре

Ялан калаçě пирěн халăх


Г. Айхи «Константин Иванов»


  1. Вěренекен

К. Ивановăн мухтавлă ячě, унăн иксěлми пултарулăхě чăваш чунěнче яланах чи çутă ăнлавпа вырнаçса юлě, халăх сăмахлăхěн пуянлăхне упрама, тăван чěлхене ытларах юратма, хаклама вěрентсе пырě.


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Презентации

Целевая аудитория: 10 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
К. В. Иванов - чăваш халăхěн малашлăхěпе мухтавě

Автор: Иванова Галина Ивановна, Васильева Елена Мефодьевна

Дата: 04.11.2021

Номер свидетельства: 590435


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства