Просмотр содержимого документа
«Внеклассное мероприятие на тему «Ĕçе юратăр» для 7-8 класса»
«Ĕçе юратăр» уяв сценарийě.
Тĕллевĕсем: 1) «Ĕçе юратăр» ăнлава ачасем патне ҫитересси; 2)ачасене харпăр хăй тĕллĕн шухăшлама, ҫынсен умĕнче чăвашла тухса калаҫма хăнăхтарса пырасси; 3)ачасене ĕҫе юратма хăнăхтарасси.
1-мĕшерт.: Ырă кун пултăр, хаклă вěрентекенсемпе вěренекенсем!
2-мěшерт.: Паян эпир пысăк уява пуçтарăнтăмăр.Çак уява ěç çыннин çулталăкне халаллатпăр.
1-мĕшерт.: Пысăк ěç пěчěккинчен пуçланать. Уява сăвăпа пуçлатпăр. «Ĕçчен Ваçук» сăвва Николаева Алена вулать.
Шкул ачи, ĕçчен Ваçук,
Тытрĕ пысăк мăлатук,
Тупрĕ те таçтан хăма
Тытăнчĕ вăл шаккама.
Кунěпеле тăрмашсан
Пулчě тăчě «пěчěк çурт».
Халě пирěн Ваçукран
Телейли те урăх çук.
Тухса çакрě вěллене
Шурă хурăн тăррине.
Кайăксемпе ачасем –
Уйрăлма пěлми туссем.
2-мěш ерт.: Чăваш халăхě авалтан хăйĕн ачине мěн пěчěкрен ěçе вěрентнě. Ĕç пурнăç тыткăчи тенě. Çакна çирěплетсе Моисеев Павел «Эп хамах», Смирнова Даша «Ĕçчен Униççе» сăвăсем вулаççě.
Эп – хамах
Никамран та маларах
Эп паян вăрантăм.
Вырăна та эп хамах
Майласа пуçтартăм.
Çăвăнтăм сивě шывпа,
Тăхăнтăм, тумлантăм,
Пěчěк симěс лейкăпа
Чечексем шăвартăм.
Çинě хыççăн эп хамах
Кашăк-тирěк çурăм.
Чăхсене те эп хамах
Апат пама тухрăм.
Анне тěлěннě, тăрать
Ним те ăнланмасăр.
«Хам тăвап», - тесе калать
Вăл мана шанмасăр.
«Эс, анне, мана ан чар
Ĕçлеме пěрре те.
Эп халь пěчěк пепке мар,
Эп халь пысăк ěнтě.»
Ĕçчен Униççе
Тусанне те шăлмалла,
Чашăкне те çумалла.
Пěчěк шăллě вараланнă,
Кěпине те çумалла.
Ăшша пиçнě Униççе
Пăрчăкан пек чупкалать.
Амăш ěçрен киличчен
Пÿртне-çуртне тасатать.
1-мĕш ерт.: Ĕçлемесěр çисен пыл та йÿçě теççě чăвашсем. Ĕçě хăй мěн тути калать-ши? Кун çинчен пире Владимиров Данила каласа парать.
Ĕçě мěн тути калать?
Петěр типě турпаса
Пычě пěр çěре пухса.
Пухрě çиччěри ěçчен
Çамкине тар тухиччен.
- Пултаратăн, пăх та кур,
Пěчěклех эс пит маттур, -
Петěре мухтать мучи,
Колхозри утар хуçи. –
Ĕç пěтернě ятпала
Тутансам, - тет, - çак пыла.
Ашшě Петěртен ыйтать:
- Ну, ěç мěн тути калать?
Йăл кулать ачан тути:
- Халě пěлтěм – пыл тути.
2-мĕш ерт.: Ÿссен кам пуласси пирки пире Салтыкова Наталия каласа парать.
Ÿссен эсě кам пулан?
Эпě ыйтрăм Леньăран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Леня: «Летчик пулап, - тет, -
Самолетпа вěçеп», - тет.
Эпě ыйтрăм Тольăран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Толя: «Токарь пулап, - тет, -
Машинсем юратап», - тет.
Эпě ыйтрăм Павăлран:
«Ÿссен эсě кам пулан?»
Павăл: «Пахчаç пулап, - тет, -
Эп арбуз юратап», - тет.
1-мĕш ерт.: Ашшěне кура ывăлě, амăшне кура хěрě теççě. Çын пуласси ачаран паллă. «Ĕмěт пысăк» сăвва Григорьев Дима вуласа парать.
Атте манăн тимěрçě,
Анне бригадир.
Пиччеçěм, Владимир,
Çарта командир.
Йěркеллěн ěçлеççě -
Эп уншăн хавас.
«Эс кам пулан?» - теççě.
Ах, кам-ши пулас?
Пит пысăк-çке ěмěт,
Умра ěç нумай.
Вěренěп, вěренěп
Ăста çын пулма.
Ăста, пултаруллă,
Ĕçчен çын пулас,
Ун чух тăвану та
Телейлě, хавас.
2-мĕш ерт.: Ĕçленě вăхăтра тавралăх та илемлě. Кун çинчен пире Федоров Валерий каласа парать.
Тавралăх илемлě
Тавралăх илемлě,
Садсем чечекре.
Йăлтах сěр çěнелнě
Тăван кěтесре.
Туспа эп çÿретěп
Вăрман хěрринче,
Куккук сасă пачě
Çăка тăрринче.
Суха сухалаççě
Хирте тракторсем.
Вěри. Вăй выляççě
Хěвел шевлисем.
1-мĕш ерт.: «Çын мěскершěн çуралать?» Козлова Зина каласа парать.
2-мĕш ерт.:«Айтăр юрлар-и» юрă, 7б класс юрлать.
1-мĕш ерт.: Асамат кěперě карчě хěвел тусăм, тÿпере кавир вăл сарчě – чаплă пулăм. «Асамат кěперě» юрă, 6б класс юрлать.
Асамат кěперě
Çÿлти тупере
Çут хĕвел тĕрлерĕ
Тĕнче çеçкере
Асамат кěперě
Сар хĕр пек хитре-çке
Юлчĕ ун чиперĕ
Пирĕн сăн-питре
Асамат кěперě
Ыталать çĕре
Пуç тайса пиллерĕ
Сăнĕпе пире
Асамат кěперě
Сар хĕр пек хитре-çке
Юлчĕ ун чиперĕ
Пирĕн сăн-питре
2-мĕш ерт.:« Пěчěкçеç путене» юрă, 4а классем вăййа тухаççě.
Пěчěкçеç путене
Сарă тулла юратать
Юратать, юратать
Чăнахах та юратать
Пěчěкçеç путене
Хăй йăвине юратать
Юратать, юратать
Чăнахах та юратать
Пěчěкçеç путене
Хăй чěппине юратать
Юратать, юратать
Чăнахах та юратать
1-мěш ача: Айтăр вăййа пуçлар-и?
2-мěш ача: Айтăр пуçлар.
Вăйă: «Ят пěлмелле».
1-мĕш ерт.: Ĕçрен пушансан чăваш халăхě юмах каласа савăннă.
« Пакшапа чакак» юмах, 8 - мěш классем выляççě.
Автор: Вăрманта пакшапа чакак кÿршěллě пурăннă.Пакши çу каçа ырми- канми ěçленě, хěлле валли апат хатěрленě.Чакакě вăрман тăрăх чакăлтатса çуренě.Урăх вăл нимěн те туман.
Чакак:
- Ытла та ěмěтсěр эсě, Пакша. Пурпěрех вăрманти пур кăмпана, мăйăра пуçтараймастăн. Килес çул каллех пулаççě вěсем. Эпě вара сан пек ěмěтсěр мар. Мана нимěн те кирлě мар, хырăм выçсан мěн те пулин тупса çиетěпех.
Автор: Вăхăт иртнě. Шартлама сивě хěл те çитнě. Çимелли тупаймасăр чылай чěрчунпа кайăк выçăпа аптранă. Чакак та начарланса кайнă. Халě вăл тутă Пакша патне пынă та ним шарламасăр пăхса ларнă. Пакша вара чакака çапла вěрентнě.
Пакша:
-Чакак тус, ěçчен те перекетлě чěрчуна ěмěтсěрринчен уйăрма пěлес пулать.
Çулла хатěрлесе хуман пулсан эпě те сан пекех выçă юлăттăм.
2-мĕш ерт.:«Çăмăл ҫăкăр» юмах , 7 - мěш классем выляççě.
Автор:
Пěррехинче хресчен улăхра утă çулнă.Ывăнсан пěр тěм айне канма ларнă.Сав хушăра вăрмантан выçă кашкăр тухнă. Хресчен патне пынă та унран çăкăр ыйтнă. Кашкăра çăкăр килěшнě.
Кашкăр:
-Ман кашни кунах çакăн пек тутлă çăкăр çиесчě. Вěрент-ха эсě мана, ăçтан тупмалла ăна, çăкăра.
Хресчен: Тăхтас пулать кашкăр тус. Сÿреленě хыççăн тырра акмалла, вăл шăтса тухмалла. Кěркунне пулса çитет.
Кашкăр: Ох, ытла та нумай кěтмелле, ěçě те йывăр. Эсě мана çăмăл çăкăр тупма вěрент.
Хресчен: Юрать. Ĕçрен хăратăн пулсан, эпě сана çăмăл çăкăр тупма вěрентěп. Авă улăхра лаша çÿрет.
Кашкăр: (лаша патне пырать) Лаша, эпě сана çиетěп.
Лаша: Çиех ěнтě. Анчах малтан ман урари такансене кăларса ил.Унсăран шăлна катса пăрахăн.
Кашкăр: Юрě, сан такансене кăларса илěп.
Лаша: Атя-ха, кайри урасем патне пыр.
(Лаша кашкăра тапса ярать)
Кашкăр: Ай-яй! Вěлеретěн вěт мана. Эх, çăмăл çăкăр çисе пулмарě.
Автор: Кашкăр лашана çиеймерě, анчах çăмăл çăкăр тутанса пăхрě.
1-мĕш ерт.: Уява чăваш халăхне çутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлев сăмахěсемпе вěçлес килет. « Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă- çакна пěлсе тăрăр,ун пек ěçе юратăр. Чăн пěчěкçě ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр, пурнăçра курма тÿрĕ килнĕ йывăрлăхшăн ан кулянăр.
2-мĕш ерт.: Юратса тусан,чи пĕчекçĕ ĕçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ĕçлесен, чăн пысăк ĕç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килĕшсе ĕçленĕ пур ĕç те телейлĕ пулать, ăнса малалла каять».
1-мĕш ерт.: Çакăнпа уява вěçлетпĕр. Пире итлесе ларнăшăн тавтапуç.