Просмотр содержимого документа
«Пурте-фронтшăн, пурте – çĕнтерӱшĕн!»
Класс сехет сценарийĕ «Пурте-фронтшăн, пурте – çĕнтерӱшĕн!»
Тĕллевсем:
Хальхи ачасене, çамрăксене вăрçă вăхăтĕнче тылра ĕçленĕ, çĕнтерĕве çывхаратнă хĕрарăмсен йывăр шăпипе паллаштарасси.
Тăван халăха хисеплеме, юратма вĕрентесси, унăн чысне таса тытса пыма ăс парасси.
(Класс сехетне ĕçпе вăрçă ветеранĕсене чĕнмелле.)
(Сценарие 5-9-мĕш класра вĕренекенсем валли хатĕрленĕ)
Ертсе пыракан: Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи пуçланнăранпа кăçал 75 çул çитрĕ. 1941-мĕш çулхи июнĕн 22-мĕш кунĕ пирĕн çĕр-шыв историйĕнче яланлăхах хурлăхлă кун пулса юлчĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕсенчех ыттисемпе пĕрле чăваш ывăлĕ-хĕрĕ те Тăван çĕр-шыва хӱтĕлеме кар тăнă. Пирĕн республикăран çак хаяр вăрçа 160 пин çын хутшăннă.
Яла юлнă хĕрарăмсемпе ватăсем тата çул çитмен ачасем те çĕнтерĕве çывхартассишĕн вăйне-халне шеллемен. Паян эпир тылра ĕçленĕ хĕрарăмсемпе тĕл пулу ирттеретпĕр.
Вăхăт итрнĕçемĕн хаяр çапăçу çулĕсем те манăçа тухаççĕ, çав çулсенчи çынсем те сахалланса пыраççĕ. Ватă ĕнтĕ вĕсем, анчах хăрушă вăрçă çулĕсене манаймаççĕ. Вăрçă… Миллион çын чĕринчи суран паян кунччен пурăнать. Мĕн чухлĕ нуша, асап тӱсмен-ши мирлĕ халăх!
1-мĕш вĕренекен:
Иртнине манмалăх вăхăт пур пек
Вăрçă чарăнни миçемĕш çул!
Чун суранĕ тӱрленмест-ха пурпĕр
Халĕ те юхать вĕри куççуль.
Ертсе пыракан. Фашистла Германие хирĕç пуçланнă вăрçă совет çĕрĕ çинчи пур халăхшăн та Тăван çĕр-шыв шăпишĕн пыракан вăрçă пулса тăнă. Вĕсем тăшмана аркатма, ăна тăван çĕр çинчен хăваласа кăларма кар çĕкленнĕ. «Йăлтах фронт валли, йăлтах çĕнтерӱ валли!» тесе чĕнни пуриншĕн те пурнăç законĕ пулса тăнă.
2-мĕш вĕренекен. Халăх хуçалăхне кĕске хушăрах вăрçă вăхăтĕнчи пек ĕçлеме хатĕрлесе çитермелле, фронта кирлĕ таран çар техники, хĕç-пăшал, апат-çимĕç памалла пулнă. Станоксем умне ачасем тăнă. Хĕрарăмсем фронта кайнă арçынсем вырăнне ĕçлеме тытăннă. Пурте «Ĕçре – çапăçури пек» текен лозунга асра тытса ĕçленĕ.
3-мĕш вĕренекен: Чăваш ялĕсенче ĕç çыннисем, чăннипех те, паттăрлăхпа хастарлăх кăтартнă: тул çутăлличчен ĕçе тытăннă та сĕм тĕттĕм пулсан тин килĕсене таврăннă, час-часах çĕрле те ĕçленĕ. Талăкра 3-4 сехет кăна çывăрнă. 12-14 çулхи ачасем çитĕннисемпе танах ĕçленĕ, вĕсем пур ĕçсене те хутшăннă. Шкул ачисем салтаксем валли ăшă кĕпе-тумтир, вăрçă хатĕрĕсем тума тимĕр-тăмăр, укçа пуçтарнă.
4-мĕш вĕренекен: Ял çыннисем ырми-канми ĕçлесе фронта тырă, пахча-çимĕç, çĕр улми, аш-какай ,çу, промышленноçа чĕр тавар татти-сыпписĕр парса тăнă. Улатăр хули патĕнче вăрман каснă. Сăр шывĕ хĕррипе тата Хусан хули направленийĕнче хӱтĕлев сооруженийĕсем тунă: окопсем, блиндажсем, траншейăсем чавнă, çĕр пӱртсем тунă.
5-мĕш вĕренекен: Çак хӱтĕлев сооруженийĕсене тунă çĕрте пирĕн Уçырма ялĕнчи вăй питти хĕрарăмсемпе хĕрсем те ĕçленĕ. Вĕсенчен пĕри – Григорьева Нина Григорьевна, 23 çулхи çамрăк хĕр. Нина Григорьевна каласа панă тăрăх, вĕсем Хусан направленийĕнчи Тăвай районĕнчи Аль шывĕ тăрăх танксен çулне пӱлмелли траншейăсем чавнă. 40 градуслă шартлама сивĕре шăннă çĕре алăпа чавма çав тери тертлĕ, йывăр пулсан та ĕçе, пĕтерме срокпа палăртнинчен, маларах пурнăçланă.
Ял халăхне пин хурлăх ӱкнĕ
Этем тӱсет – тӱсеймĕ чул.
Пыра киле куççуль та типнĕ
Шуралнă çӱç те çамрăк чух.
1-мĕш вĕренекен: Сăр шывĕ хĕррипе тата Хусан направленийĕпе пурĕ 380 км тăршшĕ хӱтĕлев сооруженийĕсем тунă, 5 пине яхăн кубометр çĕр чавнă, пин çура яхăн çĕр пӱрт тунă. Çак ĕçсем чăннипех те тылра вăй хунă çынсен тĕлĕнмелле пысăк паттăрлăхне кăтартса параççĕ.
2-мĕш вĕренекен: Фронта пулăшас тĕллевпе ĕç çыннисем пуçарнипе ялта патриотл аюхăмсем çуралнă. Оборона фрондне укçа тата заем облигацийĕсене пуçтарса хывнă, тĕрлĕ апат-çимĕç, ăшă тум-тир панă. 1943 çулта Шăхасан районĕ 156 пин, 1944 çулта 30 пин пăт тырă, 28 пин пăт çĕр улми панă.
3-мĕш вĕренекен: 1941 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнчен пуçласа 1942 çулхи мартăн 23-мĕшĕччен Уçырма шкулĕнче «Комсомол Чувашии» бронепоезд штабĕ вырнаçнă. «Комсомол Чувашии» бронепоезд, «Красная Чувашия» танк колонни тата çар самолёчĕсем валли укçа-тенкĕ пухма Уçырма çыннисем те хастар хутшăннă. Вĕсене Канашри вагонсем юсакан заводра туса хатĕрленĕ.
4-мĕш вĕренекен:
Вăрçă вăхăтĕнчи инке-аппасене
Паян кинемейсем тесе чĕнетпĕр.
Вĕсен кăлкан пекех шап-шур çӱçне
Курсан иртнисене аса илетпĕр.
Çавсем хуйха-суйха нимскер пăхмасăр
Ĕçленĕ те вĕреннĕ шкулсенче.
Хире те хăварман нихçан акмасăр,
Станок та чарăнман заводсенче.
Лаша çитмен-тĕк кӱлĕннĕ хăйсем,
Салтак валли фронта ăсатнă çăкăр…
Кинемейсем, хитре кинемейсем,
Ас илӱпе паян куççуль ан тăкăр.
Ертсепыракан: Ытла та йывăр пулнă-çке вăрçă вăхăтĕнче! Мĕн пур вăйпитти арçына вăрçа илсе кайнă. Çак тпхăрти пĕтĕм асап ӱссе, тĕрекленсе çитеймен ачасемпе хĕрарăмсем çине тиеннĕ. 16-17 çулхи каччăсемпе хĕрсене ФЗО шкулĕсене вĕренме янă.
1-мĕш вĕренекен: Мĕн çисе пурăннă-ши çакăн пек йывăр вăхăтра? Çăкăра тата мĕн-мĕн хушса пĕçермен-ши? Тăватă пайĕнчен пĕр пайĕ çăнăх, икĕ пайĕ терка витĕр кăларнă чĕрĕ çĕр улми, тепĕр пайĕ вара шăннă çĕр улми çăнăхĕ. Çав çăкăр та çынсемшĕн питĕ тутлă пулнă, ăна та сайра çеç ас тивнĕ.
2-мĕш вĕренекен: Ырхан лашасемпе, вăкăрсемпе çĕре лайăх сухалайман. Ялсенче чир-чĕр сарăлнă. Эмелсем пулман. Çынсем выçăпа, тĕрлĕ чир-чĕрпе вăхăтсăр вилнĕ. Вăрçă хаяр та тискер пулнă, çын пурнăçне шеллемен. Вăрçă хирĕнчен янă çырусем ялсене час-часах инкеклĕ килнĕ. Мĕн чухлĕ куççуль тăкман-ши ял çыннисем фронтра пуçĕсене хунă салтаксемшĕн. Халăх чĕринче çак сурансем яланлăхах тарăн йĕр хăварнă. Тăлăха юлнă мăшăрĕсемпе ачисем фронтра çухалнă упăшкисемпе ашшĕсене нумай çул хушши кĕтнĕ.
3-мĕш вĕренекен: Ю.Сементерĕн «Амăшĕ ывăлĕн палăкĕпе калаçни» сăвва вулать. Ун хыççăн тĕл пулăва килнĕ хĕрарăмсем хăйсем тылра еплерех ĕçлени çинчен каласа параççĕ.
4-мĕш вĕренекен:
Мĕн калăн ĕнтĕ! Вăрçă вут-кăварĕ
Пайтах чакарчĕ аппасен кунне-çулне,
Шап-шур йĕрсем тăва-тăва хăварчĕ
Тусанланса хуралнă сăн-питсем çине.
5-мĕш вĕренекен:
Ĕçлесе, тăрăшса, вилĕме çĕнтерсе,
Ĕмĕр вилĕмсĕр турăр эсир хăвăра.
Сирĕн чаплă ĕçе манас çук ĕмĕрне,
Янăрĕç ятăрсем юрăра, сăвăра.
Пурте: Тылра тăшманпа кĕрешнĕ хĕрарăмсене мухтав!
6-мĕш вĕренекен:
Уяв çитсен кинемейсем çакаççĕ
Орден-медаль кăкăрĕсем çине.
Наградăсем май ирĕ пек çунаççĕ
Ас илтереççĕ вутлă кунсене.
1-мĕш вĕренекен:
Хирте нихçан та юн ан юхтăр-
Тыр ӳстĕр çӳллĕ те таса.
Юн мар, ирхи сывлăм йăл çунтăр
Хĕрӳ хĕвелпе çуталса.
2-мĕш вĕренекен:
Çын тени юн мар юхтартăр-тар,
Ырлăх-пурлăх тутăр, тырă актăр.
Хирсене танк мар, снаряд та мар,
Ывăнмасăр сухалатăр трактор.
3-мĕш вĕренекен:
Епле хитре умри тĕнче!
Çакна чунпа туйса илсемĕр.
Ялан мир пултăр çĕр çинче,
Çĕр-шыв татах та илемлентĕр.
Ертсе пыракан: Ватăсем! Сирĕн ачалăхăр, çамрăклăхăр Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин çулĕсемпе тӳр килнĕ. Савăнас савăнăçăра, выляс вăйă-кулăра, шкулта вĕренессине – йăлтах вăрçă туртса илнĕ. Мĕн кăна тӳсмен-ши эсир, тыл ĕçченĕсем! Сирĕн ĕçĕре нимле хакпа та виçеймĕн. Эсир те сивĕ окопра тăшман çулне пӱлсе тăракан салтаксемпе пĕрлех паттăрлăх патне, Аслă Çĕнтерӱ патне çул хывнă.
Хисеплĕ хăнасем! Эпир, мирлĕ саманара çуралса ӱснĕскерсем, сирĕн умăрта пуç таятпăр. Эсир Тăван çĕр-шыва тăшманран сыхланă, вăрçă хыççăн ăна ура çине тăма пулăшнă. Паттăр та хăюллă, çирĕп чунлă пулнăран, Тăван çĕр-шыва чунтан парăннăран эсир пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх пулса тăратăр.