Просмотр содержимого документа
«П.П. Хузанкай - чăваш поэзийěн çар пуçě»
П.П. Хузанкай - чăваш поэзийěн çар пуçě
1- мěш вěренекен
Миçе тěслě кайăк,
Миçе саслă кайăк
Поэзи вăрманě упрать.
Пин - пин кěвěрен те
Чěрем Хусанкайăн
Хăйле кěввине уйăрать.
Чăн ирěклěх анлă,
Ăна мухтамалăх
Пайтах юрă хыврăн, поэт!
Сассу Атăл урлă,
Хěвел шевли майлă
Каçать, пур çěре вăл çитет
2- мěш вěренекен
Поэтсем çăлтăр çинчен çырма юратаççě. Петр Петрович Хуcанкай (1907 - 1970), чăваш халăх поэчě, К.В. Иванов тата Çеçпěл Мишши ячěпе хиспленекен премисен лауреачě, - пěрремěш ретри çăлтăрсен ушкăнěнчи чи шултри те хăватли, хăй сÿнсен те çěр çине пин - пин йăлтăр çутă сапаканни. Унăн çăлтăрě чăваш поэзийěн тÿпине ХХ ěмěрěн çирěммěш çулěсенче тухнă, вара çур ěмěр тăршшě çап-çуттăн çунса, çÿлтен çÿле хăпарса пынă, ыттисене хăй тавра пухса тăнă.
3 - мěш вěренекен
«Сунталăн» чи малтанхи номерěнче (1924) ман сăвăсем пуçласа пичетленнěччě. Çырасса эпě вун иккěрех çырма пуçланă. Вěренчěкле çыркаланă сăвăсене пичетлесессенех мана ятлăрах поэтсем асăрхарěç. Нумайăшне ман халь пысăк тав туса, ăшă кăмăлпа асăнас килет. Кěркури Алентей, Элкер, Хумма Çеменě- маншан нихçан та манми ятсем», - тенě каярахпа Хусанкай
«Кěске автобиографире».
4 - мěш вěренекен
Çěршыв граждан вăрçи кÿнě юхăнчăклăха, калама çук хăрушă выçлăха сирсе ХХ ěмěрěн чěрěлěхěпе тěрěслěхне тěнче умне кăларса пынă вăхăтра янăраса кайнă Атăл леш енчи Сиктěрмере ÿссе Хусанта вěренме пуçланă çамрăк сăвăçăн янкăс сасси. Совет индустрийěн вучахěсене - Донбасра, Чулхулара, Магнит тура çирěпленнě вăл; пěрремěш колхозсен анлă уй- хирěсенче çивěчленнě, Тăван çěршывшăн пынă юнлă вăрçăра хăватланнă. Унăн пултарулăхěнче революци историйěн паттăр страницсем пысăк вырăн йышăнаççě. «Çирěм ултă», «Улмуççиллě Тěрлемес», «Басмач», «Таня», «Горкăри çурт», «Владимир Маяковский», «Çěрте те çěрместпěр» поэмăсен геройěсем - революци, халăх, Ленин. Кашни сăнар ăш-чикěнче - çěршыв историйě, халăх кун - çулě. Историзм принципне П. Хузанкай чăваш поэзине çине тăрса кěртнě, май пур таран çирěплетсе пынă.
5 - мěш вěренекен
П. Хуcанкай Çеçпěл шкулěн аслă вěрентекенě пулнă. Вăл хăй Çеçпěл пуçтарнă çěнěлěхсене малалла тăсассишěн çине тăрса кěрешнě. «Аслă ăру ěçěнче мěн лайăххи пур, çавна çамрăксен алла илмелле, унсăрăн малалла кайма май çук», - çапла вěрентнě П. Хусанкай. «Поэзире чи кирли - пуян чěлхе. Вăл тěп никěс...»
1 - мěш вěренекен
Шухăшла илемлěх курăмне, сăвă ăсталăхне Çеçпěлтен вěренме хистесе, Хусанкай чăваш сăввин янравлăхне ÿстерес тесе нумай тăрăшнă. Унăн пěтěм ěçě-хěлěн никěсенче çак шухăша çирěплетес туртăм пулни курăнать.
2 - мěш вěренекен
Сăмах хăвачě
Эп сăмах хăватне ěненетěп,
Эп пěлеп: сăмахпа этеме
Амантма та пулать, ÿкерме те,
ÿкнине те пулать çěклеме.
Эп пěлеп: сăмаха хěрлě хурçăн
Хěмлетсе хыптарсассăн кăна
Вăл парать ăшшине ырă тусшăн,
Вăл касса пăрахать тăшмана.
Чăн сăмах! Эс ăна ÿстеретěн
Чěрепе те, чунпа та юнпа.
Çапла çеç вăл пулать ěмěрсемшěн -
Çÿлти çутă маяк, вут юпа.
3 - мěш вěренекен
Поэзи сентри çине «Çěрйěркелÿ», «Магнит ту», «Яманкас юмахě», «Таня», «Çěнтерÿ юрри» поэмăсем ахах пек вырнаçаççě. Аслă Пушкинăн «Евгений Онегин» романне чăвашла куçарса кăларни сăвăçа «Аптраман тавраш» сăвăллă роман çырма хěмлентерсе тăнă. Теçеткепе халě çÿлěк çинче Петěр Хуханкай кěнекисем. Чăвашла, вырăсла, тутарла, пушкăртла, грузинла, украинла, пăлхарла тата ытти нумай халăхсен чěлхипе пичетленнě унăн произведенийěсем. Икě чěлхеллě поэт теççě Хусанкая. Вăл вырăсла та пайтах çырнă. Пěлессе вара нумай чěлхе пěлнě, нумай чěлхерен чăвашла куçарнă. В. Шекспир, Ш. Руставели, И. Вазов, М. Горький, В. Маяковский, Т. Шевченко, Я. Райнис, Н. Бараташвили... 178 поэт хайлавне куçарнă Петěр Хусанкай. Тата мěнле куçарнă!
4 - мěш вěренекен
Ача-пăча произведенийěсем: юмахсем, сăвăсем, поэмăсем... Вěсен ретěнче - литературăна ылтан сас паллипе кěрсе юлнă «Тăван çěршыв» поэма.
5 - мěш вěренекен
Петěр Хусанкай пултарулăх тарăнлăхěпе, ăсталахěпе - хăйне хальлěн пěр пысăк тěнче. Лирик, историк, этнограф, критик, чěлхеçě, публицист, тăлмач, трибун-вăл сăмах искусствин пур жанрěсене те алçемми тунă, вěсене чěр кěмěл пек таса тěслěхсемпе пуянлатнă.
1 - мěш вěренекен
Наци пěлÿлěхěпе ăслăлăхěнче халăх поэчě поэзири пекех çÿллě вырăнта тăрать. Анлă пěлÿшěн ăс- хаклăшăн, тěрěс тавракурăмшăн çунать унăн вучě, кашни йěркинче пысăк ăнтăлу, шырав, шухаш-туйăм пур. Саманăн историллě аталану çул - йěрне таран ăнласа тăни, тăван наци историне тарăн пěлни, малашлăха вут чуль пек шанса тăни - Хусанкай поэзийěпе публицистикин тěп шăнăрě.
2 - мěш вěренекен
Петěр Хусанкай - 20 ěмěрěн аслă гражданинě, чăваш сăмахлăхěн талантлă ялавçи. Вăл хăй пурăннă вăхăта, Тăван çěршыва, халăхăн тарлă та шарлă пурнăçне сăнарланă. Хěсěк самана сăвăçăмăра сарăлса вěçмелěх ирěк паман, апла пулсан та вăл чăвашлăх туйăмне, ăсне, хакăлне 20 ěмěр варринче никамран хăюллăраххăн çěклесе пынă.
3 - мěш вěренекен
Вăхăт иртнěçемěн халăх юратăвě сÿнмест те, иксěлмест те. Вăл тата тарăнрах та вăйлăрах аталанма пуçларě. Поэт произведенийěсем вăхăт пусăмне сирсе, наци культурин чи ырă тěслěхěсен ретне тухса пычěç, çынсене-уйрăмах çамрăксене-кирлěрех, хаклăрах, ăнланмалларах пулса тăчěç. П. Хусанкай хайлавěсем - вăл пурăннă вăхăт ялавě пекех.
4 - мěш вěренекен
П. Хусанкайăн сăввисем алла яхăн кěнекепе пичетленсе тухнă. Ун сасси тěнчери нумай çěр - шывра янăранă, чикě леш енчи 50 ытла халăх чěлхипе вулаççě.
5- мěш вěренекен
Художник кирек хăçан та вăрăм ěмěрлě. Петěр Хусанкай поэт кěрешÿçě, чăваш литературин аслă ăстаçи нумай нацилле Раççей литературинче малашне те малтисен ретěнчě тăрě.