Просмотр содержимого документа
«Яков Ухсай - чăн-чăн халăх поэчě, тěлěнмелле талант»
Яков Ухсай - чăн-чăн халăх поэчě, тěлěнмелле талант
Эпир ăмăрт кайăксем,
Чěре çуркамăç йăмăксем,
Куç шăрçисем пек шăллăмсем,
Ухсай ăс панă çамрăксем.
Тăван çěре кирек хăçан та çывăх
Туйса тăратпăр, хисеплетпěр.
Чапа тухсан та çěр çинче
Манмастпăр хамăр чăваша.
Кирек ăçта кайсан та çирěп
Ăçта кайсан та çирěп, ăслă
Ухсай пилěпеле эпир.
1 вěренекен
Кашни наци поэзинче пысăкран пысăк çăлтăрсем ялкăшса тăраççě, вěсем çěрěн пěтěм анлăшěнчен курăнса тăраççě. Чăваш наци поэзийěнчи чи çутă çăлтăрсенчен пěри - Ухсай Яккăвě.
2 вěренекен
Яков Ухсай - чăн-чăн халăх поэчě, пирěн çěр - шывăмăрăн нумай нациллě литературишěн сумлă ят. Ухсай халăхěн таса чунлă, вичкěн ăслă ывăлě. Поэзийěн хăватлă юхăмěнче хăйěн тěсěпе, хăйěн кěввипе, хăйěн шухăшлавěпе палăрса тăрать.
3 вěренекен
Пулас поэтăн ачалăхě йÿçě тěтěмлě хура пÿртре иртнě. Пурнăç темěнле йывăр пулсан та ашшě ачана вěрентмех тăрăшнă. Акă мěнле çырса хăварнă вăл хăй аса илěвěнче: «Каçсерен, кăвайт умěнче ларнă чух, ăсра чи çутă çăлтăра курса çичě хут кěл тăваттăм. Мана телей ярса пама, хутла вěренме, хамăр ялта пурăнакансем валли хутсем çырса пулăшакан пулма ыйтаттăм».
4 вěренекен
Ялти шкулта вěреннě чухнех К. Иванов пек пулма ěмěтленсе çамрăк ача сăвăсем çырма тытăннă.
Эс мана вăрат анне,
Илем-тилěм ирхине
Манăн выльăх пăхмалла,
Ман шкула та каймалла
Эпě выльăх пăхмасан
Пирěн пулмě сěт те çу.
Эпě шкула каймасан
Пулмě ăслă калаçу.
1 вěренекен
Хальхи чăваш литературинче Яков Ухсай ячě - чăннипех чаплă ят. Ухсай - паянхи чăваш çырулăхěн вăйě, çěнтеревě, мухтавě. Ку чухнехи чăваш çырулăхне Ухсая пěлмесěр ăнланма та, вěренме те май çук. Çак питех те талантлă юраçă пурри чăваш поэзине илем кÿрсе, вăй парса тăрать.
2 вěренекен
Ухсайăн чěлхи çав тери илемлě те пуян
Ахальтен мар вал хăй çапла çырать:
Ылтăн - кěмěл те ахах
Çиçнě пекех çиçекен
Çитмěл çичě пин сăмах
Пухрăм халăх хушшинче.
3 вěренекен
Пур çитмěл халăх хушшинче
Пур халăхпа та çирěп туслашса
Чапа тухсан та çěр çинче
Эсир ан манăр хамăр чăваша,-
тет Яков Ухсай хăйěн сăввинче.
4 вěренекен
Я. Ухсай - ячěпе кăна мар, пěтěм чунěпе чăн-чăн халăх поэчě. Ун пултарулăхě тăван çěртен сěткен илсе хăватлăран та хăватларах ÿссе пырать. Ухсай тăван çěре юратать, поэт сасси - тăван çěр сасси. Ухсай геройěсем - ěçчен, ăслă, хаваслă çынсем.
1 вěренекен
Сăвă «Юратрам эп, хирсем, сире...»
Я. Ухсай пур халăха та пěр пек сума сăвакан, тăван çěре, унăн çыннисене, йăли-йěркине, сăмахлăхне хисеплекен, упракан чăн-чăн çын. Вăлах юратакан ашшě те, мăшăр та, юлташ та.
2 вěренекен
Ухсай Якове - чăваш поэзийěнче сумлăран та сумлă ятсенче пěри. Тăван çěрěн, тăван çут çанталăкăн, тăван халăхăн ěмěрсем тăршшě пуянланса та çирěпленсе пынă ăс - хакăлне, кăмăл - туйăмне, йăли- йěркине поэтăмăр питех те курăмлă ÿкерсе кăтартнă, çав асран кайми сăнарсене тěнче умне кăларнă.
3- мěш вěренекен
Яков Ухсай - çут çанталăк çуратнă ÿнерçě. Илем, юрату, курайманлах, тěрěслěх салтакě. Чăвашлăха сăмах хăвачěпе хÿтěлекен сăвăç. Вăл чăваш литературин шултра телейě.
4 - мěш вěренекен
Ухсай таланчě çав тери анлă та нумай енлě. Сăвăç лирикăра та, эпикăлла поэзире те, драматургипе публицистикăра та, ача - пăча литературинче те, критикăпа литературоведенире те ăнăçлă ěçлет.
1 - мěш вěренекен
Тăван чěлхене малалла аталантарас ěçре те Ухсай тÿпи пысăк. Хальхи чăваш чěлхине Ухсай поэзийě çěнě сăнарлăхпа илемлěх кěртет, чěлхе витмлěхне нумай ÿстерет.
2 - мěш вěренекен
Яков Ухсай литературăна аталантарас енěпе хастар ěçленěшěн патшалăх чи пысăк наградисепе палăртнă: Ленин, Октябрь революципе Ĕçлěх Хěрлě Ялав, «Хисеп палли» орденěсем, нумай медаль парса чысланă. Чăваш Республикине Ĕç Мухтавěпе Паттăрлăх кěнекине кěртнě. Вăл М. Горький ячěллě Раççей патшалăх премийěн, çавăн пекех Чăваш Республикин К.В. Иванов ячěллě патшалăх премийěн лауреачěн, чăваш халăх поэчěн ячěсене илме тивěç пулнă.