Просмотр содержимого документа
«Г.Н.Волкова халалланă уяв сценарийĕ «Чăваш Çăлтăрĕ»»
Г.Н.Волкова халалланă уяв сценарийĕ «Чăваш Çăлтăрĕ»
1-мĕш вĕренекен: Геннадий Никандрович Волков – Чăваш Республикин хисеплĕ гражданин, тĕнчипе паллă ученăй, педагогика ăслăлăхĕсен докторĕ, академик, 800 ытла наука ĕçĕсен авторĕ.
2-мĕш вĕренекен: Г. Волков – Чăваш çĕр-шывĕн чăн-чăн патриочĕ, таса чунлă, çирĕп кăмăллă, сăпайлă, интеллегентла çын. Вăл чăваш халăхĕн мухтавĕ, чысĕ. Унра эпир чăн чăваш ырă кăмăлне, ĕçченлĕхне, тĕнче ăслăлăх, шайĕнчи шухăшлав хăюллăхне куратпăр.
1-мĕш вĕренекен: Г. Волков этнопедагогика шкулĕн тата вĕрентĕвĕн авторĕ. Халăхăн ăс-тăн культурине аталантарас çĕрте вăл çав тĕри тарăн йĕр хăварнă. «Вăл тăван халăх сăмахлăх палăкĕсене, историпе этнографи докуменчĕсене нумай тĕпченĕ. Педагогика культурине аталантарас ĕçе халăх хастар хутшăннине вăл тĕслехсемпе усă курса ĕнентерӱллĕ кăтартса панă», - тенĕ ун пирки вырăссен паллă педагогĕ тата академикĕ В.А.Сухомлинский.
2-мĕш вĕренекен: Волков Чăваш Республикинчи Елчĕк районне кĕрекен Аслă Елчĕк ялĕнче çуралнă. Шкул вĕренсе тухсан Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физикăпа математика факультетне вĕренме кĕрет. Часах хăйĕн пĕлĕвĕпе, ĕçĕсемпе палăрма пуçлать.
1-мĕш вĕренекен: Кĕçех Г. Волков Хусанта В. Горохов профессор патĕнче аспирантурăра вĕренме пуçлать, çав вăхăтрах Хусан шкулĕнче ĕçлет, тĕпчев ĕçĕсем тăвать. Кандитат диссертацине ăнăçлă хӱтĕленĕ хыççăн Г. Волков тăван института ĕçлеме таврăнать. Пединститутра 24 çул ĕçлесе аслă преподаватель, доцент, профессор, кафедра пуçлăхĕ, проректор пулнă.
2-мĕш вĕренекен: Геннадий Никандрович педагогика енĕпе чăвашсенчен чи малтан педагогика диссертацине хӱтĕлет, çак ăслăлăх енĕпе Чăваш педагогика институтĕнче аспирантура уçать.
1-мĕш вĕренекен: Пĕлӱлĕх ĕçĕнче çĕнĕ çитĕнӱсемпе çĕнтерӱсем тума Г. Волкова халăхсен пурнăçне йăли-йĕркине, ăс-хакăлне тарăн пĕлни пулăшать. «Этнопедагогика никĕслевçи хăйĕн хайлавĕсенче ăслăлăхра хускатнă ыйтусене малалла тăсать, аталантарать, вĕсенче сапăрлăх темине уçса парать. Унăн чылай хайлавĕ Лев Толстойпа Константин Ушинский, Иван Яковлевăн пекех пĕчĕк сюжетлă. Чăн пурнăçран илнĕ ăса вĕрентекен шухăш-тытăмлă сăнарсен йĕрки дидактикăлăхпа уйрăлса тăрать», - тесе çырать чăвашсен литература тĕпчевçи Александр Мефодьев.
2-мĕш вĕренекен: 60 çул каяллах çамрăк чăваш педагогĕ хăюллă шухăш тытнă: тăван халăх чĕлхи, унăн ăс-тăн пуянлăхĕ, йăли-йĕрки, юмахсем, ваттисен сăмахĕсем, вĕрентсе каланисем, ырă сунни, пехил, пил таврашĕ, ача-пăча каларăшĕсем çитĕнекен ăрăва вĕрентес ĕçре мĕнле пулăшса пыраççĕ. Геннадий Никандрович ăслăлăха чи малтан çĕнĕ термин этноподегогика кĕртет.
1-мĕш вĕренекен: Г. Волковăн халăх пелагогикине тĕпчесе çырнă – пĕрремĕш статьи 1946 ç. «Чăваш коммуни» хаçатра пичетленет. Кĕçех «Асанне калавĕсем» кĕнеки тухать. Г. Волковăн «Чувашская народная педагогика», «Этнопедагогика чувашского народа», «Трудовые традиции чувашского народа» кĕнекисене чăваш халăхĕпе унăн культурине чĕререн юратса çырнă ĕçсем тесе хак панă Ганилинпа Щюкина профессорсем. Педагогика наукисен академийĕн Президиумĕ вара Г. Волкова «Этнопедагогика чувашского народа» кĕнекишĕн К. Ушинский ячĕллĕ преми парса чыс тунă.
2-мĕш вĕренекен: 1968 çулта çĕнĕ «Этнопедагогика» кĕнеки тухать. Кунта вăл тĕрлĕ халăхсен педагогика культурине, паттăрсемпе вĕсен ячĕсем, халăхсен пурнăçĕнчи паллă тапхăрсем çичнен ваттисен сăмахĕсене, юрă-сăвăсене педагогика науки енчен тĕпченĕ халăхсен танлăхĕпе туслăхне анлăн кăтартса панă. Ку ĕçре Волков официаллă педагогикăпа халăх педагогикине танлаштарса тĕпчет, çĕнĕ пĕтĕмлетӱсем тăвать. Çамрăк ăрăва пăхса çитĕнтересси пурин ĕçĕ те. Автор Тăван çĕршыв, тăван халăх, тăван чĕлхе пирки пурин ăс-тăнне те, чун-чĕрине те хускатмалли сăмахсем калать. Халăхсен туслăхĕ, тăванлăхĕ çĕнĕ ӱсĕмсем тума пулăшаççĕ, ăс-тăн, кăмăл-туйăм пухакан çынсем тет вăл. 100 ытла пултаруллă çамрăка наукăн анлă çулĕ çине кăларнă вĕрентекенĕмĕр.
2-мĕш вĕренекен: Г. Волков чăваш литературинче те хисепе тивĕçлĕ: вăл калавçă, критикпа публицист, историк, тăлмач, журналист. «Кашни çыннăн е уйрăм халăхăн шăпине виçĕ юрату татса парать – ачасене юратни, ĕçе юратни, Тăван çĕршыва юратни», - вулатпăр унăн пĕр кĕнекинче. Çак виçĕ юрату унăн чĕринче тулса тăкăнса тăрать.
1-мĕш вĕренекен: Чăвашăн чĕлхи, йăли-йĕрки, юрри-ташши, сывлăхĕ, пурлăхĕ – пĕтĕмпех тăван çĕрпе çыхăннă. Вăл ӱстерет, тăрантать, пурăнма вăй-хал та шанăç парать. Пурнăç курнă, тĕнче курнă ентешĕмĕр пире тăван халăх ятне кирек ăçта та, кирек хăçан та çӱлте тытма ырă сунать. Чăвашсем мĕн авалтан ачасене: «Çын пул!» - тесе вĕрентнĕ, апла пулсан, тăваннăмăрсем, килтен тухса кайсан, чăвашран тухсан чăваш ятне çĕртер мар. Çапла пултăр.
2-мĕш вĕренекен: Геннадий Никандрович тăван халăхăн сăмахлăх палăкĕсене нумай тĕпченĕ. Педагогика культурине аталантарас ĕçе халăх хастар хутшăннине вăл тĕслĕхсемпе усă курса ĕнентерӱллĕ кăтартса панă. Акă пĕр тĕслĕхне илер, «Çамрăкла вĕренни – чул çинче» хайлавне.
1-мĕш вĕренекен: Çамрăксене вĕрентсе Геннадий Никандрович асламăшĕн сăмахĕсемпе çапла калать: «Тăван çĕршыва, тăван ене, киле юрат. Вĕсем сана сывлăш, пурнăç панă. Хăвăн çĕршывупа, чăвашлăхупа, тăван чĕлхемĕрпе мухтан», Акă «Тăван чĕлхемĕрçĕм» калавĕнчен илнĕ çунатлă сăмахсене аса илер:
- Тăван чĕлхе – вăл тăван халăхăн нихçан иксĕлми ăс-тăн çăлкуçĕ.
2-мĕш вĕренекен: - Тăван чĕлхе – халăхăн ĕмĕр сӱнми ăс-тăн чечекĕ.
1-мĕш вĕренекен: - Чăваш сăмахне манни чăваш çăмахне те мантăр.
2-мĕш вĕренекен: - Тăван чĕлхе – халăхăн аваллăхĕ, халăхăн сумлă та телейлĕ малашлăхĕ.