Просмотр содержимого документа
«Çеçпĕл –чăваш поэзийĕн чапĕпе мухтавĕ»
Çеçпĕл –чăваш поэзийĕн чапĕпе мухтавĕ
( юратнă поэт çуралнăранпа 120 çул çитнине халалланă сценарийĕ)
1-мĕш ертсе пыракан Черченкĕ Çеçпĕл!
Вăл хăюллăн
Юра сирсе тухать çут ирĕке.
Тӱсет. Сивве çĕнет Кун-çулĕ
Тен çавăнпа самант пек ун кĕске?
2-мĕш ертсе пыракан:Кĕске пулсан та çавах мар-и:
Вăл чи малтан çĕр чăмăрĕ çине
Этем чунне çунат хушмалăх
Илсе çитет çурхи тĕнче сăнне
1-мĕш ертсе пыракан:Ахальтен мар пуль
Пирĕн Çеçпĕл,
Поэтăмăр,
Сӱнми кăвар чĕре,
Çак чечеке суйланă çеç-мĕн
Хăй шăпине унра курса тӱрех…
2-мĕш ертсе пыракан:Çĕкленчĕ Çеçпĕл ирĕкре.
Сас пачĕ, сарчĕ çунатне.
Çĕн кун çынни, кăвар чĕре,
Пире пиллерĕ пурнăçне.
1-мĕш ертсе пыракан:Таса чĕлхепеле, чăн чăвашла
Эс çырнă вут-хĕлхем кăларасла
Кĕтни халь çитрĕ, пирĕн вăхăтра,
Хĕрӱ сăвву пурнать ман халăхра.
1-мĕш ертсе пыракан:1917 çулта Мишша Шăхасанти шкултан вĕренсе тухать. Çав кĕркуннех вăлТутар Республикинчи Теччĕ хулинче тин уçăлнă учитель семинарине вĕренме кĕрет. Кунтах вăл Октябрьти революци событийĕсене хутшăнать: политика пухăвĕсенче хĕрӱллĕн тавлашать. Вĕренекенсене уйрăмах наци ыйтăвĕсем хумхантарнă: вĕсем тăван халăхăн иртнĕ пурнăçĕпе, культурипе,унăн пуласлăхĕпе интересленнĕ. Çеçпĕл Мишши тăрăшнипе семинарире стена хаçачĕ тата алăпа çырнă литература журналĕ тухма пуçланă.
2-мĕшертсе пыракан:Çамрăк сăвăçăн кĕрешӱ хаваслăхĕпе тулнă сăввисем алăпа çырс акăларакан журнал виçинчен тухаççĕ. Вĕсем Теччĕре, Хусанта тухакан хаçатсенче те пичетленме пуçлаççĕ.
1-мĕш ертсе пыракан: …Чĕлхемĕре хăват памалăх
Вăл уçнă çĕн поэзин хапхине.
Ăна уçмашкăн пĕр ăс-халсăр
Май çук.Чухлатпăр йĕркине. –
Çул уçакан çунмасăр,тарсăр
Йĕр хăвараймасть çак çĕр çинче.
2-мĕш ертсе пыракан:20-мĕш çулсенче поэт Чăваш çĕршывĕнче Совет влаçне çирĕплетессишĕн ырми-канми ĕçленĕ, Совет влаçĕн аппаратĕн чи паллă деятельсенчен пĕри пулнă. Çеçпĕл Мишши хушнă ĕçе, халăх умĕнчи тивĕçне тӱрĕ кăмăлпа пурнăçласшăн çуннă.
1-мĕш ертсе пыракан:Чылай сăвăсенче Çеçпĕл тăван чĕлхене юратса, ырласа асăнать. Вăл чăваш чĕлхи, чăваш юрри пуласлăхне хытă шаннă, сảвặç кашни чăваш çамрăкĕн, кашни чăваш хĕрĕн чунне вырнаçтарассишĕн çуннă.
Чăваш ачине сăвă.
Пĕлтер мана, тăван çĕршывăм:
Хăçан кăтартăн халăхна
Ху чĕлхӳне хăват кĕртмешкĕн
Тĕнчене килнĕ ывăлна?
Кăвар чĕре! Кăвар чĕлхеллĕ
Чăваш ачи, сассуна пар!
Тухсам кунта. Сана кĕтеççĕ.
Килсем! Килсем!
Эс пур, - çук мар.
Часрах килсе хăватлăх кĕртчĕ
Чăвашăн капăр чĕлхине.
Çунтартăр çулăмлă, кăварлă
Чĕлхӳ çынсен чĕрисене.
Ĕмĕрлĕхе яту сан юлĕ.
Шупашкартан Кавал таран,
Çĕрпӳ, Чикме, Етĕрне урлă
Юрру сассийĕ кайĕ сан.
Чăваш чĕлхи ăсти! Кăварлă
Чĕрӳ сан сисĕ чĕннине.
Шанатăп. Ĕмĕте усратăп:
Эс килĕн. Килĕн тĕнчене!
2-мĕш ертсе пыракан: Тăван чĕлхе шăпинче поэт халăх шăпине курать. Вăл чĕлхере халăхăн çивĕч ăсне сисет. Çеçпĕл шучĕпе, тăван чĕлхе чĕрĕлсе тăнишĕн, вăл çĕнĕ вăйпа малалла талпăннишĕн ватти-вĕттипе пĕрле савăнать. Çакна эпир «Хурçă шанчăк» сăвăра куратпăр, Çеçпĕл кунта телейлĕ пуласлăха шанма, ăна ĕненме чĕнет.
Хурçă шанчăк» сăвă
Çĕршывăм хăюллăн вăранĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла:
«Çук, çук» теекен улталанĕ,
Кам «çук» тет, ун чунĕ — чăлах.
Унччен-ха — айван пек çĕршывăм,
Унччен-ха — чăваш ыйăхлать.
Ан тив, тем пулсан та, вăл вăйлăн —
Паян чĕрĕлсе тăрасла...
Хĕвелĕн кăварлă хĕлхемĕ
Çĕре чечекленĕ чухне
Кам курнă çанталăк илемĕ
Пăрпа пăрланса шăннине?
Ан тив, хĕл шăнтса пăчăртатăр
Ăш еншĕн сикен чĕрене,
Хăюллă куçпа палăртатпăр
Çĕн кун вутланса килнине.
Чĕрем, сик хăюллăн, хавассăн,
Хăюлăх юрри кĕвĕле —
Чăваш чĕрĕлнине курмалла сан,
Ăна тĕл пулса илмелле...
Курап: чĕрĕлет чăваш ячĕ,
Таçта аслатиллĕ саспа
Юратнă çĕршывăн хăвачĕ
Часрах вăранасшăн тапать.
Хастарлă, хыт утăмлă пулăр,
Çĕршывăн хастар ачисем,
Вут кайăклăн вĕçĕр, ан юлăр,
Ан юлăр кун-çул уттинчен.
Çĕршывăн пит-куçĕ çĕнелĕ,
Ыран-и, паян-и вăл? — Час...
Кам «çук» тет, çав — суеç чĕлхеллĕ;
Кам «мар» тет, çав — суккăр, чапрас.
Ыран-и, паян-и... тĕреклĕн
Вутланĕ çĕршывăм чĕри,
Кăварлă чечеклĕн чечеклĕ
Çĕре çĕн хĕвелĕн юрри.
Çĕршывăм хĕвеллĕн çуталĕ,
Тапранĕ кăвар кайăкла.
Кам хирĕç калаçĕ — улталĕ,
Кам «мар» тет, ун чунĕ — чăлах.
1-мĕш ертсе пыракан:Тĕрлĕ ĕçсенче Çеçпĕл Мишши ыттисене ертсе, хавхалнтарса пынă, ăсĕ-пуçĕпе те, чĕлхи-çăварĕпе те вăл хăй юлташĕсем хушшинче палăрса тăнă. Ăна пурте çирĕп кăмăллă, хăюллă та хастар пулнишĕн хисепленĕ. Тăван халăхшăн пĕтĕм чунне парса ĕçленĕ, чăваш çамрăкĕсене сăмахпа та, ĕçпе те хавхалантарса пынă. Çавăнпа пулĕ, чăваш çамрăкĕсене «Чăваш!... Чăваш!...» сăвăра çапла калать вăл:
Чăваш чĕри! Хăюллăх вучаххи
Пулса тăр! Ылтăн шăратан
Хуран пек чашкăрса вĕре!
2-мĕш ертсе пыракан: Çеçпĕл Мишши пурнăçĕн юлашки кунĕсем Чăваш çĕрĕнчен инçетре - Украинăра иртеççĕ. Евпаторий, Харьков, Киев, Чернигов, Остер – çак хуласем Çеçпĕл Мишшине тăвана йышăннă пек тарават йышăннă. Чăваш çĕршывĕшĕн йывăр çулĕсенче, выçлăх çулĕсенче пирĕн поэта çак хуласем çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Киев хулинчи илемлĕ ăсталăх шкулĕ, Хĕрлĕ Çарти кунĕсем, Остер уесĕнчи çĕр ĕç, пайĕнче, çĕнĕ çĕре куçакансен комиссийĕнче ĕçлени…
1-мĕш ертсе пыракан: Çуралнă çĕршывĕнчен татăлса пурăнни, йывăр чир, çĕршыв пурнăçĕпе хăй пурнăçĕнчи йывăрлăхсем хавшатса çитернĕ ăна. Кăмăл пусăрăнчĕкĕпе салху шухăшĕсенчен ăна çывăх тусĕсем – Федор Пакрышеньпа Кирилл Турган вăй çитнĕ таран хăтарас тесе тăрăшнă.
2-мĕш ертсе пыракан:Чăваш халăхĕн чаплă поэчĕ – Çеçпĕл Мишши хывнă юрăсем халĕ тĕнчипе янăраççĕ, туслăх кĕрекине чĕнеççĕ. Пурнăçра Çеçпĕл – романтик, «хура» ĕçрен нихçан хăраса тăман: ăçта йывăртарах, çавăнта пулма тăрăшнă. Çĕнĕ çын, çĕнĕ поэт – акă кам пулнă Çеçпĕл. Çеçпĕл шкулĕ – ăсталăх, туслăх, кĕрешӱ, пурнăç шкулĕ.
1-мĕш ертсе пыракан:Мĕн чул çынна кăвар кӱрсе çĕклерĕн!
Поэзи çулĕнче – сан сăнару!
Чи йывăр чух та вĕсене пиллерĕн:
«Çунсам тăван чĕлхешĕн, çĕн ăру!»
2-мĕш ертсе пыракан:Мĕнлекапла? Тен, чăн-чăн гени
Куç хупрĕ – çирĕм иккĕре?
Хупасшăн марччĕ. Хуçăк кăмăл,
Хăрушă чир те юрату
Пурнас куна пĕтерчĕç хăвăрт…
Элек… Асап та ырату…
1-мĕш ертсе пыракан:Пиччеçĕм. Çывăр, çывăр лăпкăн,