kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Весен кайаксем.

Нажмите, чтобы узнать подробности

Разработка урока про жизнь и обитание перелетных птиц. Знакомство детей со своеобразностью и бытом птиц

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Весен кайаксем.»

Конспект урока

Вĕрентекен: Вишневская Лидия Николаевна

Предмет: Чăваш чĕлхи (вырăс чĕлхиллĕ шкул).

Класс: 4-мĕш класс

Вĕренÿ кĕнеки: 1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

Урок теми: Кайăксен тĕнчи.

Урок тĕсĕ: хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕсем: кайăксене упрама, вĕсене сыхласа хăварма вĕрентесси.

Пěлÿ тěллевě: глаголăн хальхи вахатне тĕрĕс усă курма хăнăхтарасси, кайăк ячĕсене аса илсе çирĕплетсе хăварасси, пĕр-пĕрне ыйтусем парас, хуравлас хăнăхусене аталантарасси.

Аталантару тěллевě: çыхăнуллă пуплеве, шухăшлава, тимлĕхе, илемлĕ те тĕрĕс вулав хăнăхăвĕсене аталантарасси, сăмах йышне пуянлатасси, тишкерме тата пĕтĕмлетÿ тума вĕрентесси.

Усă курнă технологисем: информаципе хутшăну, проблемăллă вĕренÿ, сывлăха упракан, харпăрлăха аталантаракан, ушкăнра хутшăнса ĕçлеме хăнăхтаракан технологисем.

Урок мелĕсем: ыйту-хурав, фонетика зарядки, вĕрентекен сăмахĕ, калаçу, шырав- тĕпчев, хăнăхтарăва çырса пурнăçласси, проблемăлла ыйтăва хуравлани, тишкерÿ - пĕтĕмлетÿ, çурма сасăпа вуласси, суйлавлă вулав, илемлĕ палăртуллă вулав, мăшăрсенче, ушкăнпа ĕçлесси, диалог, монолог тăвасси.

Курăмлăх хатĕрĕсем: компьютер, проектор, экран, темăпа хатĕрленĕ презентации, çыру ĕçне ирттермелли карточкăсем, сарă тĕслĕ çаврашкасем.

Лексика материалĕ: вĕлле- скворечник, йыхравçă – вестник, сыхлаççĕ - охраняют, пĕтереççĕ- истребляют, хурт-капшанкă- насекомое.

Усă курнă литература:

1. Абрамова Г.В. Чăваш чĕлхи: вырăс шкулĕн 7-мĕш класĕ валли / Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2011.

2. Абрамова Г.В. Вырăс шкулĕн 5-9-мĕш класĕнче чăваш чĕлхи вĕрентмелли методика /Г.В.Абрамова. – Шупашкар, 2012.

3. Абрамова Г.В. Обучение чувашскому языку в русскоязычной школе: методическое пособие / Г.В.Абрамова. – Чебоксары, 2009.


Урок юхăмĕ.

I. Класа урока йĕркелени. ( 1-мĕш слайд)

В: Ырă кун пултăр, ачасем !

А: Ырă кун пултăр!

В: Шăнкăр-шăнкăр! Шăнкăрав

Акă иртрĕ те тăхтав.

Ларăр парта хушшине

Пуçлар чĕлхе урокне.

В: Шăппăн вырнаçса ларăр.

- Чи малтанах эпĕ сирĕнпе паллашасшăн. Мана Лидия Николаевна тесе чĕнеççĕ. Эпĕ паян сирĕн класра чăваш чĕлхи урокне ирттерĕп. Эсир мана пулăшасса, пирĕн урок тухăçлă, ăнăçлă иртессе шанатăп.

II. Фонетика зарядки. (2-мĕш слайд)

-Кăштах чĕлхесене вылятса илер-ха. Ман хыççăн тĕрĕс калăр.

Ăп-ăп-ăп

Эп ларатăп шăп

Ăн-ăн-ăн

Эп калатăп чăн

Уç-уç-уç

Манăн кăвак куç

Ӳç-ӳç-ӳҫ

Тӳрĕ вăрăм çӳç

Ăп-ăп-ăп

Ман хыççăн тĕрĕс калăр.

Пирĕн çумри вăрманта

Тĕрлĕ кайăк пурăнать.

Çепĕç юрă юрласа

Пирĕн чуна хăпартать.

III. Пуплев хăнăхтарăвĕ (çанталăк çинчен калаçни).( 3-мĕш слайд)

1. Дежурнăйпе калаçни.

- Паян класра кам дежурнăй?

- Паян класра эпĕ дежурнăй.

- Класра кам çук ? (ача тăрса пурте пуррине е кам çуккине пĕлтерет)

-Паян юпа уйăхĕн миçемĕшĕ?

-Халĕ çулталăкăн хăш вăхăчĕ?

-Урамра мĕнле çанталăк тăрать? (Урамра сиверех çанталăк тăрать, тÿпе пелетле , çил вĕрет).

- Тÿпе мĕн тĕслĕ?

- Çил вĕрет-и?

- Хĕвел пăхать-и?

- Кайăксем ăçта вĕçсе килеççĕ?

- Сире паянхи çанталăк килĕшет-и? Мĕншĕн килĕшет?

- Эсир керкуннене хавас-и?

- Ачасем, керкуннеи çитни ăçтан курăнать? (Хĕвел сайра пăхать, сил верет,сумар савать, кайăксем кăнтăра вĕçсе кайма хатерленеççĕ,, йывăçсем çулçисем херле, сара, хама ртесле ,весем сере тăканаççĕ, пахчара керхи ĕçсем весленессеççĕ, çынсем ăшă тăхăнаççĕ…).

-Тĕрĕс ачасем, эсир каланă паллăсем вĕсем пурте кер паллисем .

- Мĕн тери илемлĕ вĕсем керхи кунсем!


IV. Урокăн темипе, тĕллевĕсемпе паллаштарасси (4 – 5 мĕш слайдсем)

- Паян урокра мĕн çинчен калаçассине пĕлес тесен сирĕн таблицăпа усă курса шифăрланă урок темине тупмалла.

-Паянхи урокра эпир сирĕнпе кайăксем çинчен калаçăпăр, вĕсем çинчен тарăнрах пĕлÿ илме тăрăшăпăр. Тен, мĕн те пулин çĕннине пĕлĕпĕр.

-Çапла вара, паянхи урок теми «Кайăксен тенчи ».


V. Кайăк ячĕсене аса илесси.

Айтăр вăйă выляр-и?

Кайăк ячĕсене пĕлнине

Тĕрĕслесе пăхар-и?


1.Рифмăсем тупăр:

  1. Ку! Ку! Ку!

Авăтать … (куккук).

  1. Тăрр! Тăри! Тăрр! Тăри!

Тÿпере юрлать … (тăри).

  1. Чак! Чак! Чак!

Чаклатать … (чакак).

  1. Крак! Крак! Крак!

Краклатать … (курак).

  1. Хĕл ларсан уйра эп курăп

Хĕрлĕ пĕсехеллĕ …(уйăп).

- Маттур, ачасем! Кайăк ячĕсене лайăх пĕлетĕр.

-Чăваш Республикинче пурĕ миçе тĕрлĕ кайăк тĕл пулать-ши? Пĕлетĕр-и, эсир? Эпĕ интересленсе интернетра шыраса пăхрăм та 275 тĕрлĕ кайăк тĕл пулнине пĕлтĕм.


2. Кайăксене ушкăнлани. 

- Кайăксене эпир мĕнле ушкăнсене пайлатпăр-Халĕ вĕсене висĕ ушкăна пайлатпăр. Чăрăш çине хĕл каçакан кайăксене тата хĕл каçма вĕçсе килекеннисене, хурăн çине ăшă енчен вĕçсе килекеннисене.Тата херле кенекене кертнисене.

- Курака хăш йывăç çине лартатпăр?

….

- Халĕ вара хурăн çине тата чăрăш çине лартнă кайăксене пурте пĕрле ушкăнпа тепĕр хут калатпăр.


3. Кайăксен сассисем. 

-Мĕнле кайăксем юрă шăрантараççĕ-ши кунта? Итлесе пăхар-ха вĕсене.

-Ку курак сасси.

-Ачасем, кураксене халăхра « çуркунне йыхравçи» теççĕ. Вĕсем пирĕн пата чи малтан, пуш уйăхĕнче вĕçсе килеççĕ.

-Ку шăнкăрч сасси.

-Тепĕр кайăк сассине итлесе пăхатпăр. Мĕнле кайăк юрлать?

-Ку тăри сасси.

-Ака уйăхĕнче пирĕн тăрăха шăнкăрчсем, тăрисем вĕçсе килеççĕ.

-Çу уйăхĕнче вара мĕнле кайăксем вĕçсе килсе юрă шăрантарма пуçлаççĕ-ши? Итлесе пăхар-ха (шăпчăк, куккук, сар кайăк, чĕкеç).

-Ачасем, кайăксем çут çанталăкра, пирĕн пурнăçра мĕнле вырăн йышăнаççĕ-ши? Çак ыйтăва хурав пама пире калав пулăшĕ.


VI. Текстпа ĕçлесси.

1.Çĕнĕ сăмахсемпе ĕçлени.

- Халĕ эпир сирĕнпе текстпа ĕçлĕпĕр. Текста ăнланма, унпа çыхăннă ĕçсене пурнăçлама çĕнĕ сăмахсемпе паллашăпăр. Çак сăмахсене малтан эпĕ вулатăп, эсир тимлĕ пулăр, вĕсене астуса юлма тăрăшăр.

вĕлле- скворечник, йыхравçă – вестник, сыхлаççĕ - охраняют, пĕтереççĕ- истребляют, хурт-капшанкă- насекомое.

а) вĕрентекен – хор;

ă) пĕр ача чăвашла, тепри вырăсла вулани;

б) çĕнĕ сăмахсемпе предложени туптарни;


2. Текстпа ĕçлесси.

а) текста вĕрентекен вуланине итлени;

- Халĕ текстпа паллашăпăр. Тимлĕ пулăр, эпĕ вулатăп, эсир текста мĕнле ăнланнине вырăсла каласа пама хатĕрленĕр.

ă) пĕр ачана текста мĕнле ăнланнине вырăсла калаттарни;

б) текстра паян паллашнă çĕнĕ сăмахсем тата сăмах майлашăвĕсем пур предложенисене тупса вырăсла куçарттарни;

б ) ачасем çурма саспа хăйсем тĕллĕн вулани;

-Ачасем, халĕ текста хăвăр тĕллĕн çурма саспа вуласа тухăр, ыйтусем çине хуравлама хатĕрленĕр.

в) калав тăрăх ыйтусем çине хуравласа тĕрĕслени

- Халĕ çак калав тăрăх пĕр-пĕрне ыйтусем парăр та хуралăр.


г) мăшăрпа ĕçлени ( 2 мăшăра итлени);

- Халĕ çак ыйтусене пĕр-пĕрне парса туллин хуравлама хатĕрленĕр.

- Маттур ачасем, ку ĕçе те аван пурнăçларăр.

д) текста пĕтĕмĕшле чăвашла каласа пани (1 ача калавне итлени);

- Ачасем, эпир текстпа тĕрлĕ ĕçсем турăмăр. Халĕ ман шутпа, эсир çак текста чăвашла каласа пама пултаратăр пулĕ тесе шутлатăп.


3. Грамматика материалĕпе ĕçлени. (12-мĕш слайд)

- Халĕ текстра паллă тунă сăмахсемлĕ предложенисене тупăр. Глаголсем хăш вăхăтра-ши?

1. Хĕлле вара унта çерçисемпе кăсăясем те пурăнĕç.

2. Ыран вăрмана кайăпăр та йăвасене унта çакăпăр.

Будущее время употребляется тогда, когда говорящий не вполне уверен в том, что действие произойдёт.

VII. Кану саманчĕ (13-мĕш слайд)

- Ывăнни сисĕнме пуçларĕ, кăштах çан-çурăмсене хускатса илер.

Кайăксем вĕçеççĕ, вĕçеççĕ,

Унтан канма лараççĕ.

Каллех çĕкленеççĕ

Малалла вĕçеççĕ.

Шăппăн-шăппăн ларăпăр,

Малалла вĕренĕпĕр.

(Малтан ачасем ура çине тăраççĕ, унтан алăсемпе кайăксем вĕçнĕ пек тăваççĕ, лараççĕ. Çакăн хыççăн хăвăрттăн тăраççĕ те каллех аллисемпе вĕçнĕ пек тăваççĕ).

VIII. Çыру хăнăхăвĕсене аталантарни. (14-15-мĕш слайдсем)

- Çак предложенисенче тĕрĕс аффикс лартăр.

1. Çуркунне кайăксем кăнтăр… вĕçсе килеççĕ. - тан, -тен

2. Кайăк… йăва тăваççĕ. - а, -сем

3. Кайăксем сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтер… . - еççĕ, -аççĕ

4. Асаттепе шăллăм шăнкăрчсем валли йăва ту… . - рĕ, -рĕç

5. Пирĕн кайăксене пулăш … . - малла, -мелле

IX. Урока пĕтĕмлетни (16-мĕш слайд +гипессылка «Куç гимнастики».)

- Ачасем, паянхи урокра эпир сирĕнпе мĕнсем çинчен калаçрăмăр? (Ачасем хуравлаççĕ).

-Вĕсем пире мĕнле усă параççĕ? (Сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтереççĕ, хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтараççĕ, çум курăк вăррисене пуçтараççě).

-Вěçен кайăксен çут çанталăкри пěлтерěшě питě пысăк. Вěсем сиен кÿрекен хурт- кăпшанкăсене пěтереççě, çум курăк вăррисене пуçтараççě. Пěр шăнкăрч çемьи кăна чěпписене пăхса ÿстернě вăхăтра 8-10 пин таран сиенлě нăрăсене пěтерет. Çавăнпа та вĕсене упрăр, пулăшăр, кайăк çăмартисене ан тытăр, йăвисене ан тустарăр! Вара кайăксем пире яланах илемлĕ сассисемпе савăнтарĕç.

Апла пулсан пирĕн вĕсене юратмалла, упрамалла, пулăшмалла.

- Ачасем, айтăр-ха çак предложенине тепĕр хут ушкăнпа калатпăр.

- Халĕ вара çак предложенине вырăсла куçарăр.

- Птиц нам нужно любить, беречь, помогать.

X. Сăнавсем (гиперссылка)

- Ачасем, кайăксем тăрăх ватă çынсем çанталăк, тыр-пул, пахча çимĕç мĕнле пулассине пĕлсе тăнă? Хăш кайăк тăрăх пĕлме пултарнă-ха вĕсем? Хăшĕ-пĕрисемпе паллашар-ха.

  • Шăпчăк авăтма пуçларĕ – купăста лартмалла.

  • Çерçи ушкăнланнă – ыраш акмалла.

  • Путене нумай юрлать – тырă аван пулать.

  • Шăнкăрч хуп-хура килчĕ – хура тул пулать.

XI. Киле ĕç пани

  • «Кайăксем» ятлă кроссворд тăвăр.

  • Хăвăра килĕшекен кайăка ÿкерĕр.

XII. Рефлекси (18-мĕш слайд).

1. Сире паянхи урок килĕшрĕ-и?

- Эпĕ сире сарă çаврашкасем валеçсе панă. Эсир вĕсем çине халĕ смайликсем ÿкеретĕр. Енчен те урок сире килĕшрĕ пулсан савăнăçлă смайлик ÿкерĕр. Урок килĕшсех каймарĕ пулсан, ăнланман вырăнсем юлчĕç пулсан хурлăхлă смайлик ÿкерĕр. Халĕ хăвăр ÿкерчĕксене çĕклесе кăтартăр, тархасшăн.

XIII. Ачасен ĕçне хаклани.

- Паянхи урокра эсир тăрăшса ĕçлерĕр. Мана эсир урокра тăрăшса ĕçлени савăнтарчĕ. Ытларах … маттур ĕçлерĕç. Эпĕ сире урокра тăрăшуллă пулнишĕн, мана пулăшнишĕн тав тăватăп. Вĕренÿре ăнăçу сунатăп. Чăваш чĕлхине малашне те юратса вĕренессе шанатăп.

- Урока эпĕ çак сăвă йĕркипе вĕçлесшĕн:

Кайăк-кĕшĕк çухалсан

Пахча çимĕç нихăçан

Тулăх пулмĕ пĕтĕмпех

Хурт пултарĕ пĕтерме.

Ман чĕре çапла сĕнет:

Çав çунатлă туссене

Хамăра упранă пек упрар,

Тăрăшсах ак пулăшар!

XIV. Урока шăнкăравпа вĕçлени. (20-мĕш слайд).

- Сывă пулăр, ачасем!

- Сывă пулăр, Лидия Николаевна!

- Урок вĕçленчĕ, тухма пултаратăр.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 4 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Весен кайаксем.

Автор: Вишневская Лидия Николаевна

Дата: 18.02.2024

Номер свидетельства: 645871

Похожие файлы

object(ArrayObject)#851 (1) {
  ["storage":"ArrayObject":private] => array(6) {
    ["title"] => string(19) "Хел илеме. "
    ["seo_title"] => string(13) "khiel-iliemie"
    ["file_id"] => string(6) "153234"
    ["category_seo"] => string(16) "nachalniyeKlassi"
    ["subcategory_seo"] => string(5) "uroki"
    ["date"] => string(10) "1420984716"
  }
}


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства