kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока по чувашскому языку в 4 классе УМК "Школа России"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Конспект урока для учителей начальных классов, работающих в чувашской школе.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Конспект урока по чувашскому языку в 4 классе УМК "Школа России"»

Советскинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул












Чăваш чĕлхипе ирттернĕ

уçă урок конспекчĕ



4 класс

30.03.2010 çул






Авторĕ - Калашникова Надежда Константиновна









2010





































Чăваш чĕлхипе ирттернĕ уçă урок конспекчĕ

4 класс 30.03.2010 çул


Урок теми: Пуплев пайĕсем тăрăх çул çÿревре. Аса илсе пĕтĕмлетни.

Тĕллевĕсем:

-ачасене япала ячĕ, паллă ячĕ, хисеп ячĕ, местоимени, глагол çинчен вĕреннине аса илтересси.

- çак пуплев пайĕсем пирĕн чĕлхене илемлĕрех, пуянрах тунине ăнлантарасси.

- ачасен тавракурăмне аталантарасси, тăван тавралăха, хамăр пурăнакан вырăна юратма вĕрентесси.


Урока кирлĕ хатĕрсем: текст карточкисем, тупмалли юмахсем, компьютер, экран.


Урок йĕрки:

  1. Класа урока йĕркелесси: урок темипе тата тĕллевĕсемпе паллаштарасси.

Хĕвелпе пĕрле тăратпăр,

Кайăкпа пĕрле юрлатпăр,

Ыр кун пултăр! Савăнар!

Çапла туслă пурăнар!

(пĕр-пĕрне хирĕç çаврăнса йăл култăмăр, алăсене тытрăмăр).


  1. Урок теми тăрăх ĕçлесси.

Паян эпир сирĕнпе ачасем пуплев пайĕсем тăрăх çул çÿреве тухăпăр. Кашни пуплев пайĕ - ял шутланать. Акă эпир пĕрремĕш «яла» çитрĕмĕр. Анчах та яла кĕриччен тупмалли юмах тупсăмне тупар.

- Ани шурă, вăрлăхĕ хура (кĕнеке).

- Ку мĕнле пуплев пайĕ?

Мĕн ятлă ял? (япала ячĕ)

Мĕн-ха вăл япала ячĕ?


1. Кашни ялтах урамсем пур. Япала ячĕн те урамсем пур.

Япала ячĕ






Падежсем Нумайлă хисеп


Ачасем япала ячĕн падежĕсене тата ыйтăвĕсене, пĕрреллĕ тата нумайлă хисепре пулнине калаççĕ.

1 рет – юлташ, тантăшсем

2 рет – парта, вăрмансем

3 рет - кĕнеке, сĕтелсем

Çак сăмахсене падежсем тăрăх улăштарăр.


2. Халĕ малалла кайăпăр. Каллех тупмалли юмахăн тупсăмне пĕлмелле. Унсăрăн яла кĕрейместпĕр.

- Мĕнле «тĕслĕ» юхан шыв ячĕсене пĕлетĕр?

- Хура, Шурă, Хĕрлĕ, Сарă (тинĕссем).

Мĕнле пуплев пайĕ пулаççĕ? Апла пулсан ку ял «Паллă ячĕ» ятлă.

Мĕн-ха вăл паллă ячĕ?

Ку ялăн та урамсем пур.

Паллă ячĕ





Тĕп степень Танлаштаруллă степень Вăйлă степень



Ачасем тĕслĕхсем тупса çирĕплетеççĕ, пĕрер илемлĕ предложени çыраççĕ.


  1. Физкультминутка


  1. Тепĕр ял патне çитрĕмĕр. Тупмалли юмах тупсăмне тупăр.

- Эпир халĕ вĕренекен шкула хăш çулта хута янă? (1987)


Ку мĕнле пуплев пайĕ?

Мĕн вăл хисеп ячĕ?

Хисеп ячĕ хăйне уйрăм тăрсан мĕнле çырăнать? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

Хисеп ячĕ япала ячĕпе пĕрле тăрсан мĕнле çырăнать? Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕр.

Хисеп ячĕсене мĕнле çыраççĕ?

12 + 8 72 + 19 84 : 2


Ирпе тăват уран, кăнтăрла икĕ уран, каçпа виçĕ уран. Пин те тăхăр çĕрмĕш çулта Париж выставкинче çынсем тăват çĕр сакăр вунă çула çитнĕ чăваш юманне курса тĕлĕннĕ. Ильинкăра виç çĕр утмăлтан иртнĕ юман кашласа ларать.

(Ачасем çыраççĕ, хисеп ячĕсене тупаççĕ)


  1. Малалла кайăпăр. Яла кĕриччен каллех шухăшлама тивет.

- Алфавита аса илсе хисепсем вырăнне сас паллисене лартса сăмах тăвăпăр.

16 1 17 1

м а н а

Ку мĕнле пуплев пайĕ?

- Мĕн-ха вăл местоимени?

Местоимени




Сăпат местоименийĕсем

Пĕр. хисеп Нум. хисеп

1с. эпĕ, эп эпир

2с. эсĕ, эс эсир

3с. вăл вĕсем


- Ачасем, местоименисем падежсем тăрăх вĕçленеççĕ-и?


- «Эпĕ» местоимение падежсем тăрăх вĕçлĕпĕр.

Т.п. эпĕ (эп)

К.п. манăн (ман)

П.п. мана

В.п. манра

Т.п. манран

П.п. манпа

Ç.п. мансăр

П.п. маншăн

- Местоименисем кĕртсе виçĕ предложении çырăр.



VI. Физкультминутка



VII. Пирĕн тата тепĕр яла çитмелле. Каллех чăрмав. Пĕр пек сас паллисене чĕрсе пăрахса, сăмах тупăпăр.

Ч О Р У С В П О С А В Ы Т Р Е Ь Ы Е

(чупать)

Ку мĕнле пуплев пайĕ? (Глагол)

Апла пулсан эпир глагол ятлă яла çитрĕмĕр.

Мĕн-ха вăл глагол? Унăн та урамĕсем пур.


Глагол





Пурлă тата Глаголсен Глаголсен Глаголсен

çуклă форма вăхăчĕсем сăпачĕ хисепĕ


- Çуклă формăра мĕнле аффикссем? (м, ма, ме, мас, мес, маç, меç). Тĕслĕхсем тупса

парăр-ха?

- Глаголсем иртнĕ вăхăтра, хальхи вăхăтра тата пулас вăхăтра пулаççĕ. (Тĕслĕхсемпе

çирĕплетĕр). Вĕсем 1с, 2с, 3с пулаççĕ. Хисеп тăрăх та улшăнаççĕ. (пĕрреллĕ хисеп,

нумайлă хисеп). Тĕслĕхсемпе çирĕплетĕпĕр.


VIII. Акă пирĕн юлашки чарăну – Советски ялĕ.


- Советски ялĕ пирки мĕн калама пултаратăр-ха эсир?

Советски ялĕ пысăках мар. Унта 484 çын пурăнать. Советски ялĕнче те урамсем пур: Ленин урамĕ, Советски урамĕ, Çамрăксен урамĕ, Магницкий урамĕ. Пирĕн шкул Магницкий урамĕнче вырнаçнă. В. К. Магницкий паллă этнограф пулнă. В. К. Магницкие халалланă парк та пур. Эпир унта экскурсинче пулса курнăччĕ. Паркра унăн палăкĕ пур. Палăк умĕнче яланах таса, чечексем ÿсеççĕ. Магницкий урамĕнче больница, магазинсем пур. Ленин урамĕнче колхоз гаражĕ. Советски урамĕнче: çăкăр завочĕ, почта, «Рябинка» пĕрлешÿ пур, çăкăр заводĕнче тĕрлĕрен продукци туса кăлараççĕ: пылак шыв, кондитер изделийĕсем, макарон, пулă тĕтĕмлеççĕ, çăкăр-батон пĕçереççĕ. Çамрăксен урамĕ - çĕнĕ урам шутланать. Унта илемлĕ, капăр, икĕ хутлă çуртсем те пур. Советски ялĕ - илемлĕ ял. Эпир кунта шкула çÿретпĕр. Пире, аякри ялсенчен шкул автобусĕ турттарать. Шкулпа юнашар Çĕнтерÿ паркĕ пур. Унта палăк ларать. Палăк çине вăрçăра пуç хунă çынсен ячĕсене çырнă. Кашни çулах уяв умĕн шкул ачисем паркра тирпей-илем кĕртеççĕ. Уяв кунхине шкул ачисем вăрçă ветеранĕсене саламлаççĕ. Кăçал вăрçă пĕтнĕренпе 65 çул çитет.


Халĕ эпĕ сире текст валеçсе паратăп. Эсир икшерĕн ĕçлетĕр. Аса илнĕ пуплев пайĕсене тупса вĕсемпе ĕçлетĕр.



I ушкăн

Советски ялӗ пысăках мар. Унта 484 çын пурăнать.

Пирӗн шкул Магницкий урамӗнче вырнаçнă. Паллă этнографа В. К. Магницкие халалланă парк та пур. Эпир унта экскурсинче пулса курнăччӗ.


II ушкăн

Шкулпа юнашар Çӗнтерӳ паркӗ пур. Унта палăк ларать.

Кашни çулах уяв умӗн шкул ачисем парка тирпей-илем кӗртеççӗ. Уяв кунхине вӗсем вăрçă ветеранӗсене саламлаççӗ.

Кăçал вăрçă пӗтнӗренпе 65 çул çитет.



IX. Урок тăрăх пĕтĕмлетни.


Паян ачасем эсир пурте маттур ĕçлерĕр, ĕçсене хаклăпăр.











































Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 4 класс

Скачать
Конспект урока по чувашскому языку в 4 классе УМК "Школа России"

Автор: Калашникова Надежда Константиновна

Дата: 04.03.2017

Номер свидетельства: 397736


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства