I. Класа й?ркелени: Сывл?х сунат?п , ачасем. Пурте паян к?м?лл?, т?р?шса ?çлеме хат?р-и?
Ак çапла тÿр? ларатп?р,
Пуçсене çÿле ç?клетп?р.
Паян пурте ачасем
« Пилл?кпе» çеç в?ренер.
II.Ачасене к?с?клантарасии.
Паянхи урокра сире пит? к?с?к ?ç к?тет. П?лес килет-и сир?н м?н к?тет-ши сире? ?на п?лес тесен юмах итлеме с?нет?п.
?л?к- авал п?р асамл? ç?ршывра пур?нн? тет с?махсем. Ку ??ршыв т?л?нмелле пуян. Ун?н пуянл?х? ылт?н-к?м?лтен те хакл?рах. Ун?н арчисенче ч?ваш ч?лхин п?т?м с?мах?сем, чи авалхинчен пу?ласа тин ?уралнисем таранах, упрана???. Унта эпир й?к?реш с?махсемпе, т?шман с?махсемпе те т?л пул?п?р. ?ак ??р-шывра пур?накансем пир?н ч?лхен пуянл?хне тирпейл? упра???, ыттисене те, с?махсемпе тирпейл? ус? кура??? пулсан, хаваспах ус? курма ир?к пара???. Çак с?махсем хал? те çав хулара сав?нса пур?наçç? тет.
Лексик?ра с?мах м?не п?лтерет? Пурн?çри п?р- п?р япалана е пул?ма.
В?х?т иртн? май кив? самахсем ч?лхерен тухса ÿкеçç?, ç?ннисем к?рсе пыраçç?. Ч?лхери с?махсен шуч? м?н чухл? пулнине словарьсенчен п?лме пулать. М?н çинчен калаç?п?р-ши паянхи урокра? С?махсем çинчен.
Апла пулсан паянхи урок темине пал?ртма пултараятп?р-и эпир?
М?нле т?ллевсем ларт?п?р-ха хам?р ума? С?махсем нумай тата п?р п?лтер?шл? пулнине çир?плетесси. С?махсен п?лтер?шне ?нланма тата в?сене уй?рса илме в?ренмелле.
Ать?р- ха паянхи числона, класри ?çе çырар тата урок?н темине пал?ртар.
IV. Ç?н? тем?на ?нлантарни:
Ч?ваш ч?лхинче с?махсен йыш? пит? нумай тер?м?р. Çав с?махсен аталан?вне т?пчесе п?х?п?р. Эсир паян в?ренекенсем к?на мар , т?пчевç?сем те пулат?р. Камсем-ха в?сем –т?пчевç?сем? Т?пчев с?махран пулса кайн? ( ç?н? п?лÿ шырани)
1 слайд Т?пчевç?-исследователь- ç?н? п?лÿ шыракан çынна калаçç?.
Словарьте исследование с?маха çапла ?нлантарса пан?. Исследование - поиск новых знаний, процесс изучения чего- либо.
Енчен те с?мах?н п?лтер?шне ?нланмасан, ?çтан п?лме пулать-ши ?на? Словарьсенчен.
Хал? эпир сир?нпе эксперимент ирттер?п?р. Пир?н класра хитре те х?в?рт ÿкерекен ачасем пур-и? Пан? таса хут çине сир?н çырн? япалана ÿкерсе хумалла. (Хут çине й?п с?мах çырн??.)
Художниксем ?çлен? в?х?тра эпир тата ур?х с?махсене п?хса тух?п?р.
V.Малтанхи п?л?ве т?р?слесси.
?нер ик? в?ренекене киле ?ç пан?чч?. Шлепке с?мах çинчен предложенисем çырмалла.
1- в?ренекен вулать: Шлепке-пуçа т?х?нмалли хат?р. ?на ытларах çулла ш?р?хра т?х?наçç?.
Хал? художниксен ?çне п?хса тух?п?р. М?нш?н в?сен ÿкерч?к?сем п?р пек мар? Кашни ача х?й?н шух?шне калать.
VI. Урок темипе ?çлесси.
К?неке çинчи ÿкерч?ке п?х?р-ха. В?сем п?р- п?ринпе м?н енчен çыв?х? Çунат с?мах?н лексика п?лтер?ш? виçç? . Татах та пур-ши? Кай?к?н та çунач? пур. С?мса çунач?.
3 слайд ?керч?ксене с?н?р. Пан? т?сл?хсене вул?р та предложенисем х?ш ?керч?ксемпе кил?ш?лл? пулнине кал?р, ш?л с?мах?н п?лтер?ш?сем аталанса кайнин й?ркине ?нлантар?р:
Просмотр содержимого документа
«Конспект урока чувашского языка на тему: "П?р п?лтер?шл? тата нумай п?лтер?шл? с?махсем" »
Конспект урока чувашского языка в 5 классе по теме:
«Однозначные и многозначные слова»
Урок теми: Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшле сăмахсем
Пĕлÿ тĕллевĕсем:
1. Ачасене сăмахсем нумай тата пĕр пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарасси;
вĕсене уйăрса илме вĕрентесси; словарьсемпе ĕçлеме хăнăхтарасси;
2. Аталантару тĕллевĕсем: вĕренекенсене хăйсен шухăшĕсене калама хăнăхтарасси; логикăлла шухăшлавне аталантарасси; лексикине пуянлатасси;
3. Сапăрлăх тĕллевĕсем: йышпа туслă пурăнма, пĕр-пĕрне пулăшма вĕрентесси;
Урок тĕсĕ: çĕнĕ темăна ăнлантармалли урок
Урока кирлĕ хатĕрсем: проектор, ноутбук, доска, презентации,
Л.П.Сергеевăн Чаваш чĕлхи кĕнеки- 5 кл; чăвашла вырăсла словарьсем .
Урок юхăмĕ.
I. Класа йĕркелени: Сывлăх сунатăп , ачасем. Пурте паян кăмăллă, тăрăшса ĕçлеме хатĕр-и?
Ак çапла тÿрĕ ларатпăр,
Пуçсене çÿле çĕклетпĕр.
Паян пурте ачасем
« Пиллĕкпе» çеç вĕренер.
II.Ачасене кăсăклантарасии.
Паянхи урокра сире питĕ кăсăк ĕç кĕтет. Пĕлес килет-и сирĕн мĕн кĕтет-ши сире? Ăна пĕлес тесен юмах итлеме сĕнетĕп.
Ĕлĕк- авал пĕр асамлă çĕршывра пурăннă тет сăмахсем. Ку ҫӗршыв тӗлӗнмелле пуян. Унӑн пуянлӑхӗ ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах. Унӑн арчисенче чӑваш чӗлхин пӗтӗм сӑмахӗсем, чи авалхинчен пуҫласа тин ҫуралнисем таранах, упранаҫҫӗ. Унта эпир йӗкӗреш сӑмахсемпе, тӑшман сӑмахсемпе те тӗл пулӑпӑр. Ҫак ҫӗр-шывра пурӑнакансем пирӗн чӗлхен пуянлӑхне тирпейлӗ упраҫҫӗ, ыттисене те, сӑмахсемпе тирпейлӗ усӑ кураҫҫӗ пулсан, хаваспах усӑ курма ирӗк параҫҫӗ. Çак сӑмахсем халĕ те çав хулара савăнса пурăнаççĕ тет.
Лексикăра сăмах мĕне пĕлтерет? Пурнăçри пĕр- пĕр япалана е пулăма.
Вăхăт иртнĕ май кивĕ самахсем чĕлхерен тухса ÿкеççĕ, çĕннисем кĕрсе пыраççĕ. Чĕлхери сăмахсен шучĕ мĕн чухлĕ пулнине словарьсенчен пĕлме пулать. Мĕн çинчен калаçăпăр-ши паянхи урокра? Сăмахсем çинчен.
Апла пулсан паянхи урок темине палăртма пултараятпăр-и эпир?
Мĕнле тĕллевсем лартăпăр-ха хамăр ума? Сăмахсем нумай тата пĕр пĕлтерĕшлĕ пулнине çирĕплетесси. Сăмахсен пĕлтерĕшне ăнланма тата вĕсене уйăрса илме вĕренмелле.
Атьăр- ха паянхи числона, класри ĕçе çырар тата урокăн темине палăртар.
IV. Çĕнĕ темăна ăнлантарни:
Чăваш чĕлхинче сăмахсен йышĕ питĕ нумай терĕмĕр. Çав сăмахсен аталанăвне тĕпчесе пăхăпăр. Эсир паян вĕренекенсем кăна мар , тĕпчевçĕсем те пулатăр. Камсем-ха вĕсем –тĕпчевçĕсем? Тĕпчев сăмахран пулса кайнă ( çĕнĕ пĕлÿ шырани)
1 слайд Тĕпчевçĕ-исследователь- çĕнĕ пĕлÿ шыракан çынна калаççĕ.
Словарьте исследование сăмаха çапла ăнлантарса панă. Исследование - поиск новых знаний, процесс изучения чего- либо.
Енчен те сăмахăн пĕлтерĕшне ăнланмасан, ăçтан пĕлме пулать-ши ăна? Словарьсенчен.
Халĕ эпир сирĕнпе эксперимент ирттерĕпĕр. Пирĕн класра хитре те хăвăрт ÿкерекен ачасем пур-и? Панă таса хут çине сирĕн çырнă япалана ÿкерсе хумалла. (Хут çине йĕп сăмах çырн́ă.)
Художниксем ĕçленĕ вăхăтра эпир тата урăх сăмахсене пăхса тухăпăр.
V.Малтанхи пӗлӗве тӗрӗслесси.
Ĕнер икĕ вĕренекене киле ĕç панăччĕ. Шлепке сăмах çинчен предложенисем çырмалла.
1- вĕренекен вулать: Шлепке-пуçа тăхăнмалли хатĕр. Ăна ытларах çулла шăрăхра тăхăнаççĕ.
2- вĕренекен вулать: Шлепке- кăмпан çиелти пайĕ. Вăл тĕрлĕ тĕслĕ пулма пултарать: сарă, хăмăр, шурă, хĕрлĕ.
Ачасем, мĕншĕн сăмах пĕлтерĕшĕсем пĕр пек пулмарĕç? Мĕншĕн вĕсем икĕ тĕрлĕ япала çинчен çырса пачĕç? Кашни хăйĕн шухăшне калать.
Мĕншĕн тесен,çак сăмахсен лексика пĕлтерĕшĕ темиçе.
Халĕ художниксен ĕçне пăхса тухăпăр. Мĕншĕн вĕсен ÿкерчĕкĕсем пĕр пек мар? Кашни ача хăйĕн шухăшне калать.
VI. Урок темипе ӗçлесси.
Кĕнеке çинчи ÿкерчĕке пăхăр-ха. Вĕсем пĕр- пĕринпе мĕн енчен çывăх? Çунат сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ виççĕ . Татах та пур-ши? Кайăкăн та çуначĕ пур. Сăмса çуначĕ.
3 слайд Ӱкерчӗксене сǎнǎр. Панӑ тӗслӗхсене вулӑр та предложенисем хӑш ӱкерчӗксемпе килӗшӱллӗ пулнине калӑр, шăл сӑмахӑн пӗлтерӗшӗсем аталанса кайнин йӗркине ӑнлантарӑр:
1) Нинăн шăлĕсем тин çеç шăтса тухнă.
2) Атте кĕрепле шăлне çĕнĕрен лартрĕ.
3) Эпĕ икĕ шăл ыхра çирĕм.
4) Урапан пĕр шăлĕ çĕнĕ.
Шăл – сăмах миçе пĕлтерĕшлĕ? Мĕнле сăмахсене нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?
4 слайдçÿç- сăмах пĕр пĕлтерĕшлĕ.
Çак ÿкерчĕксене танлаштарса мĕнле пĕтĕмлетÿ тума пулать? Чăваш чĕлхинчи сăмахсене лексика тĕлĕшĕнчен миçе ушкăна уйăрма пулать? Мĕнле ушкăнсене?
- Мĕнле сăмахсене нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?
-Мĕнле сăмахсене пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ?
Ачасем хăйсен шухăшне калаççĕ.
Тĕрĕссине пĕлме пире мĕн пулăшать- ха? Кĕнеке.
Кĕнекери правилăна вуласси.
5 слайд
Куç- сăмах пĕлтерĕшлĕ.
1-мĕш ÿкерчĕкре- чÿречен уйрăм лаптăкне катартать.
2-мĕш - ÿкерчĕкре чечек ятне.
3-мĕш ÿкерчĕкре- анатоми терминĕ-çыннăн ÿт-пĕвĕн пайне
4-мĕш ÿкерчĕкре-çĕлемелли йĕпĕн çип тирмелли ункине.
6 слайд Астуса юлăр!
VII. Вĕреннине çирĕплетесси.
Мăшăрпа ĕслесси.
Ачасене сăмахсем çырнă карточкăсем парса тухнă.
Ĕç:Панă сăмахсене икĕ ушкăна уйăрса çырăр. Вариантпа: 1- мĕш вариант пĕр пĕлтерĕшлисене, 2- мĕш вариант нумай пĕлтерĕшлисене.