kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Контрольно-измерительные материалы по родному(чувашскому) языку для 3 класса

Нажмите, чтобы узнать подробности

В данной разработке имеется: контрольное списывание, изложения, диктанты.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Контрольно-измерительные материалы по родному(чувашскому) языку для 3 класса»

Контрольно-измерительные материалы по родному (чувашскому) языку

3 класс

Çырса илни

Туссем

Йăпăрт –йăпăртташлама виççĕн тухрĕç урама. Пĕчĕк мечĕк пур Лидăн, пукане пур Анюттӑн. Пĕр Лисук çеç кăмăлсăр: пуканесĕр, мечĕксĕр.

Мечĕкпе Лида çÿрет, тăпăл-тăпăл сиккелет. Анютта пуканине лартать хăй арки çине. Пĕр Лисук çеç кăмăлсăр: пуканесĕр, мечĕксĕр.

- Ман выляма вайӑ çук, - терĕ кӳренсе Лисук, - пĕрне-пĕри юрар-и, виççĕн пĕрле ташлар-и?

- Пирĕн пĕчĕк мечĕк пур, пукани те пит маттур, анчах кӗвĕ калама шăхлич илмен урама, - терӗҫ икӗ хĕр ача, Анюттапа леш Лида.

Пĕр сар кайӑк, пĕр куккук сассине парса Лисук кӗвĕ калать тутипе, хăйĕн икĕ тусӗпе ташша ярать сиккипе…

Диктант

Авăн уйăхĕ


Таврара авăн уйăхĕ хуçаланать. Кĕр пуçламăшĕ. Улăхсемпе çарансенче чечексем те йышлă мар. Чылайăшĕ вăрă çитĕнтернĕ. Ĕлĕк ку вăхăтра авăн çапма тытăннă. Паллах, авăн уйăхĕ тени те çав ĕçпе çыхăннă. Авăн уйăхĕнче вăрманта кăмпасем тухсах тăраççĕ. Илемлĕ те, тулăх та кĕрхи кунсем. Вĕсем халăха тĕрлĕ çимĕç парнелеççĕ.

Изложени

Пиччĕшĕпе шăллĕ

Упа паланĕ çинче икĕ çамрăк çерçи ларнă. Çанталăк шăрăх. Çерçисен ăшĕ хыпнă. Палан айĕнче пĕр катка шыв.

Пĕр çерçи хăюллăн катка хĕррине пырса ларнă. Шыв ĕçнĕ. Унтан каялла палан çине вĕçсе хăпарнă.

Тепĕр çерçийĕ катка патне вĕçсе анма хăюлăх çитереймен. Вара пĕрремĕшĕ каллех вĕçсе аннă та ĕçем пек тунă. Хальхинче ĕçес тесе ĕçмен вăл. Сăмсине шыва чиксе кăларнă та шăллĕ çине пăхнă. Шывĕ каялла юхнă.

- Хăрушлăх çук. Килех, ĕç,- тесе каланă ĕнтĕ.

Акă иккĕмĕш çерçи те катка хĕррине вĕçсе аннă. Васкасах шыв ĕçме пикеннĕ. Кайран иккĕшĕ те вĕçсе кайнă.





Изложени

Çăкăр

Çăкăра çапла пĕçереççĕ. Малтанах çăнăхран чуста хураççĕ. Чустана çĕпре хушаççĕ те хăпартма ăшă çĕре лартаççĕ. Хăпартса çитсен чустана вĕри кăмакана лартаççĕ.

Çĕпре çăкăрĕн тăван çĕр-шывĕ – авалхи Египет. Египтянсем Нил айлăмĕнче тулă çитĕнтернĕ. Тулăран çăнăх тунă. Ăна шывпа тата тăварпа хутăштарнă. Анчах та ку чустаран çĕпре çăкăрĕ пулман-ха.

Пĕррехинче пĕри чустана хĕвел питтинече манса хăварнă. Таврăнсан пăхать – чуста йÿçсе хăпарнă! Çавăнтанпа вара вĕри кăмакара çемçе, кăпăшка çăкăр пĕçерме пуçланă.

Авалтанах шурă çăкăр пуянсен çимĕçĕ шутланнă. Чухăнсем хура çăкăра ыраш, сĕлĕ, выçлăх çулĕсенче вара йывăç хуппи те хушнă.

Диктант

Туслăх

Çыншăн çын – тус, юлташ,тăван.

Халăхăмăр авалтанпах туслă пурăнма лайăх пĕлнĕ. Эпир – çак халаӑх ачисем, унăн ăшĕнчи тĕпренчĕксем. Ялан пĕрле эпир. Вĕтетеймĕ, палаймĕ пире никам та. Нихăçан та. Пирĕн туслăх тĕреклĕрех. Туслашас енĕпе эпир авалхи мăн асаттесенчен пач та юлмастпăр. Тен, ирттеретпĕр те пулĕ.

Диктант

Çерçисем

Сивĕ çилсем вĕрме тытăнчĕç. Юрлă-çумăрлă çанталăк пуçланчĕ. Шăп çак вăхăтра шăнкăрч вĕллине çерçисем йышăнчĕç. Шавлă кайăксем кунĕн-çĕрĕн картишĕнче чĕриклетеççĕ. Чăхсене панă апат юлашкисене пуçтараççĕ. Сивĕ хĕл кунĕсенче те хаваслăччĕ çерçисем. Çурт пур, апат пур.

Çуркунне çитрĕ. Кăнтăртан кайăксем ĕçсе килме пуçларĕç. Çерçисем хĕллехи хваттерне пăрахса кайма шутламаççĕ те.

Изложени

Ватă тилĕ

Макар мулкач шÿрпи пĕçерчӗ. Юлашки какайне сивĕнме тесе чÿрече янахĕ çине лартрĕ. Хăй çывăрма выртрĕ.

Çĕр варринче чÿрече çĕмĕрĕлнĕ сасăпа вăранса кайрĕ Макар. Çав вăхăтрах кастрюль урайне кĕмсĕртетсе ÿкрĕ. Макар тăчĕ. Чÿрече çĕмрĕк. Кастрюль урайнче выртать. Какай çук.

Тепррехинче чăланранах пĕр пысăк татăк çуллă какай çухалчĕ. Йĕр тăрăх кайса пăхрĕ Макар. Какая тупрĕ. Юр çинчех выртать. Темле чĕр чун лутăрканă ăна. Анчах çисе ярайман.

Тепрехинче каллех Макар çĕрле вăранса кайрĕ. Пÿрт тăррине такам чĕрнисемпе чăрмалать иккен. Макар пăшалĕпе тĕллерĕ те персе ячĕ. Çĕре тилĕ персе анчĕ.

Тилли ватăскер. Унăн пĕр шăлĕ те юлман. Çавăнпа та çÿллă какая çисе ярайман вăл.

Диктант

Кăмпа çумăрĕ

Чăн-чăн кăмпа çумăрĕ пĕр кĕвĕллĕн те лăпкăн çăвать. Курăксем йывăрланаççĕ. Çĕр кÿпчет. Йывăçсем хушшипе пăс çĕкленет. Çумăр çăвать, çăвать. Кăмпа ÿсет, ÿсет.

Кăмпасем кăмпаçăсене кĕтеççĕ. Вĕсем кĕттереççĕ, вăрмана пĕрин хыççăн тепри тулаççĕ. Пĕшкĕне-пĕшкĕне кăмпа татма пуçлаççĕ. Мăнтăр кăмпана чĕререн савăнса пуç таяççĕ.

Çырса илни

Ват асатте уявĕ

Ват асатте камне пĕлтĕр-и эсир? Ват асатте вӑл – асаттен ашшĕ. Пирĕн ват асатте, Михаил Петрович Юманов, кӑçал çĕр çул тултарчĕ. Çав ятпа ăна малтан хамăр кил-йыш саламларĕ: аттепе анне, асаттепе асанне, пиччепе аппа, шăллăмпа йăмăк. Эпĕ ват асаттене шĕшкĕ туя парнелерĕм.

Унтан уява ял пуçлахĕ Николай Иванович пычĕ. Вăл хайĕн сăмахĕнче ват асатте виçĕ вăрçăра паттăр çапăçни çинчен, ĕçре яланах хастар пулни çинчен каларĕ. Ăна çирĕп сывлăх сунчĕ.

Изложени

Чаплă утарçă

Çирĕм çул ĕнтĕ пирĕн асанне колхоз утарĕнче вĕлле хурчĕсене пăхса пурăнать. Таврари чаплă утарçă вăл.

Çуллахи пĕр ăшă кун эпир, Петĕр шăллăмпа иксĕмĕр, ун патне кайма шутларăмăр. Нумай та каймарăмăр, пирĕн куç умне Сăр вăрманĕ тухса тăчĕ. Акă утар. Вăрманта шавлă, тĕрлĕ кайăк сасси илтĕнет!

Асанне хирĕç тухса кĕтсе илчĕ. Вăл пире пĕр пĕчĕк пÿрте илсе кӗчĕ. Кунта сăмсана пыл шӑрши ҫапать. Асанне сĕтел çине чей чашăкĕпе пыл лартрĕ.

- Çисе пăхăр, ку сирĕн вали, - терĕ вăл.

Эпир асаннене пыл çитернĕшĕн тав турăмăр. Унтан ăна хуртсем пăхма пулăшрăмăр.





Диктант

Кăмпара

Карçинкка йăтса вăрмана утрăмăр. Пирĕн енче вăрман пысăк. Юманлăха кĕтĕмĕр. Шурă кăмпа ÿсекенччĕ ку вырăнта. Ку хутĕнче курăнмарĕç. Малалла кайрăмăр. Ăвăслăхран хутăш вăрмана кĕтĕмĕр. Тилĕ кăмпи самаях тупрăмăр.

Тавралăха тĕксĕм сăн çапрĕ. Хура пĕлĕтсем капланса килчĕç. Çил тухрĕ. Çанталăк пăсăлать пулĕ.


Изложени

Каюра

Хĕлле. Вĕçен кайăксенчен нумайăшĕ кăнтăрта. Чĕр чунсенчен ытларахăшĕ ăшă йăвисенче, канлĕ ыйхăра. Каюра çеç канăçсăр. Акă вăл сунара тухрĕ.

Шăвать те шăвать çĕр айĕнчи çулĕпе каюра. Кĕçех юрпа витĕннĕ йывăç çулçисем патне тухрĕ. Кунта шăнса хытнă хурт-кăпшанкă нумай. Каюра хăвăртах тăранчĕ. Унтан канма хăй шăтăкне васкарĕ.

Çак чĕр чуна апат сахал кирлĕ. Анчах та вăл выçă пĕр талăк та пурăнаймасть. Талăкра пилĕк-ултă хутчен сунара тухать.

Çуллахи пурнăçĕ каюран çăмăлтарах. Çулла вăл çĕнĕ çулсем чавса чăрманмасть. Çĕр ăманĕсем хăйсемех ун çулĕ çине тухса выртаççĕ. Анчах каюра хĕвеллĕ çанталăка пăхса савăнаймасть. Унăн пĕчĕк куçĕсем питĕ япăх кураççĕ.


Диктант

Сивĕ мучи

Ĕнтĕ каç пулчĕ. Сивĕ Мучине çакă çеç кирлĕ. Вăл ĕçе тытăнчĕ. Чи малтанах тавралăха çăра тĕтре карса илчĕ. Йывăç турачĕсем пасарса шуралчĕç. Унтан Мучи чÿречесем çине вĕрчĕ. Вĕсем шурă ÿкерчĕксемпе тĕрленсе хупланчĕç. Пĕчĕк шыв кÿлленчĕкĕсем чул пек хытса ларчĕç. Ваксем çутă пăрпа витĕнчĕç. Çулсем пăрлакланса якалчĕç.









Изложени

Алăсем

Çын аллисем тем те тума пултараççĕ. Çуртсем купалаççĕ, çĕр чакалаççĕ. Юхан шывсене пĕвелесе лартаççĕ… Алăсем кĕреçе, ручка, пăчкă, мăлатук тытаççĕ.

Этем аллисем çеçен хирсенче садсем ĕрчетеççĕ, уйăх çине ракета вĕçтерсе яраççĕ. Ăс-хакăлпа алăсем пĕр пулсан тем тума пулать.

Анчах та алăсем усал ĕçсем те тума пултараççĕ.Вĕсене ачаранпах ырă ĕçсене хăнăхтармалла. Мĕн пĕчĕкрен алăсем кăмăллă чĕрепе тата уçăмлă ăс-хакăлпа килĕшсе тăма вĕренччĕр.


Диктант

Ир тухакан кăпмасем

Ирхине хĕвел ăшăтса пăхрĕ те юра ирĕлтерчĕ. Çĕр пичĕ çинче шурă вителĕк вырăнне шÿрпе юха пуçларĕ. Вăрман хĕррисем тĕксĕмленчĕç. Ура айĕнчи йĕр путнă май кăпăкланса юлать.

Ун вырăнне кăтра кăмпасемпе тукмак кăмпасем шăтса тухрĕç.

Çĕр айĕнчен вĕсем лÿчĕркеннĕ хӑмăр çĕлĕклĕ пÿрнеске пек çĕкленчĕç. Пирĕн вармансенчи чи малтанхи кăмпасем.


Изложени

Çĕмĕрт

Çуркунне. Ытти йывăçсем хĕл ыйхинчен вăранаççĕ кăна. Çĕмĕрт вара симĕсленме пуçланă та. Ку йывăç чечекне чи малтан ларать.

Çĕмĕрт юхан шыв хĕрринчи вăрмансенче ÿсет. Ăна çырма-çатрахĕрринче те асăрхатăн. Çак йывăç çырли питĕ усăллă Çырлана вар виттипе аптракан çынна çитереççĕ. Унран вĕретнĕ шыва та ĕçтереççĕ.

Çĕмĕрт – чăвашăн юратнă йывăçĕ. Ăна мухтаса сăвăсем, юрăсем хываççĕ. Анчах та кашни çуркунне çĕмĕрт пысăк хур курать. Ырă шăршăллă, илемлĕ тесе унăн турачĕсене хуçаççĕ.


Диктант

Пысăк пуху

Кĕркунне. Каç пулса килет. Уйсем пушаннă. Унта-кунта улмурисем курăнаççĕ. Вăрман çÿмĕпе иртетĕп. Йывăçсем те ылтăн тумпа витĕннĕ. Кайăксем ушкăнăн-ушкăнăн вĕçеççĕ. Чунра тунсăх.

Хулана тĕттĕм пулсан çитрĕм. Пĕчĕк сад çумĕпе пыратăп. Курак хулăн сассипе краклатса илчĕ. Шав. Хулăн сасли вĕсене чарать. Кураксем пысăк пухăва пухăнна пулĕ.


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Прочее

Целевая аудитория: 3 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Контрольно-измерительные материалы по родному(чувашскому) языку для 3 класса

Автор: Мошкова Луиза Ивановна

Дата: 08.01.2024

Номер свидетельства: 643655


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства