kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Рабочая программа по чувашскому языку и литературе 2 класс ФГОС

Нажмите, чтобы узнать подробности

Чувашский язык и литература в школе ведется как родной язык. Рабочая программа составлена с учетом требований ФГОС и по положению о рабочих программах школы. Программа составлена на уровень обучения. Тематическое планирование на класс.  Уроки литературы и чувашского языка ведутся отдельно и по разным учебникам. 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Рабочая программа по чувашскому языку и литературе 2 класс ФГОС»




Рабочая программа по предмету


«Родной язык и литература»


2 класс


Составитель программы:

Чеканкина Роза Анатольевна,

учитель начальных классов











Рассмотрена и принята на

заседании педагогического совета

протокол № __

от «___» августа 2015 г.






1.Умĕн ăнлантарни


Рабочая программа по родному языку и литературе составлена на основе:

 - Федерального государственного образовательного стандарта начального общего образования (приказ Министерства образования и науки Российской Федерации от 06 октября 2009 г. № 373, зарегистрирован в Минюсте России 22 декабря 2009 г., регистрационный номер 17785);

- Приказа Минобрнауки России № 19707 от 04 февраля 2011 г. «О внесении изменений в ФГОС начального общего образования»; 

- Приказа Министерства образования и науки Республики Татарстан от 19.08.2015г. № 1054/15 «Об утверждении методических рекомендаций по проектированию содержания организационного раздела основной образовательной программы начального общего образования для общеобразовательных организаций Республики Татарстан».

- Основной образовательной программы начального общего образования МБОУ «Чувенорускинская средняя школа» Аксубаевского муниципального района РТ (утвержден приказом МБОУ «Чувенорускинская СШ» Аксубаевского муниципального района РТ от 01 сентября 2011г., № 95);

-Учебного плана Муниципального бюджетного общеобразовательного учреждения «Чувенорускинская основная общеобразовательная школа» Аксубаевского муниципального района РТ на 2015-2016 учебный год (приказ МБОУ «Чувенорускинская основная общеобразовательная школа» Аксубаевского муниципального района Республики Татарстан № 105 от 29. 08.2015г.).  

Чаваш челхипе тата литературипе хатерлене программа сак документсем синче никесленне:

- Чаваш Республикин веренту министерстви 2013-меш султа чаваш шкулен 1-4 классем валли хатерлене «Таван челхепе литература вулавен теслех программине» тепе хурса.

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса ӱстерес ĕçре пуçламăш шкул пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк.

Вĕрентӱ ăс-тăн пару никĕсĕ, унăн тĕп инструменчĕ – тăван чĕлхе. Тин çеç кĕнеке тытнă ачана ăнăçлă вĕрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйĕн тăван чĕлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чĕлхе – ӱсекен этеме çут тĕнчене кĕмелли алăкăн ылтăн çăраççийĕпе пĕрех.

Çак асамлă çăраççипе ача вĕренӱре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевĕпе шухăшлавне пур енлĕн аталантармалла. Кĕске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вĕренӱ кĕнекине вăл хăй тĕллĕн вулайтăр, вĕрентӱçĕ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвĕпе çыру мехелĕ çителĕклĕ пулччăр. Çакна тума шăпах ĕнтĕ тăван чĕлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вĕрентни пулăшать.

Тăван чĕлхе вĕрентесси виçĕ пайран тăрать:

1) вулама-çырма вĕрентесси;

2) вулавпа çыхăнуллăн пуплеве аталантарасси;

3) пуплеве пур енлĕ аталантарнă май чĕлхе пулăмĕсемпе ансат паллаштарасси, пуплеве тишкерме вĕрентесси.

Çак виçĕ пая пуплеве аталантарас тĕллев пĕрлештерсе тăрать. Çапла вара, тăван сăмахлăха вĕрентни кирлĕрен те кирлĕ ăслайсемпе хăнăхусене аталантарса çирĕплетессипе тӱррĕнех çыхăнмалла. Çав ăслайсемпе хăнăхусем шутĕнче – ăнланса вуласси тата тăнласси, çыхăнуллă калаçасси, çырасси. Çавăнпа пĕрлех ачасене чĕлхе ăслăлăхĕпе литература пĕлĕвĕн ансат ăнлавĕсемпе паллаштарнă май вĕсен харпăр хăйĕн тата юлташĕсен пуплевне сăнас, чĕлхе илемне туйса ăна тарăнрах пĕлес туртăмне амалантармалла. Пĕтĕм халăх усă куракан литература чĕлхин сасă тытăмĕпе, сăмах пуянлăхĕпе, морфологи тата синтаксис мелĕпе паллаштарнă хушăрах вĕсене вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене курма та вĕрентмелле.

Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:

- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене та ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

- ачасен таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;

- вĕрентӱ ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май паиалла; вĕренӱ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлӱпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла.

Программӑри вĕренӳ материалĕпе вĕрентӳ меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлӳсемпе ӑслайсем, кирлĕ хӑнӑхусем паччӑр тесен дидактикӑн тĕп принципĕсене асра тытса вĕренӳ ӑнланулӑхĕпе кӑсӑклӑхне, çыхӑнулӑхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнӑçласа пымалла.

2.Предмета хак пани

Пуҫламăш классенче ачан пуплевĕпе ăс-тăнĕ кашни урокрах аталанса пырать. Ҫак ĕҫре тăван чĕлхе урокĕсем уйрăмах паллă вырăн йышăнаҫҫĕ. Ачан пуплевĕпе ăс-хакăлне аталантарнипе пĕрлех тăван чĕлхе урокĕсем ăна пуҫласа хутла вĕрентеҫҫĕ. Вулама-ҫырма пĕлни вара – вĕренӳ никĕсĕ.

Ача пуплевĕнчи тĕп ĕç-хĕлсене (тăнлассине, калаçассине, вулассине, çырассине) аталантарса пынипе пĕрлех тăван чĕлхе вĕрентнĕ чух пуçламăш шкулта çакăн пек пысăк та пархатарлă тĕллевсене пурнăçламалла:

- вĕренекенсен çынлăх туйăмĕсене вăйлатмалла, пурнăçа юратма, ырра шанса тăма тата хăйсене те ырă кăмăллă, сăпайлă пулма хăнăхтармалла;

- ачасем таврари пурнăç, этемпе çут çанталăк çинчен мĕн пĕлнине анлăлатмалла;

- вĕсен çыхăнуллă тата сăнарлă шухăшлавĕпе ăсне, асăмлас хевтине аталантармалла;

- вĕрену ĕç-хĕлне лайăхрах хăнăхтарса, унăн ăслайĕсене «алла илме» май памалла; вĕренъ вăхăчĕпе перекетлĕ усă курма, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлессин ансатрах мелĕсене чухлама вĕрентмелле;

- тăрăшуллă та тимлĕ вĕренме, пĕлъпе пурнăç тĕслĕхĕсен çăл куçĕпе – кĕнекепе кăсăкланма хăнăхтармалла

Программăри вĕрену материалĕпе вĕренту меслечĕсем ачасене çирĕп пĕлусемпе ăслайсем, кирлĕ хăнăхусем паччăр тесен дидактикăн тĕп принципĕсене асра тытса вĕренъ ăнланулăхĕпе кăсăклăхне, çыхăнулăхĕпе тĕллевлĕхне ялан пурнăçласа пымалла.

3.Вĕрентÿ предмечĕн вĕрентÿ планĕнчи вырăнĕ

Çирĕплетнĕ вĕрентÿ планĕ пуçламăш шкулта чăваш чĕлхипе литература вулавне вĕрентме пуре 437 сехет уйарна. Весенчен 1 класс 66 сехет (эрнере 2 сехет,33 эрне), 2 класс 136 сехет. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 2 сехет эрнере (эрнере 4 сехет, 34 эрне), 3 класра эрнере 3 сехет уйăрнă. Пурӗ çулталăкра 3 класра 102 сехет палăртнă. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 1 сехет эрнере. 4 класс -136 сехет. Чаваш челхи валли 2 сехет, литература - 2 сехет эрнере (эрнере 4 сехет, 34 эрне).


4.Тăван чӗлхе вӗренту предмет тытăмӗн пахалăх ориентирӗсем

Çамрăк ăрăва ăс-тăн парса устерес ӗçре пуçламăш шкул пӗлтерӗшӗ калама çук пысăк.

Вӗренту ăс-тăн пару никӗсӗ, унăн тӗп инструменчӗ – тăван чӗлхе. Тин çеç кӗнеке тытнă ачана ăнăçлă вӗрентсе ăс-тăн парасси чи малтан вăл хăйӗн тăван чӗлхипе тухăçлă усă курма пултарнинчен килет. Тăван чӗлхе – усекен этеме çут тӗнчене кӗмелли алăкăн ылтăн çăраççийӗпе пӗрех.

Çак асамлă çăраççипе ача вӗренъре туллин усă курма пултартăр тесен унăн пуплевӗпе шухăшлавне пур енлӗн аталантармалла. Кӗске тапхăртах ăна çăмăллăн вулама, тăнласа ăнкарма, шухăша пуплевре уçăмлăн палăртма, çырма хăнăхтармалла: вӗрену кӗнекине вăл хăй вулайтăр, вӗрентуçӗ каласа панине лайăх ăнланма, асăмлама, асăнлама пултарайтăр, çавăн пекех унăн калаçу хăнăхăвӗпе çыру мехелӗ çителӗклӗ пулччăр. Çакна тума шăпах ӗнтӗ тăван чӗлхене 1-4 классенче ятарлă программăпа туллин вӗрентни пулăшать.


5.Кĕтекен результатсем

«Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕ» (ВУД) вулав

Ку термина пĕтĕмшле илсен вĕренÿ ăслай тесе ăнланмалла, урăхла каласан, ВУД вăл - субьект унăн социаллă опыта ăнланса тата хастаррăн ăса хывнă май хăй т\лл\нех аталанма пултарни. Вĕренекен харпăр хăй тĕллĕнех çĕнĕ пĕлÿсене ăнăçлă ăса хывма, ăслайсемпе компетентноçсене калăплама (çав вăхăтра вĕренÿ ăслайне те) пултарнин никĕсĕнче – универсаллă вĕренÿ действийĕсем. Çапла вара вĕренÿ ăслайне ăса хывасси вĕренекенĕн вĕренÿ ĕç-хĕлĕн мĕн-пур компоненчĕсене туллин ăса хывмаллине пĕлтерет. Ку компонентсем шутне çаксем кĕреççĕ: пĕлÿсем туянас (познавательные) тата вĕренÿ мотивĕсем, вĕренÿ тĕллевĕ, вĕренÿ задачи, вĕренÿ ĕçĕсемпе (учебные действия) операцийĕсем, ориентировка, материала урăхлатни (преобразование материала), тĕрĕслев тата хаклав. Вĕренес ăслай – ачасем предметлă пĕлÿсене ăса хывассин, ăслайсемпе компетенцисене калăплассин тухăçлăхне ÿстермелли тĕп факторсенчен пĕри.

Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕсен тĕп функцийĕсем: вĕренекенĕн харпăр хăй тĕллĕнех пĕлÿсем туянас, вĕренÿ тĕллевĕсене лартас, тивĕçлĕ хатĕрсем шыраса тупса вĕсемпе усă курас, ĕç-хĕл юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслес тата пахалас майсене тупма пулăшасси;

харкамлăха килĕшÿллĕн аталантармалли условисем туса парасси; пĕлÿсене ăнăçлăн ăса хывассин, ăслайсене, хăнăхусене тата компентноçсене калăпласа çивĕчлетессин тухăçлăхне ÿстересси;

Вĕренÿ ĕçĕсен универсаллăхĕ çакăнта курăнать. Вĕсем предмет шайĕнчен тухса метапредмет шайне хăпараççĕ; харкамлăхăн пĕтĕмĕшле культура, харкам, пĕлÿсем туянас тата тĕллĕнех аталанассине пĕрлĕхлĕн тарăнлатма май параççĕ; пĕлÿсем туянас юхăмăн пур шайĕсене те пĕр тĕвве çыхăнтарма май параççĕ; ача-пăчан вăл е ку ĕç-хĕлне йĕркелессин тата асăрхассин никĕсĕ пулса тăраççĕ.

Вĕренĕвĕн Универсаллă Действийĕн ушкăнĕсем

Пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕсемпе килĕшÿллĕн ВУД 4 ушкăнне уйăрма пулать: харкамлă (личностный), регулятивлă (саморегулятивлă та), пĕлÿсем туянас (познавательный) тата хутшăнуллă (коммуникативлă).

Харкамлă ВУДсем

Вĕренÿ ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарса, харкамлă ĕçсен виçĕ тĕсне уйăратпăр:

1. Професси тĕлĕшĕнчен харкам вырăнне шырани.

2. Пĕлтерĕшлĕх (вĕренÿ тĕллевĕпе сунăмĕ, е, урăхла каласан, вĕренÿ результачĕпе унăн кирлĕлĕхĕ хушшинчи çыхăнăва палăртни). Вĕренекенĕн хăйне çак ыйтăва памалла та ăна хуравлама пултармалла: «Мĕн тума тата мĕн тĕллевпе вĕренетĕп эпĕ?»

3. Кăмăл-сипетлĕх ориентацийĕ. Вĕренсе ăса хывакан содержание харкамлăх тата социаллă опыта кура мораль тĕлĕшĕнчен хаклани.

Регулятивлă ВУДсем

1. Мĕн пĕлнине тата мĕн пĕлменнине шута илсе вĕренÿ задачине палăртмалли тĕллеве лартни.

2. Ĕçсен йĕркин планне туни; вĕçĕнчи результата кура пайăр ĕçсен тĕллевĕсене палăртни.

3. Прогноз туни. Урăхла каласан, результата тата туянакан пĕлÿсен шайне малтанах курса тăни.

4. Ĕç майне тата унăн результатне малтанах палăртнă калăппа танлаштарса тĕрĕслени.

5. Коррекци - результата вĕренекен хăй, юлташĕсем тата учитель хаклавне кура плана тата ĕç майĕпе йĕркине улшăнусем кĕртни.

6. Хаклав – мĕне вĕреннине тата мĕне вĕренмеллине, вĕреннин шайĕпе пахалăхне вĕренекен хăй палăртни; ĕç результатне хаклани.

7. Саморегуляци – йывăрлăхсене çĕнтермелли майсене тупса палăртас пултарулăх.

Пĕлÿсем туянас ВУДсем

Кунта пĕтĕмĕшле вĕренÿ(1), паллăпа символ ĕçĕсене (2) логика вĕренÿ ĕçĕсене(3) тата ыйтăва лартса ăна татса панине(4) кĕртетпĕр. Вĕсене хăйсене çапларах вакласа яма пулать.

1. Пĕтĕмĕшле вĕренÿ универсаллă ĕçсем:

- пĕлÿсене туянас тĕллеве харпăр хăй тĕллĕнех уйăрса палăртни;

- пуçламăш шкулшăн шăл çемми ИКТ тата информацин ытти çăлкуçĕсемпе усă курса тивĕçлĕ информацие тупса уйăрни;

- пĕлÿсен тытăмне палăртни;

- сасăллă тата çыруллă пуплев ăслани;

- конкретлă условисенче задачăна шутламалли уйрăмах тухăçлă мелсемпе майсене суйласа илни;

- ĕç майĕсемпе условийĕсен рефлексийĕ, ĕç юхăмĕпе результачĕсене тĕрĕслени тата хаклани;

- вулав тĕллевне тата вулав тĕсне суйласа илме ăнланса вулани; тĕрлĕ жанрлă текстсене итлесе тивĕçлĕ информаци илни; тĕп тата иккĕмĕшле информацие палăртни; илемлĕ, ăслăх, публицистика тата официаллă ĕç стилĕсемлĕ текстсене ирĕклĕнех ăнланса йышăнни; массăллă информаци хатĕрĕсен чĕлхине ăнланса хак пани;

- проблемăна лартса калăплани, творчествăллă тата шыравлă проблемăсене татса панă чухне харкам тĕллĕнех ĕç алгоритмне туни.

2. Паллăпа символ ĕçĕсем:

- калăпсем туни – обьекта туйăм форминчен калăпа (уçлăхпа графика е паллăпа символ) куçарни;

- пĕтĕмĕшле законсене палăртас тĕллевпе калăпа юсаса урăхлатни.

3. Логика вĕренÿ ĕçĕсем:

- анализ - обьекта тĕп тата иккĕмĕшле паллисене кăтартас тĕллевпе сÿтсе пăрахни;

- синтез – пайсене пĕр çĕре пуçтарни, çав шутра сиксе юлнă пайсене хушни те;

- обьектсене танлаштармалли, ушкăнламалли критерисемпе никĕссене суйласа илни;

- ăнлав патне илсе çитерни, сăлтавпа тĕллев çыхăнăвĕсене кăтартни;

-рассужденисен логикăллă сăнчăрне йĕркелени, çирĕплетсе каланин тĕрĕслĕхне сÿтсе явни;

- доказательство;

- гипотезăсем кăларса тăратса вĕсене сăлтавлани.

4. Ыйтăва (проблемăна) лартса ăна татса пани:

- ыйтăва лартни;

- творчествăллă тата шыравлă ыйтусене татса памалли майсене харкам тĕллĕн туни.

Хутшăнуллă ВУДсем

1.Учительпе тата тантăшсемпе хутшăнса вĕренессине планлани – кашни хутшăнаканăн тĕллевĕпе функцийĕсене, хутшăну майĕсене палăртни.

2.Ыйтусем лартни – информацие шырас тата пуçтарас ĕĕе хастар хутшăнса хăюллăнах ыйтусем лартни.

3.Конфликтсене татса пани – проблемăна асăрхани, конфликта тепĕр майлă татса памалли майсене шырани тата пахалани, юрăхлă майпа усă курни.

4.Партнер хăтланчăкне (поведение) ертсе пыни – тĕрĕслени, тÿрлетни, унăн ĕçĕсене хаклани.

5.Харкам шухăшсемпе сунăмсене хутшăну задачисемпе условийĕсене кура туллин те тĕрĕс палăртни; монологла тата диалогла пуплев тунă чухне тăван чĕлхен грамматика нормисемпе тĕрĕс усă курни.


6.Программа тытаме

Çыхăнуллă пуплев. Пуплевĕн пурнăçри пĕлтерĕшĕ.

Текст. Ăна темăпа çыхăнман предложенисен пуххипе танлаштарасси. Текстра мĕн çинчен каланине (текст темине) палăртасси. Текста темиçе сыпăка (пая) уйăрасси. Пысăках мар текста, унăн пайĕсене ят парасси.

Ӳкерчĕксемпе ĕçлесси. Ӳкерчĕксем тăрăх ыйтусене хуравласси, предложенисем тăвасси. Вĕсене çырасси.

Изложении çинчен ăнлантарасси.

Ыйтусене ушкăнпа хуравланă, йывăр орфограммăсене асăрхаттарнă хыёёăн вĕрентъёĕ пулăшнипе 30-45 сăмахлă текст тăрăх изложени ёырасси.

Ачасен пурнăçĕпе çыхăннă темăсемпе (вăйă выляни, вăрмана экскурсие кайни, кама та пулин пулăшни, шкул çинчен) 4-5 предложенирен тăракан пĕчĕк калав тăвасси.

Пуплев этикечĕ. Сывлăх сунни. Сывлăх суннă чух усă куракан тараватлăх сăмахĕсемпе сăмах майлашăвĕсем. Паллашу сăмахĕсемпе предложенисем. Сăпайлăн тав тума пĕлесси. Сыв пуллашу сăмахĕсем.

Ĕç хучĕсем. Ансат пĕлтерÿ хайласси. Юлташ патне çыру çырасси.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усă курасси

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçă тата хупă сасăсем. Хытă тата çемçе сасăсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сăмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сăмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хăнăхтарасси (пуçламăш сас палли тăрăх).

Япалана пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен сăмахсем. Вĕсене мĕн тăвать? мĕн тăвĕ? мĕн турĕ? ыйтусем тăрăх тупасси.

Япалан тата унăн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сăмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту тăрăх тупасси.

Сăмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкăнласси. Хирĕçле _пĕлтерĕшлĕ сăмахсем (хура - шурă, пысăк - пĕчĕк, сарлака - ансăр, пылак - йÿçĕ). Ёывăх пĕлтерĕшлĕ сăмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайăх, илемлĕ - хитре, чипер.

Лексикăпа тематика ушкăнĕсем: а) тĕс ячĕсем (хĕрлĕ, сарă, шурă, хура, хăмăр, кăвак т.ыт.те; çÿрен, турă, хăла, ула, сарă-хăла (лаша çинчен); ă) çынна хаклакан сăмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тăрăшуллă, ĕёчен, кахал, наян, мăнтăр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйăрасси (маларах вĕреннине ёирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуемăй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асăнмасăр).

Тĕрлĕ калăплă (тытăмлă) предложенисем тума тата çырма хăнăхтарасси. Вĕсене (кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра, мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн?) ыйтури сăмахсемпе анлăлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕçне пăнчă, ыйту тата кăшкăру паллисем лартасси.

Орфографи. 1) Хытă уёă сасăллă сыпăк е сăмах вĕçĕнчи [л'], [н'], [т'] сасăсене л, н, т саспаллисем хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырса палăртасси.

2) Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси.

3) Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас паллипе палăртасси.

4) Сăмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куёарасси.

5)Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльăхсемпе чĕр чунсен уйрăм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк саспаллирен пуçласа çырасси.

6) Вырăс чĕлхинчен йышăннă хăш-пĕр сăмахсене вырăс чĕлхинчи пекех çырасси.

Пуплев ěçěн тěсěсем

Итлесси. ачасем вěрентекен хушăвěсемпе кěске пěлтерěвěсене тата юлташěсем каланисене итлесе ăнланасси.

Текст содержанине туллин ăнланса илмелли пěлўсене тата хăнăхусене аталантарасси.

Текстăн тěп содержанине ăса хывса ăнланмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.

Калаçасси. Çанталăк çинчен каласа парасси (халě мěнле çанталăк: ăшă е сивě, çумăр, юр çăвать е уяр, хěвел пăхать т. ыт. те), çулталăк вăхăчěсем (пěр-пěр вăхăтра çутçанталăкăн мěнле пулăмěсем палăраççě: çумăр, юр; ачасем çулталăкăн ку е вăл вăхăтěнче мěн-мěн тăваççě).

Пěр класра вěренекен ача çинчен каласа парасси: вăл миçере, унăн сăнě-пичě, тумтирě, вăл мěн тума юратать. Юратнă уяв (мěнле уяв вăл, хăçан килет, ăна мěнле паллă тăваççě), юратнă апат-çимěç.

Кěске калавсем хăйласси: çулла ăçта пулни, унта мěн курни çинчен, мěн-мěн ěçлени, сывлăха епле çирěплетни çинчен. Шкул çинчен, кружоксем çинчен, юратнă учительсем, вěренў, расписани çинчен (хăш-хăш кун мěнле предметсем пулаççě). Мěн тума юратни çинчен, килти юратнă чěр чун çинчен (мěн ятлă, миçере, кăмăлě, кěлетки мěнле, унăн тěсě, мěн-мěн çитеретěн ăна). Зоопаркра курнă пěр-пěр чěр чун çинчен.

Юлташа (пěр класра вěренекене) ăçта та пулин каймашкăн чěнме, сěннипе килěшме е хирěçлеме хăнăхасси. Юлташран ерçўллě вăхăтра мěн-мěн туни, мěн тума кăмăллани, ўссен кам пулма ěмěтленни çинчен ыйтса пěлесси. Çуллахи кану, юратнă уяв (ăна епле ирттерни) çинчен калаçасси. Пěр- пěрне, пěлěшсене, хурăнташ-тăвансене саламлама, ырă сунма, саламланине хуравлама хăнăхасси.

Вуланă текст тăрăх ыйтусем парасси, унăн содержанийěпе килěшўллěн калаçма хутшăнасси.

Сěннě йěрке тăрăх текст содержанине каласа парасси, ыйтуллă предложенисенчен, тěп сăмахсенчен тата çирěплетў пуплевěнчен тăракан план хатěрлесси.

Вуланине тата курни-илтнине сўтсе явмалли пěлўсемпе хăнăхусене аталантарасси.

Текст содержанине сăмахпа уçса парасси

Текста улăштармалли пěлўсемпе хăнăхтарусене йěркелесси.

Панă тěслěхсем тăрăх диалогсем йěркелесси.

Диалогсем тăрăх инсценировкăсем хатěрлесси.

Ўкерчěк тăрăх пурте пěрле, пěчěк ушкăнпа е уйрăмшарăн калав хатěрлесси.

Вуласси. Сасăпа вулас ăсталăха ўстересси. Ăсра вуламалли хăнăхăва аталантарасси.

Сăмах вěççěн ăса хывнă сăмахсене тата сăмах çаврăнăшěсене вуласа ăнланасси.

Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие суйласа илесси, кирлě май страница вěçěнчи асăрхаттарусемпе, словарьсемпе усă курасси.

Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуласси, вěсенчен кирлě информацие ăса илесси, унпа харпăр хăй пуплевěнче усă курасси, çавăн пекех, чěлхе материалне сăнаса, сăмахсене мěнле каланине тата çырнине, сăмах пулăвěн çыхăнăвěсене, сăмах улшăнăвěн сăлтавěсене палăртасси.

Вěренў тексчěсене ăсра е сасăпа вуланă май вěсен пěтěмěшле пěлтерěшне ăнланса илесси.

Темиçе палламан сăмахлă вěренў тексчěсене ăсра вуласси, вěсен содержанине туллин тěрěс ăнланса илесси, текста пěлтерěшлě пайсене уйăрасси.

Текстсене ят парасси.

Кирлě мар информацие сирсе хăварса, текстсене кěскетесси.

Текст содержанине ыйтусем тăрăх, планпа килěшўллěн, тěп сăмахсемпе пуплерěшсем тăрăх каласа парасси, çавна май глаголсен сăпат тата вăхăт формисене улăштарасси.

Тўрě пуплевлě текстсене вуласси.

Сăвăсене илемлěн вуласси, вěсене пăхмасăр калама вěренесси. Диалогсене кирлě интонаципе вуласси.

Чĕлхене ансат тишкересси, терминсемпе усӑ курасси.

Алфавит. Саспаллисен ячĕсем тата йĕрки. Уçӑ тата хупӑ сасӑсем. Хытӑ тата çемçе сасӑсем.

Пĕр-пĕр саспаллипе пуçланакан сӑмахсене словарьте шыраса тупма вĕрентесси. Сӑмахсене алфавит йĕркипе вырнаçтарма хӑнӑхтарасси (пуçламӑш саспалли тӑрах).

Япалана пĕлтерекен сӑмахсем. Вĕсене кам? тата мĕн? ыйтусем лартса тупасси.

Япала ĕçне пĕлтерекен сӑмахсем. Вĕсене мĕн тӑвать? мĕн тавĕ? мĕн турĕ? ыйтусем лартса тупасси.

Япалан тата унӑн ĕçĕн паллине пĕлтерекен сӑмахсем, вĕсене мĕнле? ыйту лартса тупасси.

Сӑмахсене вĕсен пĕлтерĕшĕсене кура ушкӑнлассн. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сӑмахсем (хура - шурӑ, пысӑк - пĕчĕк, сарлака - ансӑр, пылак - йӳçĕ). Çывах пĕлтерĕшлĕ сӑмахсем: васка - хыпалан, кил - пыр, усал - хаяр, аван - лайӑх - чипер; илемлĕ - хитре.

Лексикапа тематика ушкӑнĕсем: а) тĕс ячĕсем {хĕрлĕ, сарӑ, шурӑ, хура, хӑмар, кӑвак т.ыт.те; çӳрен, турӑ, хӑла, ула, сарӑ- хӑла (лаша çинчен);

б) çынна хаклакан сӑмахсем (чипер, илемлĕ, тирпейлĕ, тӑрӑшуллӑ, ĕçчен, кахал, наян, мӑнтӑр, начар т.ыт.те).

Предложени. Пуплеври предложенисене уйӑрасси (маларах вĕреннине çирĕплетесси). Предложенин тĕп (подлежащипе сказуе- мӑй) тата кĕçĕн членĕсем (ячĕсене асӑнмасӑр).

Предложенисем тума тата вĕсене çырма хӑнӑхтарасси. Предложенисене ыйтусем (кам? мĕн? камӑн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсӑр? мĕнсĕр? камшӑн? мĕншĕн?) лартса анлӑлатасси.

Пунктуаци. Предложени вĕçне пӑнчӑ, ыйту палли тата кӑшкару палли лартасси.

Орфографи.

1) Хытӑ уçӑ сасӑллӑ сыпӑк е сӑмах вĕçĕнчи [лʹ], [нʹ], [тʹ] сасасене л, н, т саспаллисем хыççӑн çемçелĕх палли (ь) çырса палӑртасси: выльӑх, кукӑль, супӑнь, макӑнь, халь, ахаль, макӑль, шукӑль; ларать, вылять, чупать, тӑрашать.

Уйӑракан çемçелĕх палли (ь) çырасси: мӑрье, кĕсье, тухья, Марье.

Варӑм хупӑ сасса икĕ пĕр пек саспаллипе палӑртасси:

ӑру-тӑванлӑх сӑмахĕсенче: атте, анне, асатте, шӑллӑм, аппа,

кукка, мӑн акка;

çулталӑк вӑхӑчĕсен ячĕсенче: çулла, хĕлле, кĕркунне, çуркунне;

хальхи вӑхӑтри нумайлӑ хисепри 3 сӑпатри глаголсен формисенче: вулаççĕ, вуламаççĕ, ĕçлеççĕ, ĕçлемеççĕ, выляççĕ, вылямаççĕ.

Сӑмаха пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси: ма-ши-на, вы-ля, япа-ла, пĕ-лĕт-сем.

Çын ячĕпе хушаматне тата ашшĕ ятне, выльӑхсемпе чĕр чунсен уйрӑм ячĕсене, хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысӑк саспаллирен пуçласа çырасси: Иванова Мария Васильевна, Ми­хайлов Иван Викторович, Мӑрмӑр, Кампур, Улайкка, Аньяр, Хураçка, Канаш, Шупашкар, Шурча, Çавал, Кĕçĕн Çавал, А тӑл, Сĕве.

Вырӑс чĕлхинчен йышӑннӑ хӑш-пĕр сӑмахсене вырӑс чĕлхинчи пекех çырасси: а) Миша, Наташа, Коля, Петя, Таня;

а) машина, трактор, комбайн, завод, фабрика, самолёт, ракета;

б)парта, учитель, директор; в) колхоз, ферма, сад, дыня, помидор; г) кухня, стакан, щётка.

Таса та илемлĕ çырасси

Çыру гигиени хӑнӑхӑвĕсене (тĕрĕс ларма, тетраде хума, ручкӑна тытма т.ыт.те пĕлнине) çирĕплетесси.

Пĕчĕк саспаллисене йывӑрлӑх енчен ушкӑнласа (5 ушкӑн) çырасси: 1) и, ш, г, п, т, й, н, р, у, ӳ; 2) л, м, ц, щ, ь, ы; 3) а, ӑ, ю, ф, д, б, я; 4) с, ç, е, ĕ, ё, ч, ъ, в; 5) э, х, ж, к.

Пысӑк саспаллисене йывӑрлах енчен ушкӑнласа (4 ушкӑн) Çырас­си: 1) Й, И, Ш, Ц, Щ, Ч, Ы, Д М, А, Ӑ; 2) О, С, X, Б, Е. Ĕ, Ё, Ц 3, Э, Я; 3) Ж, У, Ӳ, Н, К, Ю, Р, Д Ф; 4) Г, Д Т, Б, Д.

Таса та илемлĕ, тĕрĕс çырмалли сӑмахсем: алсиш, анне, аппа, асатте, атте, ӑмӑрт кайӑк, библиотека, больница, выльӑх, вырсарни кун, герой, дежурнӑй, ешчĕк, ёлка, журнал, йӑмак, кĕçнерни кун, кĕркунне, кĕсье, класс, класра, колхоз, коньки, комбайн, комбайнер, кукамай, кукаçи, кукка, лётчик, майка, мунча, пан улми, пичче, ракета, самолёт, çулла, çуркунне, тӑвайкки, тетрадь, трактор, тунти кун, тыр пул, улмуççи, учитель, учительница, ухĕ, физкультура, хĕлле, чӑх- чĕп, шӑллӑм, шӑмат кун, щётка, ытлари кун, эрне кун, юлан ут, юн кун, ялав.


7.Тематика плане чаваш челхи урокесен


№ п/п

Урок теми

Ачасемпе ĕçлесси


Вахат

План.

Факт.


Саса тата сас палли – 16 с.




1

Предложени. Сăмах.

(с. 3-4)

Предложенипе самах синчен 1-меш класра вереннине аса илесси. Сутсанталака, Таван сершыва юратма верентесси.



2

Сасă тата сас палли. (с.5-6)


Сасасемпе сас паллисем синчен аса илесси. Варманти чер-чунсене сыхлама упрама верентесси.



3

Сăмахсенче пысăкла сас палли çырасси.

(с. 7-9)

Самахсенче пысакла сас палли сырмалли синчен аса илесси. Хамар сершыври космонавтсем синчен каласу ирттересси.



4

Алфавит.

(с. 10-13)Илемле сыру.

Алфавит синчен аса илесси. Алфавит пурнасра мен тума кирлине анлантарасси.



5

Уçă сасăсемпе хупă сасăсем.

(с. 13-16)

Уса сасасемпе хупа сасасене аса илесси. Килти выльах-черлехсене юратмалли тата весене пахмалли синчен пелтересси.



6

Тереслев диктанче (1-мĕш кл. вĕреннине аса илни)

Сасасемпе сас паллисем синчен аса илесси. Вырас челхипе сыхану тытасси



7

«Терес сыратпар».

Хытă уçă сасăсемпе çемçе уçă сасăсем

Хыта уса сасасемпе семсе уса сасасене аса илесси. Тупмалли юмахсемпе еслесси, вайа ирттересси. Вырас челхипе сыхану тытасси



8

Хытă хупă сасăсемпе çемçе хупă сасăсем.

Хупа сасасене аса илесси. Пахча симессем синчен каласу ирттересси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси.



9

Хытă уçă сасăллă сăмахсенче çемçелĕх палли (ь) çырасси.(с. 27-29)

Хыта тата семсе уса сасасене аса илесси. Кил-суртра атте-аннене пулашмалли синчен каласу ирттересси.



10

Хытă уçă сасăллă сăмахра -ю-, -я- çырасси.(с. 30-31 )

Хыта тата семсе уса сасасене аса илесси. Кашни ачан дневникесене тирпейле тытмалли синчен каласу ирттересси.



11

Уйăракан çемçелĕх палли (ь) çырасси.

(с. 32-33)

Уйаракан семселех пали (ь) синчен аса илесси. Тетрадьсем синче илемле сырмалли синчен каласу ирттересси.



12


Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас палли çырса палăртни.(с. 33-36)

Варамман илтенекен хупа сасасем синчен аса илесси. Вырас челхинчи правиласене аса илесси. Пыл хурчесем синчен каласу ирттересси. Пирен тавралах, вырас челхи урокесемпе сыхану тытасси



13

Вăрăм хупă сасса икĕ пĕр пек сас палли çырса палăртни.




14

Вырăс чĕлхинчен

йышăннă хăш-пĕр сăмахсене çырасси.

(с. 39-42)

Янравла хупа сасалла самахсене аса илесси.

Вырас челхипе сыхану тытасси. Хамар таврари халахан самахлахепе паллаштарасси.



15

Орфографи словаре. Самах диктанче.

Орфографи словарепе еслесси.



16

«Сасă тата сас палли» темапа тереслев диктанче

Диктант «Шкул ачи» е «Хура керкунне» (Таван челхе урокесем)




Самах. Япала яче – 15 с.




17

«Терес сыратпар». Сăмах сыпăкĕ.

(с. 45-47)

Вырас челхинчи правиласене аса илесси. Вырас челхипе сыхану тытасси



18

Сăмахсене пĕр йĕркерен тепĕр йĕркене куçарасси.(с. 48-50)

Уса сасасем синчен аса илесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси.



19

Текст.

(с. 51-54)

Текст синчен мен вереннине аса илесси. Шыва кене чухнехи асархатарусемпе паллаштарасси. ОБЖ урокепе сыхану тытасси.



20


Кам? Мĕн? ыйтуллă сăмахсем.

(с. 55-64)

Чере тата черемар япаласем синчен аса илесси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Сывлахла пулма, ана упрама верентесси.



21

Кам? Мĕн? ыйтуллă сăмахсем.




22

Пер япалана пелтерекен сăмахсем.

(с. 63-66)

Вырас, тутар челхинче пер япалана пелтерекен самахсене танлаштарасси. Вырас челхипе тата тутар челхипе сыхану тытасси.



23

Япала нумаййине пĕлтерекен сăмахсем.

(с. 66-68)

Вырас, тутар челхинче нумай япалана пелтерекен самахсене танлаштарасси. Вырас челхипе тата тутар челхипе сыхану тытасси.



24

Çын ячĕсене, хушамачĕсене, ашшĕ ячĕсене пысăк сас паллинчен пуçласа сырасси.(с. 69-70)

1-меш класра вереннине аса илесси. Куршесемпе тусла пуранмалли синчен каласу ирттересси.



25

Выльăх –чĕрлĕх ячĕсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырасси.(с. 72-76)

Килти выльах-черлехсене аса илесси. «Печек юлташсемпе» тусла пуранмалли синчен каласу ирттересси. Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси



26

Сочинени «Печек тус».

Укерчеке санаса печек калав йеркелесси.



27


Хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырасси.

Хамар таврари ялсемпе хуласен ячесене аса илесси. Таван яла юратма, упрама верентесси. Курше ялсемпе тусла пуранма верентесси.



28

Хула, ял, урам, юхан шыв ячĕсене пысăк сас паллинчен пуçласа çырасси.

Хамар таврари ялсемпе хуласен ячесене аса илесси. Таван яла юратма, упрама верентесси. Курше ялсемпе тусла пуранма верентесси.



29

«Сăмах, япала ячĕ» темапа тереслев диктанче

Япала яче синчен аса илесси. Илемле сырмалли синчен каласасси.



30

Изложени «Ике качака таки»

Текста пайсем сине уйарма пелесси. Текста терес сырса пама веренесси.



31

«Терес сыратпар»Ианашсене турлетни. Самах.

Изложенинчи тата диктантри йанашсене тупса анализласси.




Глагол – 13 с.




32


Мĕн тăвать? Мĕн тăваççĕ? ыйтури глаголсем. (с. 85-86)

Есе пелтерекен самахсене аса илесси. Глаголсене уса курса сава сырма верентесси. Таван самах урокепе сыхану тытасси.



33

Глаголсенче (ь) палли çырасси.

(с. 87-89)

(ь)-палли синчен аса илесси. Есчен пулма верентесси. Кил-суртра атте-аннене пулашмалли синчен каласу ирттересси.



34

Мĕн таваççĕ? ыйтури глаголсем.

(с. 90-94)

Вырас челхинчи глаголсем синчен аса илесси. Вырас челхипе сыхану тытасси.Уроксене вахатла хатерлемелли синчен каласу ирттересси.



35



Мĕн турĕ? Мĕн турĕç? ыйтури глаголсем.

(с. 95-100 )

Иртне вахатри, перрелле хисепри глаголсем синчен вереннине аса илесси. Пурнасра чеелех те кирле пулни синчен каласу ирттересси. Амартура пултарулла пулма верентесси. Физкультура урокепе сыхану тытасси.




36

Мĕн турĕ? Мĕн турĕç? ыйтури глаголсем.

Пурнасра чеелех те кирле пулни синчен каласу ирттересси. Амартура пултарулла пулма верентесси. Физкультура урокепе сыхану тытасси.



37

Мен тавать? Мен туре? Ыйтури глаголсем.

Хальхи вахатри глаголсен ыйтавесене аса илесси. Иртне вахатри, перрелле хисепри глаголсем синчен вереннине аса илесси



38

Сочинени «Манан юлташ»

Глаголан ыйтавесене аса илесси. Кун йеркипе паллаштарасси, пурнасра сиреп чунла пулма верентесси



39

Йанашсене турлтни. Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

Есе пелтерекен самахсене аса илесси. Глаголсене уса курса сава сырма верентесси. Таван самах урокепе сыхану тытасси.



40

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ глаголсем.

(с. 103-106)

Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси. Глаголсене уса курса сава сырма верентесси.



41


Пĕрешкел е çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем.(с. 107-111)

Пирен тавралах урокепе сыхану тытасси.



42

Пĕрешкел е çывăх пĕлтерĕшлĕ глаголсем

Есе пелтерекен самахсене аса илесси. Глаголсене уса курса сава сырма верентесси. Таван самах урокепе сыхану тытасси.



43

Изложени «Шура кавакарчан»

Текста терес сырса парасси.



44

«Глагол» темапа тереслев диктанче

Диктант сырасси, тереслесси, йынашсене тупасси.




Палла яче – 10 с.




45

«Терес сыратпар»

Япала паллине пĕлтерекен сăмахсене мĕнле? ыйту лартса тупасси.(с.117-122)

Тереслев есенче туна йанашсене тупса анализласси. Япаласен паллисене санласси, ыйтавесене ответлесси. Менле? Ыйтури самахсем синчен вереннине аса илсе сиреплетесси.



46

Япала паллине пĕлтерекен сăмахсене мĕнле? ыйту лартса тупасси

Менле? Ыйтури самахсем синчен вереннине аса илсе сиреплетесси.



47

Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем. (с. 122-127)

Палласем тарах япалине тупасси.



48

Тĕсе пĕлтерекен сăмахсем.

Палласем тарах япалине тупасси.



49

Çынна сăнлакан сăмахсем. (с. 127-128)

Ханахтарусем пурнасласси. Пуплеве аталантарасси.



50

Тв. есе. Сыру сырасси.

Сыру сырма веренесси



51

Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ паллă ячĕсем (антонимсем).(с. 133-135)

Самахсенчен предложенисем тавасси. Вереннине сиреплетесси.



52

Пĕрешкел пĕлтерĕшл паллă ячĕсем (синонимсем). (с. 135-139)

Сене материалпа еслени. Вереннине аса илсе сиреплетни.



53

«Паллă ячĕ». Вереннине сиреплетни.

Текстра палла ячесене терес тупасси



54

«Палла яче» темапа тереслев диктанче

Диктант сырасси. Палла ячесене тупасси.




Предложени -7 с.




55

Пуплеве предложенисем çине уйăрасси.

(с. 140-143)

Текстри предложенисене уйарма веренни, весне панча, ыйту тата кашкару палли лартмаллине аса илесси.



56


Предложенин тĕп членĕсемпе кĕсĕн членĕсем. (с. 144-149)

Пуплеврен предложенисене уйарса илесси, теп членесене тупма ханахасси.




57

Предложенин тĕп членĕсемпе кĕсĕн членĕсем. (с. 144-149)

Пуплеврен предложенисене уйарса илесси, теп членесене тупма ханахасси.



58

Предложени членĕсем хушшинчи çыхăну.

Теп членсене аялтан йерсем туртса пала туни, весен ыйтавне каласа пани.




59

Предложени членĕсем хушшинчи çыхăну.(с. 149-154)

Теп членсене аялтан йерсем туртса пала туни, весен ыйтавне каласа пани.



60

Калуллă, ыйтуллă предложенисем. (с.155-156)

Доска синче сырна текстра предложенисене уйарни, ана чарану паллисем лартса сырса илни.



61

Кăшкăруллă предложенисем.


Предложени весенче кашкару палли лартасси. Кашкарулла предложенисене интонаципе терес вуласси.




Вереннине аса илни -7 с.




62

Сасăсемпе сас паллисем, алфавит çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси.(с. 163-165)

Алфавит синчен вереннине аса илсе петемлетесси.



63



Япала ячĕ, глагол тата паллă

ячĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси (с. 165-173).

Хайсем теллен еслени. Самахсене, кирле пек улаштарса, предложени тытамне кертни, пуплев пайесене палартни.



64

Япала ячĕ, глагол тата паллă

ячĕ çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси

Хайсем теллен еслени. Самахсене, кирле пек улаштарса, предложени тытамне кертни, пуплев пайесене палартни.



65

Предложени çинчен вĕреннине аса илсе пĕтĕмлетесси (с. 174-180)

Выранесене улаштарса пана предложенисене йеркелесе, калав сырни, ана ят пани.



66

Тереслев есе.

Терес те илемле сырса илесси.

Текста илемле те терес сырма пелесси.



67

Петемешле тереслев диктанче

Диктант текстне илемле те терес сырма пелесси.



68

«Терес сыратпар»

2-мĕш класра вĕреннине петемлетни

Вереннине аса илсе сиреплетесси




Тематика плане литература вулав урокесен


п\п

Урок теми


Ачасен ĕçесем


Вăхăт

план

факт


Шкула. Таван серщыв – 6 с




1

А. Алка «Чи савăнăçлă кун», «Хутла вĕренме тытăнакана» (с. 3-7)

— тěрěс, ăнланса, пěр тикěссěн, самахсене вакламасăр вуласси;

— вуланă чух шухăша пăсмасăр, тěрěс чарăнусем туса сывлăш çавăрса ярасси;



2

И.Шухши «Чернил» (с. 8-10)



3

П. Хусанкай «Савнă çĕр чăваш Çĕршывĕ»,

М. Юхма. «Чăваш çĕршывĕ» (с. 10-13)

— текстра паллакан тата палламан сăмахсене уйăрасси;

— хутсăр предложении пур тěсěсене те тěрěс интонаципе вуласси;



4

П.Хусанкай «Çĕршывăмăр пуçламăшĕ» , «Ялав» (с. 14-17)

— текст ятне ăнлантарасси;

— пěлтерěшě тата шухăша кура текста хăвăрт е хуллен, сасса хăпартса е хăпартмасăр вуласси



5

С. Тăваньялсем «Тăван чĕлхене ан манăр»,

Л. Мартьянова «Чăвашла» (с. 18-21)



6

А. Трофимов « Асатте- асаннесен çырулǎхĕ», П.Хусанкай «Эпир пулнă , пур, пулатпар!» (с. 21-23)

— пěлтерěшě тата шухăша кура текста хăвăрт е хуллен, сасса хăпартса е хăпартмасăр вуласси




Керкунне – 6 с




7

П.Эйзин «Сывă пул çу кунĕ», В.Ямаш « Кĕр ирĕ». (71-73)

Çывǎх пĕлтерĕшлĕ сǎмахсене

тупма вĕренесси,

— палăртулăх хатěрěсене курма, вěсемпе усă курма хăнăхасси.



8

М. Трубина «Кĕр çитрĕ»,

Н. Сладков «Ылтăн çумăр».(74-77)

— сăмахăн тÿрě тата куçăмлă пěлтерěшěсене палăртасси.




9

Н. Теветкел « Симĕс хуралçă», Г. Харлампьев« Эсир пакша курнă-и?»

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси;



10

С. Сарпай «Хура керкунне», В Аптраман «Керкунне» (с. 81-83)

— текст ятне ăнлантарасси;

— учитель ертсе пынипе текста, ěçсен йěркине кура, пěлтерěшлě пайсене уйăрасси, вěсене ят парасси (план тăвасси);



11

М.Илпек «Тăрнасем». (с. 84-85)

— пулăма, сăнарсене сăнлама сăмахсен ретěнчен вырăнлăраххисене, витěмлěреххисене суйласа илесси;



12

К.Иванов «Кĕркунне», С.Аксаков « Хĕл ларас умĕн» (с.86-88)

Кĕнекен тĕп пайĕсене, вĕсен ячĕсене (хуплашка, страницăсем, тупмалли) пĕлесси.




Халах самахлахе – 6 с




13

Тупмалли юмахсем. Пулмасла халапсем (с. 25-27)

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси;

— илемлě литература хайлавěсемпе фольклор хайлавěсене, вěсен жанрěсене уйăрма вěренсе пырасси;

— пулăма, сăнарсене сăнлама сăмахсен ретěнчен вырăнлăраххисене, витěмлěреххисене суйласа илесси;



14

Пуплешÿ сǎввисем.

К. Чуковский «Саванас» (с. 28-30)



15

Сурхури юрри, Саварни юрри (с. 31-33)



16

Хумма Çеменĕ «Çăварни чупни»



17

Н. Ыдарай «Чĕрĕп». Вǎйǎсем (с. 37-39)

— сăмахăн тÿрě тата куçăмлă

пěлтерěшěсене палăртасси, челхе туйăмне çивěчлетесси;



18

«Улапсем», «Асамат кĕперĕ» Юмах.




Юмахсем – 8 с




19

«Кинеми, мǎнукĕ тата чǎпар чǎх» Юмах.

— сăмахăн тÿрě тата куçăрамлă пěлтерěшěсене палăртасси,

-челхе туйăмне çивěчлетесси;



20

«Çǎткǎн упа çурисем» Юмах. (с. 45-48)

— нумай пěлтерěшлě сăмахсен пěлтерěшěсене ăнкарма, сăмах пулăвне чухлама хăнăхасси.

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси,

— ачасен кăмăл-туйăмне хускатассипе, аталантарассине, ăс-тăнне çивěчлетессине пěрлех



21

Н. Иванов «Шиклĕ шǎши» (с. 49-53)

— вěсенчен вулавçă тăвас тěллеве пурнăçа кěртсе пырассипе тачă çыхăнса пырать. Çапла вара çак самантсене те шута илме тивет:

— хайлав тытăмне ăнланасси (композици, сюжет),

— сăнарсен ěçěсемпе хăтланăвěсене сăлтавласси:



22

«Çилпе хĕвел». Тетте- юмах» (с. 54-56)



23

«Сарă аист» китай халăх юмахĕ.(с.56-59)



24

«Ухмах Иван» юмах.(с. 60-64)

— вěсенчен вулавçă тăвас тěллеве пурнăçа кěртсе пырассипе тачă çыхăнса пырать. Çапла вара çак самантсене те шута илме тивет:

— хайлав тытăмне ăнланасси (композици, сюжет),

— сăнарсен ěçěсемпе хăтланăвěсене сăлтавласси:



25

Н.Карай «Çырлана кайсан».(с. 65-66)

Ю. Ярмыш «Кÿлĕ»



26

А. Толстой «Пуртă». Петемешле урок «Юмахсем»

— юмаха, калава, сăвва пěр-пěринчен уйăрса илесси.





Эпир-тусла та хавасла ачасем- 6 с




27

П.Хусанкай «Шкул ачи», С.Иванов «Сапăрлăх синчен» (с. 89-91)

— сăнарсен ěçěсемпе хăтланăвěсене сăлтавласси:




28

А. Ковыль «Чарсăр автансем, В.Осеева «Алюшпа Кетерук». (с.92-95)

— хайлаври сăнлăх тата сăнарлăх;



29

К. Чуковский «Лапарчак», «Сылтам алапа сулахай ала» юптару (с. 96-98)

— палăртулăх хатěрěсене курма, вěсемпе усă курма хăнăхасси.



30

Н. Симунов «Пулара», О.Савандеева «Микула пичче кучченесе» (с. 99-106)

— палăртулăх хатěрěсене курма, вěсемпе усă курма хăнăхасси.



31

А. Барто «Ват епле вал пулашать», Е. Афанасьев

«Кенттипе Миша» (с. 107-109)

— пěлтерěшě тата шухăша кура текста хăвăрт е хуллен, сасса хăпартса е хăпартмасăр вуласси.



32

И. Малкай «Çÿпçе», . В. Осеева «Кавак сулсасем» (с. 110-115)

— учитель ертсе пынипе текста, ěçсен йěркине кура, пěлтерěшлě пайсене уйăрасси, вěсене ят парасси (план тăвасси);




Ес телей те саванас курет- 6 с




33

И.Яковлев «Эпĕ сехет çĕмĕрни» (с. 115-116)

— харкам шухăша текстри тěслěхпе çирěплетесси;




34

Н. Иванов «Мухтанчак çерси» (с. 117-119)

— ансат план тăрăх хайлава асăмласа каласа парасси;



35

И.Шухши «Куршанак çыпăçрĕ», В.Тимаков «Пыл хурчĕ» (с. 120-121)

— учитель пулăшнипе хайлавăн тěп шухăшне палăртасси;

Пуплеве аталантарасси:

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси;



36

И.Яковлев «Кулачă», К.Иванов «Есчен Нарспи» (с. 122-124)

— вуланă чух шухăша пăсмасăр, тěрěс чарăнусем туса сывлăш çавăрса ярасси;

— текстра паллакан тата палламан сăмахсене уйăрасси;




37

Н. Иванов «Пахча хуралси» (с. 125-129)



38

А.Ковыль «Кĕтÿс» П.Яккусен«Катка Араслане» (130-132)





Хел – 6 с




39

А. Алка «Юр çунǎ», Н. Шелепи «Юр» (с. 133-135)

— сăмахăн тÿрě тата куçăмлă нěлтерěшěсене палăртасси.

— чěлхе туйăмне çивěчлетесси;



40

А.Алка «Çĕнĕ çул юрри», Н. Матвеев «Раштав уйахе» (с. 136-139)

— нумай пěлтерěшлě сăмахсен пěлтерěшěсене ăнкарма, сăмах пулăвне чухлама хăнăхасси



41

А. Пушкин «Хĕллехи каç», Хумма Çеменĕ «Хĕллехи вăрман» (с. 140-142)

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси ,

— ачасен кăмăл-туйăмне хускатассипе, аталантарассине, ăс-тăнне çивěчлетессине



42

Г. Луч «Кукăр сăмса» (с.142-144)

— илемлě литература хайлавěсемпе фольклор хайлавěсене, вěсен жанрěсене уйăрма вěренсе пырасси;

— хайлав тытăмне ăнланасси (композици, сюжет),



43

Н. Сладков «Хĕл каçни» (с. 145-148)



44

В. Эктел «Юр пике» (с. 148-149)




Таван кил-йышра – 3 с




45

В. Д-Анатри «Юратнă анне», Б. Данилов «Хăш вăхăтра çывăрать-ши анне?» (с. 150-152)

— текст ятне ăнлантарасси;




46

В. Сухомлинский « Ан кÿренсем, атте» (с. 153-154)

— пулăма, сăнарсене сăнлама сăмахсен ретěнчен вырăнлăраххисене, витěмлěреххисене суйласа илесси;

— сăмахăн тÿрě тата куçăмлă нěлтерěшěсене палăртасси.



47

В. Сухомлинский «Амăшĕ мĕншен макăрнă?» (с. 154-155)




Суркунне – 5 с




48

Калина Малина «Тумла», Н. Матвеев «Пуш уйăхĕнче» (с. 156-168)

— чěлхе туйăмне çивěчлетесси;

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси



49

Çуркунне çитрĕ.

К. Иванов « Çуркунне çитсен»(с. 159-161)

— илемлě литература хайлавěсемпе фольклор хайлавěсене, вěсен жанрěсене уйăрма вěренсе пырасси;



50

Н. Шелепи «Пар каять», Н.Сладков «Упа йенни» (с. 162-164)

— палăртулăх хатěрěсене курма, вěсемпе усă курма хăнăхасси.




51

А. Николаев «Сурхи саса», М. Козлов «Сур сескисем» (с 165-167)

— хайлаври сăнлăха тата сăнарлăха тупасси; Илемлě хайлава вуласа ăнланасси



52

Н. Мартынов «Суркунне», А.Игнатьев «Пĕрремĕш аслати» (с. 166-168)

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси




Черчунсем –пирен туссем – 8 с




53

М. Пришвин «Тискер кайаксем», М. Волкова «Пăши пăрушĕ» (с. 170-172)

— пулăма, сăнарсене сăнлама сăмахсен ретěнчен вырăнлăраххисене, витěмлěреххисене суйласа илесси;



54

Г. Луч «Ай, пакша!» Хв.Уяр «Пурăш»

— хайлав тытăмне ăнланасси (композици, сюжет),




55

А. Хум «Кăткăсем» , Р.Сарпи «Улай»

— сăнарсен ěçěсемпе

хăтланăвěсене сăлтавласси:



56

Г. Луч «Чĕкеçсем мĕншĕн сивĕннĕ?»

Пуплеве аталантарасси:

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси;



57

Г. Харлапьев «Юрă ăстисем», М Стельмах «Текерлĕк» (с . 180-182)

— сăмахăн тÿрě тата куçăмлă пěлтерěшěсене палăртасси.

— чěлхе туйăмне çивěчлетесси;

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси



58

М.Пришвин «Çăмăлттай», К. Чуковский «Чăх чĕппи» (с. 183-186)

Пуплеве аталантарасси:

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси;



59

Н. Эревет «Сар автан»,

В. Сухомлинский «Мăр-мăр кушак мĕнрен тĕлĕнне»

— юмаха, калава, сăвва пěр-пěринчен уйăрса илесси.



60

Г. Харлапьев «Çырла пиçсен», Б. Заходер «Мулкач çури» (с. 188-193)

Пуплеве аталантарасси:

— текстра тěл пулакан çěнě сăмахсен пěлтерěшне уçăмлатасси; юмаха, калава, сăвва пěр-пěринчен уйăрса илесси.




Усен-таран тенчи – 4 с




61

Н.Матвеев «Пĕр йăхри йывăссем», Ç. Элкер «Юман» (с. 194-197)

— юмаха, калава, сăвва пěр-пěринчен уйăрса илесси.



62

Г. Орлов «Вăрманăн пĕрремĕш кучченĕçĕ»,

М. Волкова «Хурлǎхан, ан хурлан!»


— илемлě литература хайлавěсемпе фольклор хайлавěсене, вěсен жанрěсене уйăрма вěренсе пырасси;

— юмаха, калава, сăвва пěр-пěринчен уйăрса илесси.



63

Р. Сарпи «Куле»,

Н. Сладков «Пулă тăвăнни» (с. 201-203)



64

Г. Харлапьев «Çумăр»,

Н. Шупуссынни «Каç пулчĕ» (с. 203-206)

— хайлав тытăмне ăнланасси (композици, сюжет),




Су уйахне кетемер- 4 с




65

А.Алка «Малтанхи аслати», С. Асамат «Çумǎр ташши» (с. 207-209)

— сăнарсен ěçěсемпе

хăтланăвěсене сăлтавласси:



66

И.Гончаров «Аслатиллĕ çумǎр умĕн», Ç. Элкер «Çуллахи ир» (с. 210-212)

— палăртулăх хатěрěсене курма, вěсемпе усă курма хăнăхасси.



67

Ю.Силэм «Утǎ çинче вǎрманта»

— илемлě литература хайлавěсемпе фольклор хайлавěсене, вěсен жанрěсене уйăрма вěренсе пырасси;



68

А. Костецкий «Утǎра»,

Г. Тал – Мǎрса «Хирте» (с. 216-218)

Илемлě хайлава вуласа ăнланасси ,

— ачасен кăмăл-туйăмне хускатассипе, аталантарассине, ăс-тăнне çивěчлетессине




8.Материально-техническое обеспечение образовательного процесса


Для учащихся:

Учебники:

  1. Артемьева Т.В.,Печников О.И. Литературное чтение. Учебник. 2 класс, Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2009 г.

  2. Сергеев Л.П., Артемьева Т.В. и др. Чувашский язык. Учебник. 2 класс, Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2003 г.


Для учителя:

Методические пособия:

  1. Артемьева Т.В.,Печников О.И.Уроки литературного чтения. 2 класс. Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2011 г.

  2. Кульева А.Р., Кульев О.Г. Уроки чтения. Чебокс.,Чувашское книжн. изд., 2006 г.


Литература

Т.В.Артемьева, Литература вулаве «Ылтан пучах», Шупашкар, 2010

Л.П.Сергеев, Чаваш челхи 4 класс, Шупашкар, 2005

Тăван чĕлхе программи: чăваш шкулĕн 1-4 класĕсем валли / М.К.Волков, Л.П.Сергеев, Т.В.Арте­мьева, О.И.Печников, Р.Н.Петрова, Д .С.Филиппова. - Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕн издатель­стви, 2008ç.

Чăваш чěлхи: 4 класс валли / Виноградов Ю.М., Кульева А.Р.- Шупашкар: Чăваш кěнеке издательстви, 2007ç.

Э.Ф.Дмитриева, Т. Г. Эверскова «Диктант пуххи» Шупашкар. Чăваш кĕнеке издательстви. 2001ç.




24



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Планирование

Целевая аудитория: 2 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Рабочая программа по чувашскому языку и литературе 2 класс ФГОС

Автор: Чеканкина Роза Анатольевна

Дата: 03.11.2015

Номер свидетельства: 247413


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства