Учитель сăмахĕ, вăйă технологийĕ, пĕрле ĕçлесе вĕренни технологи, пĕлÿ-тĕпчев технологийĕ, харкамлăха аталантарас технологи.
Пуплеве аталантарас хăнăхусем: пĕр-пĕрне ыйтусем пани, шырав ĕçĕ, ушкăнсемпе ĕçлени.
Курăмлăх хатĕрĕсем: копьютер, проектор, экран, кĕнекесен выставки, П.П.Хусанкай портречĕ, поэтпа çыхăннă сăнÿкерчĕксем, стена хаçачĕ, П.П.Хусанкай çырнă произведенийĕсен аудиозаписĕсем, мультимедиллĕ презентаци, вăхăта палăртакан хăйăр сехечĕ (5мин.), ушкăн ячĕсемпе хатĕрленĕ таблица.
Класс тулашĕнчи ĕç юхăмĕ
Малалла- ха пурнăç, малалла.
Эп пăртак чăваш ятне çĕклесшĕн
П. П.Хусанкай
Класа П.П.Хусанкай сăнÿкерчĕкĕсемпе, стена хаçачĕсемпе илемлетнĕ. Çÿлĕк çинче поэт пурнăçĕпе пултарулăхне паллаштаракан кĕнеке выставки. Петĕр Хусанкай сăввипе кĕвĕленĕ «Çĕршывăмăм чăваш çĕршывĕ» юрă хуллен янăрать. Ачасем хаваслă кăмăлпа уява пуçлама хатĕрленеççĕ. Икĕ ертÿçĕ тухаççĕ.
1ача: Ырă кун пултăр вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, хаклă хăнасем!
2ача: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çула Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Паян вара хамăр уяв каçне Петр Петрович Хусанкая халаллатпăр.
1ача: Петĕр Хусанкай – чăваш поэзийĕн чи çутă çăлтăрĕ. Вăл чăннипех те тăван халăхăн тĕлĕнмелле ырă ячĕ, чăваш халăхăн пуянлăхĕ. Поэт çырнисенче чăваш çĕр-шывĕпе унăн çыннисен кун-çулĕ, пурнăç таппи, халăх кăмăлĕ яр уççăн курăнать. Поэтăн кашни хайлавĕнче чăвашлăх палăрать, кашни сăвви ăшă туйăм çуратать, чун-чĕрене тыткăна илет.
2ача: Петĕр Хусанкайăн пархатарлă ĕçĕ халăхсем хушшинчи туслăха, нумай нациллĕ литературăсем хушшинчи çыхăнусене çирĕплетес, анлăлатас тĕллевпе çирĕп çыхăннă. Çав тĕллеве пурнăçлас тесе, вăл ырми-канми ĕçленĕ. Хусанкай пултаруллă поэт: вырăсла та, чăвашла та ăста çырнă.
1ача: Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕсенчен пĕри - XX ĕмĕрти чи паллă поэт шутланать. Унăн ячĕпе хальхи чăваш поэзийĕн ÿсĕмĕ палăрать. Вăл чăваш литературине ĕмĕр асра юлакан сăвă, поэмăсемпе пуянлатнă. Иртни, хальхи, пуласси пирки тарăн шухăшлă хайлавсем хăварнă.
2ача: Паянхи П.П.Хусанкая халалланă мероприятире сире курма питĕ хавас. Сăлтавĕ вара пысăк. Кăрлач уйăхĕн 22- мĕшĕнче П. Хусанкай çурални 115 çул çитнине паллă турăмăр.
1ача: Поэта чысласа паян унăн сăввисем янăрĕç. Унăн пурнăçĕнчи пулăмсене, литературăри пултарулăхĕнчи паллă самантсемпе усă курса йĕркеленĕ вăйă иртĕ.
2ача: Паянхи ăмăртура икĕ ушкăн хутшăнать. Вĕсем 10-мĕш тата 11-мĕш класра вĕренекенсем. Конкурсра сумлă тÿресем икĕ ушкăн ăмăртнине хак парĕç. Ушкăнсемпе паллашма та вăхăт.
(Капитансем ушкăн ячĕсемпе паллаштараççĕ
Пĕрремĕш конкурс «Пултарулăх конкурсĕ»
(Ушкăнри ачасем суйласа илнĕ сăвва пăхмасăр вулаççĕ. Тÿресем сăвва мĕнле вуланине, пусăмсене тĕрĕс лартса вуланине, ачасем хăйсене сцена çинче мĕнле тытнине шута илет. Сăвва вуланă чух курăмлăх хатĕрĕсемпе те усă курма юрать)
1ача: Тавтапуç! «Ăс-тăн батлĕ» ят патăмăр тепĕр конкурс ятне. Ушкăнсем хушшинчи тупăшу. Сирĕн Петĕр Хусанкай пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусем çине хуравламалла пулать. Маларах тата тĕрĕс хуравласа пĕтернĕ ушкăн çак конкурсра çĕнтерÿçĕ пулать.
Ушкăнсем валли хатĕрленĕ ыйтусем:
1. Петр Хусанкай хăçан ҫуралнӑ? (Кăрлач уйăхĕн 22-мĕшĕ 1907 çул)
3. Шупашкарта П. Хусанкай ячӗпе хисепленекен мӗнле вырӑнсем пур? (урам, палӑк, Культура кĕрменĕ, шкул (49№), библиотека)
4. П. Хусанкайăн вăрçă лирикинче тӗп вырӑн йышӑннӑ поэма, унта комсомолка - Зоя Космодемьянская паттӑрлӑхӗ ҫинчен каласа панӑ. ("Таня" поэма)
5. Поэт пĕрремĕш сăввине мĕнле чĕлхепе çырнă? (вырăс чĕлхи)
2ача: 3-мĕш конкурс - «Килти ĕç» Килте вара кашни ушкăнăн поэтпа çыхăннă видеоролик хатĕрлесе килмелле пулнă.
(Ачасем хатĕрленĕ видеороликсемпе паллаштараççĕ)
Маттур, ачасем. Килте тăрăшса хатĕрленни курăнать. Петĕр Хусанкай чапĕ, мухтавĕ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асра юлĕ.
1ача: Тепĕр конкурс ятне пĕлтериччен кăшт канса илер-ха. Сирĕн умăрта 9-мĕш класра вĕренекен Максимова Света Петĕр Хусанкай сăввипе çырнă «Мехел çитсен» юррипе савăнтарĕ.
2ача: «Литература викторини» тесе ят парас терĕмĕр тепĕр конкурс ятне. П.Хусанкай пултарулăхĕпе çыхăннă ыйтусем пулĕç кунта. Поэт пултарулăхне тапхăрсем çине уйăртăмăр.
1тапхăр:1920- мĕш çулсенчи пултарулăх
1. П. Хусанкай малтанхи сăввисем хăçан тата мĕнле журналта пичетленнĕ?
2. П. Хусанкай сăввисен пĕрремĕш кĕнеки мĕнле ятпа пичетленсе тухнă?
3. 1926-1927 çулсенче Петĕр Хусанкай Вăтам Азипе Кавказ тăрăхĕнче çулçÿревре пулать. Ашхабад хулинче чарăнсан тухăç кĕввиллĕ сăвă ярăмĕ çырма пуçлать. Çак ярăма Сергей Есенинăн «Перси кĕввисем» витĕмĕпе çырнă. Сăвă ярăмĕн ячĕ.
4. Ку ярăма П. Хусанкай 1923-1936 çулсенче çырнă. Поэт юрату çине тĕрлĕ вăхăтра еплерех пăхни сисĕнет. Сăвă ярăмĕ мĕн ятлă- ши?
5. 1927- 1931 Азирен иккĕмĕш хут кăнтăра çитет, тинĕс стихийине туять, тăван еншĕн тунсăхлать. Çав çулсенче мĕнле сăвăсен ярăмĕ çуралать?
2 тапхăр: 1930- мĕш çулсенчи пултарулăх
1. Мĕнле сăвăсен ярăмĕнче П. Хусанкай калавçă пек, хайлаври иккĕмĕшле, виççĕмĕшле çын пек курăнать? Çак ярăмра ял, хăй «астунă сăн- сăпатсене» кăтартса парать.
2. Халăх поэчĕ çын шухăш-туйăмĕсене: кăмăл-туртăмĕсене кăтартса пама пултарни унăн нумай произведенийĕсенче палăрать. Уйрăмах çак ăсталăх халăх юрри майлă йĕркеленĕ ярăмра курăнать. Сăвă ярăмĕн ячĕ.
3. Ленинградра пурăннă чухне П. Хусанкай А. С. Пушкин сăввисене чăвашла куçарнă. Хайлавсен ячĕсене каласа тухăр.
3 тапхăр: 1940– мĕш çулсенчи пултарулăх
1. Сăвăçăн мĕнле произведенийĕсенче Тăван çĕршывăн аслă вăрçине сăнласа панă?
2. Çак йĕркесене П. Хусанкайăн «Шухăшăмçăм, шухăш…» ярăмри хăш сăввинчен илнĕ?
1. Çак çулсенче П. Хусанкай ытларах çулçÿрев ярăмĕсем хайлать. Вĕсенче поэт ют çĕрте тăван ен ытларах хаклă туйăннине пĕлтерет. Сăвă ярăмĕсене каласа тухăр.
2. Чăваш поэзийĕнче халал сăввисен чăн- чăн ăсти тесе пĕр П. Хусанкая çеç калаççĕ. «Халал сăввисемпе сăмахĕсем» ярăмра поэт сăвăçсене халалласа çырнă. Камсене- ши?
3. Ку тапхăрта «Аптраман тавраш» сăвăлла роман пичетлесе кăларнă. Сăвăç çак хайлава кама халалланă?
4. Романри çак йĕркесем кам сăнарне аса илтереççĕ.
«…Çÿллех мар та - сарлака вăл,
Çĕр чĕтрет нăк пуснă чух.
Кутамас юман пек, савăл
Çапма вырăн тупас çук.
Сăмала пек хура куçлă,
Хура çÿçлĕ, кăтрарах,
Уçă кăмăл, лăпкă кулă.
Çирĕм виççĕ тултарать…»
5 тапхăр: П. П. Хусанкай- куçаруçă
1. П. Хусанкай куçаруçă пулнине пĕлетпĕр. Вăл хӑш вырӑс ҫыравҫисен хайлавӗсене чӑвашла куҫарнӑ? Кластер тăвасси.
2. П. Хусанкай чăваш поэчĕсенчен камăн сăввисене вырăсла куçарнă? Кластер тăвасси.
6 тапхăр: П. П. Хусанкай – халăх чысĕ, чапĕ, мăнаçлăхĕ
1. П. П. Хусанкай Чăваш АССР халăх поэчĕн хисеплĕ ятне миçемĕш çулта тивĕçнĕ?
2. К. В. Иванов ячĕпе хисепленекен премие Хусанкая хăçан тата мĕнле произведенисемшĕн панă?
3. 1969- мĕш çулта П. Хусанкай мĕнле преми илме тивĕç пулнă?
4. Пĕр паллă çыравçă Хусанкай пултарулăхне хакласа: «Иванов, Çеçпĕл, Хусанкай – тăван поэзири чи çутă ятсем. Халь пурăнакан поэтсем пурте вĕсен орбити тавра çаврăнаççĕ-ха», - тенĕ. Кам çапла каланă-ши?
(Хăш тапхăрĕ çинчен тарăнрах каласа парасси сирĕнтен килет. Капитансем хут çине çырса хатĕрленĕ ыйтусем туртса илеççĕ те ушкăнпа хуравлаççĕ)
1ача: Халĕ пиллĕкмĕш конкурс патне куçма та вăхăт çитрĕ. «Хаçат кăларасси» Ăмăрту тĕллевĕ: поэтпа çыхăннă стена хаçачĕ кăларасси.
(Сĕтелсем çинче килте хатĕрлесе килнĕ сăнÿкерчĕксем, сăвăсем, хаçат- журналтан касса кăларнă материалсем, тĕрлĕ тĕслĕ хут, фломастерсем, сăрăсем, хачă, çилĕм т.ыт.те.
Ачасем хатĕрленнĕ хушăра куракансем хушшинче П.Хусанкай сăввисене вулаççĕ. Ертсе пырака нсăвăн малтанхи йĕркисене вулать, малалла вĕренекенсен сăвва тăсмалла пулать)
Мĕн-ши вăл Тăван Çĕр-шыв
Аякра-ши çывăх-ши?
Аякра та çывăх та
Каласа парам, тăхта…
Натали кĕпе тĕрлет
Кам валли?
Кам валли хитрелетет Натали?
Эп чăваш ачи! Саватăп
Хамăрăн чăваш çĕрне.
Вăл кипкете ман, сăпка та,
Ăна манмăп ĕмĕрне
Кам-ха кам çак халăха пĕлет:
Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет,
Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет
Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет.
Сĕм вăрманĕ каш та каш
Сулхăн çилĕ вăш та вăш
Эс ан çуйăх ан çухраш
Çывăр аптраман тавраш.
2ача: Ăмăртăва хутшăнакансем! Сире уйăрса панă вăхăт вĕçленчĕ, хăвăр хатĕрленĕ стена хаçачĕсемпе паллаштарма ыйтатпăр.
1ача: Пирĕн паянхи конкурсра çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ ушкăна палăртма та вăхăт çитрĕ. Тÿресем канашланă вăхăтра кадет класĕнче вĕренекенсем хăйсен ташшипе савăнтарĕç. (Вальс ташлаççĕ)
2ача: Петĕр Хусанкай чăн- чăн чăваш поэчĕ, Чăваш поэзийĕн Улăпĕ. Пин-пин сăвви халăхра упранать, уççăн янăрать. Петĕр Хусанкайăн чăваш культуринчи пысăк ĕçĕ нумай енлĕ. Унăн ячĕ, сăвви- юррисем ĕмĕр-ĕмĕрех халăх асĕнче упранĕç.
1ача:Сывă пулăр!
2ача: Тепре тĕл пуличчен!
Литература
1. Артемьев Ю. М. Чăн тÿпере çич çăлтăр. Критикăлла статьясем. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд- ви, 2010.
2. Выдающиеся люди Чувашии. Том 1. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2002.
4. Родионов В. Г. Чăваш литератури. 1917- 1930- мĕш çулсем. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд- ви, 2008.
5. Суйласа илнĕ сăвăсемпе поэмăсем. - Шупашкар: Чăваш АССР Государство изд-ви, 1941.
6. Çырнисен пуххи: ултă томпа тухать. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 1997-2006. - Иккĕмĕш том: сăвăсем, ярăмсем: 1945-1970 / пухса йĕркелекенĕ тата асăрхаттарăвĕсене çыраканĕ А. А. Тимофеев-Ыхра. - 2002.
7. Хусанкай П. Эпир пулнă, пур, пулатпăр. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд- ви, 1982
8. Чувашская литература. Учебник для X-XI классов русскоязычных школ. - Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2003.