kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Литературно-музыкальная композиция

Нажмите, чтобы узнать подробности

Литературно-музыкальная композиция, посвященная Дню чувашского языка. Разработка предназнчена для проведения мероприятия с учениками начальных классов.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Литературно-музыкальная композиция»

Эх, илемлĕ- çке Чăваш çĕр-шывĕ!

(литературăпа музыка композицийĕ)


Ертсе пыракансем: 1 ЕП- пĕрремĕш ертсе пыракан

2 ЕП- иккĕмĕш ертсе пыракан


1ЕП: Ырă кун пултăр, туссем!


2 ЕП: Паян пирĕн пысăк уяв- Чăваш чĕлхи кунĕ. Çак уява чыслама пуçтарăнтăмăр та ĕнтĕ илемлĕ те çутă зала. Ас тивсе пăхсамăр пирĕн çăкăр-тăвара. Чăваш халăхĕ мĕн авалтанах хăнана тарават кĕтсе илнĕ, сĕтел çине апат лартмасăр яман.


(Икĕ хĕр ача тĕрĕллĕ ал шăллисем çинчи çăкăр-тăварпа ретсем хушшипе тухаççĕ. Çав хушăра тăван çĕр-шыв çинчен юрă янрать).


1 ЕП: Тĕнче аслă, сарлака, пуян. Мĕн тĕрлĕ кăна çĕр-шыв çук пулĕ Çĕр чăмăрĕ çинче?! Ăсчахсем палăртнă тăрăх, пирĕн планета çинче виçĕ пин тĕрлĕ халăх пурăнать. Вĕсем пилĕк пине яхăн чĕлхепе калаçаççĕ.

Ульяна,кала-ха, тархасшăн, хăш чĕлхе çĕр чăмăрĕ çинче чи анлă сарăлни?


2ЕП: Чи анлă сарăлнă чĕлхе- китай чĕлхи, унпа пĕр миллиард çын калаçать, акăлчанла- виç çĕр аллă миллион çын, чăвашла- икĕ миллион çын калаçать.


1ЕП: Тĕрĕс. Пирĕншĕн чи хаклă, чи юратнă, чи çывăх чĕлхе- чăваш чĕлхи. Эпир Чăваш енре чăвашла калаçса пурăнатпăр. Тăван çĕр-шыв вара анне пекех пĕрре. Ăна суйлама та, сутăн илме те çук.


2ЕП: Шăпах çак шухăша палăртаççĕ те ĕнтĕ 2-мĕш класра вĕренекенсем.


(2 класри Яна Федотова «Тăван çĕр-шыв» сăвă калать. Çав вăхăтра 2 класс ачисем литмонтаж калама хатĕрленсе тăраççĕ. Литмонтаж.)


1ЕП: Паян тата тепĕр уяв – шăпах паян чăваш ачисем валли чи малтанхи букваре кăлараканĕн, чи малтанхи чăваш шкулне уçаканĕн – Иван Яковлевич Яковлевăн çуралнă кунĕ.


2ЕП: Ахальтен мар иккен ăна чăваш халăхне çутта кăлараканĕ теççĕ. Çăмăл пулман, паллах, çак пархатарлă ĕçе тума. Анчах та Иван Яковлевич пуçне усман- хăйĕнпе пĕр шухăшлă çынсемпе пĕрле тăрăшса пурнăçланах халăх ĕмĕтне.


1ЕП: 1871 çулта чăваш алфавитне туса пĕтерсе букварь кăларнă.


2ЕП: Çак букваре кĕнĕ пĕр хайлавпа паллаштарасшăн пире 4-мĕш класра вĕренекен Илья Антонов. «Уçăлма тухнă шăши çури».


(4-мĕш класра вĕренекен Илья Антонов «Уçăлма тухнă шăши çури» калава каласа парать)


2ЕП: Еплерех ача вăл чăваш ачи?


1 ЕП: Паллах, ман пекскер ĕнтĕ.


2 ЕП: Чăнах сан пекех- ши чăн- чăн чăваш ачи?Итлесе пăхар-ха пĕрремĕш класра вĕренекен Паша Ивановпа Кирилл Краснова тата вĕсен тусĕсене.


(1 класс ачисем: П. Иванов- Николай Ытарайăн «Чăваш ачи» , К. Краснов – Петĕр Эйзинăн «Эп хамах» сăввисене, ыттисем литмонтаж калаççĕ.)


2 ЕП:Халĕ ăнлантăм:эсĕ чăнах та чăн- чăн чăваш ачи иккен.


1 ЕП: Тата,Ульяна, эсĕ пĕлетĕн ĕнтĕ: кашни çыншăнах ашшĕ-амăш чĕлхи, тăван халăх историйĕ, йăли-йĕрки, юрри- ташши, юмах-халапĕ хаклă. Маншăн та çаплах. Эпĕ çав тери юмахсем итлеме юрататăп.Сире пĕрне каласа парам-ха.

( «Арăслансем пирĕн таврара мĕншĕн çук»)


2 ЕП: Ытла та ăста калатăн-çке эсĕ! Сана кура хамăн та килĕшнĕ юмаха калас кăмăл çĕкленчĕ. Итлесе пăхăр-ха Геннадий Волков çырнă «Хурама хулли» юмаха.


1ЕП: Хамăр класри Аня Фёдорова та васкать сцена çине. Вăл пире «Автанпа тилĕ» юмах каласа парасшăн.


(Аня Фёдорова«Автанпа тилĕ» юмах каласа парать.)


2 ЕП: Чăваш халăх юмахĕсене юратакансем тата нумай пирĕн. Акă 4- мĕш класри Снежанна Спиридонова та «40 те пĕр суя» юмаха пăхмасăр калама пултарать.


(Снежанна Спиридонова «40 те пĕр суя» юмах калать.)


1ЕП: Пĕлетĕн-и, Ульяна, 2- мĕш класри Петя Потапов вара пулмасла халапсем калама ăста. «Мулкач» халапа каласа парĕ вăл.


(2- мĕш класри Петя Потапов «Мулкач» халапа каласа парать).


2ЕП:Тăван халăхăн йăли-йĕркине, ташши-юррине чунтанах юратнине палăртать хăйĕн сăввинче Светлана Асамат поэтесса.

1ЕП: Итлесе пăхар-ха унăн «Чăваш ташши,юрри- кĕтрет» сăвва. Софья Егорова калать.


(4 класри Софья Егорова Св. Асамат çырнă « Чăваш ташши, юрри- кĕтрет» сăвва калать).

(3-мĕш классем чăваш ташши ташлаççĕ.)


2ЕП: Мĕн чухлĕ сăвă çырман пуль тăван чĕлхене халалласа поэтсем. Итлесе пăхар акă хăшĕсене.


(4 кл-А. Андреев Митта Ваçлейĕн«Тăван чĕлхем» сăввине, К. Алексеева В.Давыдов-Анатрин «Ытарайми тăван чĕлхемĕр» сăввине, 4 кл- «Тăван чĕлхе- чăваш чĕлхи» юрра юрлаççĕ .)


2ЕП: Шел пулин те, хăш чухне тăван чĕлхепе калаçма вăтанакансем те тĕл пулаççĕ-ха. Çак кăмăла пăсакан пулăма питлесе çырнă хайлавсем те сахал мар пирĕ литературăра.


1ЕП: Чăваш халăх сăмахлăхĕнчен. «Кориш вĕт».Инсценировка. Выляканĕсем 4-мĕш класра вĕренекен Снежанна Спиридонова, Володя Никифоров тата Серёжа Евдокимов.

(4 кл-«Кориш вĕт». Инсценировка.)


2ЕП: Тантăшăм Вера Алексеева сире «Тăван чĕлхе» сăвва итлесе пăхма сĕнет.


(3 кл- В. Алексеева «Тăван чĕлхе» сăвва калать)


1ЕП:Тăваттăмĕшсем тата тепĕр инсценировка хатĕрленĕ. Виталий Енĕш. «Пăкăварить». Выляканĕсем 4-мĕш класра вĕренекен Снежанна Спиридонова,Софья Егорова тата Таня Сурикова.


(4кл- «Пăкăварить»)


2ЕП: Тăван çĕрĕм! Эс хĕвелĕн ялкăшатăн, пире савса ÿстеретĕн, вăй-хал, телей пехиллетĕн. Сана чунтанах юратса юрă парнелеççĕ 2- мĕш класра вĕренекенсем. «Асамат кĕперĕ» юрă. Кĕтсе илĕр!


(2 класс ачисем «Асамат кĕперĕ» юрра юрлаççĕ.)


1ЕП: Тăваттăмĕш класри Снежанна Спиридонова чăваш литературин классикĕ Константин Иванов çырнă «Нарспи» поэма сыпăкĕпе паллаштарать.


(4 кл- Снежанна Спиридонова- «Нарспи» поэма сыпăкĕ)


ЛГ: Чĕлхе халăх пурнăçĕн тĕкĕрĕ кăна мар, ĕмĕрсем хушши пухăнса пынă пĕлÿлĕхĕн иксĕлми çăл куçĕ те. Çак çăл куçĕнчен эпир мĕн ачаранах тумламăн- тумламăн вăй илсе ÿсетпĕр.

Аннен кăкăр сĕчĕпе пĕрле унăн ачаш та лăпкă сасси пирĕн хăлхана сăпка юррине илсе çитернĕ... Тăван сасăран, тăван чĕлхерен пирĕн ăс-тăн аталанма пуçланă.

Çĕр çинчи пур аннесене халалласа юрлаççĕ 3 класс ачисем. «Пукане» юрă.


(3 класс ачисем «Пукане» юрра юрласа параççĕ.)


1ЕП: Анне çинчен çырман поэт çук та пулĕ тесе хăюллăнах ĕнентерме пултаратăп эпĕ. Эсĕ мĕнле шутлатăн,Ульяна?


2ЕП: Килĕшетĕп санпа,Володя . Сăвă çырас шухăш çуралас пулсан хам та чи малтанхи сăввăма аннене халалланă пулăттăм. Итлесе пăхар-ха 2-мĕш класри Ангелина Павловăна. «Анне» сăвă.


(Ангелина Павлова - «Анне» сăвă)


1ЕП: Коля Башкиров тантăшăмăр та аннесем ачасемшĕн мĕн тери хакли çинчен сăвă каласа парасшăн.


(Коля Башкиров – «Анне- пирĕн тĕнче»)


1ЕП: Татах тепĕр ыйту çуралчĕ манăн. Анне пек юратакан, пире хăйĕн чун ăшшине тĕппипех паракан çын тата пур-ши тĕнчере?


2ЕП: Пур! Тĕслĕхрен, мана асанне те, кукамай та каçса кайсах юратаççĕ. Мана кăна мар юратаççĕ иккен асаннесемпе кукамайсем. Акă 4- мĕш класри Софья Егорова та,пĕрремĕш класра вĕренекенсем те савăнсах юрлаççĕ кун çинчен. «Асаннепе кукамай» юрă.Софья Егорова юрлать.


(Софья Егорова- «Асаннепе кукамай»)


1ЕП: Халĕ пĕрремĕшсене итлесе пăхар. «Кукамай» юрă. Алă çупса кĕтсе илетпĕр!

(1 класс- «Кукамай» юрă)


1ЕП: 2- мĕш класри Даша Галкинăна чĕнетпĕр сцена çине. Вăл сире Петĕр Хусанкайăн «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» сăвă сыпăкĕпе паллаштарĕ.


(Даша Галкина, 2 кл -«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!»)


2ЕП:Ĕмĕр сакки сарлака тетпĕр те — кирек мĕнĕн те вĕçĕ пур. Çав шутрах пирĕн уявăн та. Эпир сирĕнпе чăваш юрри-ташшипе килентĕмĕр, мăн асаттесен ырă йăли-йĕркине аса илтĕмĕр. Вĕсенче, чăваш чĕлхинче — тăван халăхăмăрăн тĕнче курăмĕ,кăмăлĕ- сипечĕ, ĕмĕчĕ- шанăçĕ.

1ЕП: Упрар тăван чĕлхемĕре! Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлевич Яковлев каланă сăмахсене асра тытар: « Тăван чĕлхесĕр чăн- чăн пĕлÿ çук. Пĕр-пĕр халăха хăй чĕлхине манма хушни çав халăха вилме хушнипе пĕрех.» Пурăнтăр ырă та çепĕç чĕлхемĕр!












































ЛИТМОНТАЖ

1 ача: Тăван чĕлхе! Ĕмĕрлĕхе эс пурăн,

Атте-анне пек, эс пĕртен-пĕрре.

Ман саншăн хатĕр чи хисеплĕ вырăн,

Мухтав сана, тăван чĕлхемĕре!


2 ача: Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать,

Шăпчăк та юрлать, ав, чăвашла.

Сассăм пин чĕлхеллĕ халăх хушшинче

Янăрать хавассăн, уççăн, чăвашла.


3 ача: Ман çĕр-шыв - çĕр пин тĕрĕ çĕр-шывĕ,

Калаçать вăл çĕр пин сăмахпа.

Ун çĕр пин тĕррине эс куç хывăн

Чи телейлĕ, таса туйăмпа.


4 ача: Анне чунĕ евĕр çемçе чĕлхене

Ан манăр, чăваш ачисем, ĕмĕрне!

Ан манăр ăна тус- юлташ хушшинче,

Тăшман тапăнсан, çапăçу хирĕнче.


5 ача: Чăваш сăнĕ кирлĕ чăваш ачине,

Юрри, ташши, тумĕ — йăлт кĕтĕр чунне.

Вăл пĕлтĕр историн сулмаклă йĕрне,

Ĕçченлĕх, сăпайлăх ыр сăн панине.


6 ача: Савар, мухтар чĕлхемĕре,

Ăна усрар чыс- хисепре:

Унпа эпир ĕçе вĕреннĕ,

Чăн тÿпене çити çĕкленнĕ.


7 ача: Упрар тăван чĕлхемĕре,

Чун-чĕрери хĕлхемĕре,

Унпа эпир ялан çĕнтернĕ,

Çĕр-шыв ятне çÿле çĕкленĕ .


8 ача: Чăвашсемĕр! Сире телей сунатăп,

Ан сивĕнĕр тăван чĕлхемĕртен.

Мансан — чĕлхесĕр янавар пулатпăр.

Чĕлхе пулсан — пĕтместпĕр ĕмĕрте!





Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 4 класс

Скачать
Литературно-музыкальная композиция

Автор: Васильева Лариса Геннадьевна

Дата: 24.10.2020

Номер свидетельства: 561114


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства