kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ!

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий мероприятия, посвященного Дню чувашского языка

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ!»

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви

Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ

«Пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан 50- мӗш вӑтам шкул» муниципалитетӑн

пӗтӗмӗшле вӗренӳ бюджет управленийӗ











«ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ!» Чӑваш чӗлхи кунне халалласа ирттернӗ класс тулашӗнчи мероприятийӗн сценарийӗ









Уяв сценарине хатӗрлекенӗ:

Алексеева Ольга Ивановна

Шупашкарти 50-мӗш вӑтам шкулта

чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен













Шупашкар

Чӑваш чӗлхи уявӗ «Яланах янра, чӑваш чӗлхи»

4-мӗш класра вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ класс тулашӗнче ирттермелли уяв сценарийӗ

Уяв тӗллевӗсем:

1.Ӗмӗрсем хушшинче аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ачасене тӗплӗнрех паллаштарасси.

2.Ачасен тавракурӑмне ӳстересси.

3.Илемлӗ вулав хӑнӑхӑвӗсене аталантарасси.

Кирлӗ хатӗрсем: компьютер,

Уяв мелӗсемпе меслечӗсем: учитель сӑмахӗ, ачасен илемлӗ вулавӗ, уйрӑмшарӑн сӑвӑсем вулани, юрӑ юрлани, ташӑ ташлани, ыйтусем ҫине хуравлани, викторинӑ ыйтӑвӗсем ҫине хуравлани, пӗтӗмлетӳ туни.

Усӑ курнӑ литература:

1.Чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ май ачасен сапӑрлӑх туйӑмне аталантарасси/Т.А.Власова.-Шупашкар:Л.А.Наумов издательстви, 2007.-114с.

2.Хаваслӑ уявсем: сценарисен пуххи/ А.Р.Кульева пухса хатӗрленӗ. Шупашкар,2003.-44с.

3. Савӑнар-ха уявра/Л.В.Егорова.-Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2010.-84с.

4. Шкулти уявсем/ Л.В.Егорова.- Шупашкар, 2009.

4. Пирӗн уявсем: чӑваш поэчӗсен сӑввисем, юрӑсем: шкул ачисем валли.- Шупашкар,1991.

5. Пирӗн уявсем: чӑваш халӑх йӑли-йӗркисемпе ҫыхӑннӑ уяв сценарийӗсем/ Н.Н.Чернова.-Шупашкар,2006.

6.Игровые задания по чувашскому языку и литературе: Методическое пособие для преподавателей/ Е.В.Петрова, Е.А.Майков. – Чебоксары,1993.-53с



Уяв сценарийӗ Уяв залра иртет. Уява хатӗрленсе ачасемпе вӗрентекенсем чӑваш тумӗсем тӑхӑннӑ. Ачасем чӑвашла сӑвӑсем ,юрӑсем тата ташӑсем вӗреннӗ.

1.Ум сӑмах.

1 ертӳҫӗ: Ырӑ кун пултӑр сире, тусӑмӑрсем. Паян эпир сирӗнпе ӗмӗрсем хушши аталанса пынӑ чӑваш чӗлхи пуянлӑхӗпе ҫывӑхрах паллашас шухӑш-ӗмӗтпе пухӑнтӑмӑр ҫак ҫутӑ зала. Паянхи куна чӑваш чӗлхине халаллатпӑр.

(Залра чӑваш гимнӗ янӑрать. Пурте ура ҫине тӑраҫҫӗ)

2 ертӳҫӗ: (тӗрӗллӗ пит шӑлли ҫине хунӑ ҫавра ҫӑкӑр илсе тухать). Паян пысӑк уяв. Ҫак уява сума суса пуҫтарӑннӑ хӑнасем, астивсе пӑхӑр ҫӑкӑр-тӑвара.(Ҫӑкӑра ятарлӑ сӗтел ҫине хурать). Чӑваш халӑхӗ ӗлӗкренех хӑнана тарават пулнӑ. Хӑна килсен сӗтел ҫине апат лартмасӑр кӑларса яман.

1 ертӳҫӗ: Учёнӑйсем шутланӑ тӑрӑх Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинче пӗтӗмпе 7000 ытла тӗрлӗ чӗлхе. Ҫӗр чӑмӑрӗн иккӗ виҫҫӗмӗш пайӗ 40 тӗрлӗ анлӑ сарӑлнӑ чӗлхепе усӑ курать. Вӗсенчен чи анлӑ усӑ кураканнисем – китай чӗлхи, акӑлчан чӗлхи, испани чӗлхи, араб чӗлхи, вырӑс чӗлхи. Китайла 1 миллиарда яхӑн ҫын калаҫать. Акӑлчанла - 1 миллиард ҫурӑ ҫын. Вырӑсла - 270 миллион ҫын. Чӑвашла вара - пӗр миллион ытларах ҫын. Пӗр е тепӗр чӗлхепе калаҫакан халӑх шучӗ миллионран ытларах пулсан, ҫав халӑха аслӑ халӑхсен шутне кӗртеҫҫӗ. Эппин чӑвашсем аслӑ халӑх шутне кӗреҫҫӗ теме те пултаратпӑр. Пирӗн чӑваш чӗлхи ҫак пин-пин чӗлхе хушшинче сӑваплӑ, ырӑ ятлӑ. (Ҫак сӑмахсене каланӑ хыҫҫӑн «Ҫӗмӗрт ҫеҫки ҫурӑлсан» юрӑ шӑппӑн илтӗнсе тӑрать.) Чӑваш чӗлхине халӑх темиҫе ӗмӗр хушши аталантарнӑ, якатнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл пуян та илемлӗ, янравлӑ та ҫепӗҫ, ырӑ та асамлӑ.

2. «Янра ялан, чӑваш чӗлхи». Сӑвӑсене литмонтаж евӗрлӗ вулани.

2 ертӳҫӗ: «Кала, юлташ, мӗн хаклӑ саншӑн Хальхи пуян ҫак тӗнчере?» - Тесе ыйтсан, сывламӑп ассӑн, Эп калӑп пат: тӑван чӗлхе! Чӑваш чӗлхи!

1 ертӳҫӗ: Чӑваш чӗлхи – атте чӗлхи! Чӑваш чӗлхи – анне чӗлхи! Атте-анне чӗлхи! Ҫиҫ ӗмӗр! Эп сансӑр – хӑрӑк тунката: Чӗлхе пулсассӑн та чӗлхесӗр, Эп суккӑр – куҫ пулсассӑн та.

1-мӗш вулакан (арҫын ача) «Мӗн чӑваш чӗлхи!» - илтетпӗр Хӑш чухне чӑвашранах. Йӗрӗнсе пӑхса илетпӗр Ун йышши каҫрашкана.

2-мӗш вулакан (хӗр ача) Эй, чӗлхем! Анне панӑ чӗлхем! Янӑра эсӗ ҫут тӗнчере! Ыттине ҫӗр чӗлхе хуть пӗлем, Эсӗ манӑн пӗрре ҫеҫ, пӗрре!

3-мӗш вулакан (хӗр ача) Эй, чӗлхеҫӗм, сана юратса Ҫак юрра эп вулатӑп чунтан. Ирхи сывлӑм пек эсӗ таса, Эс хрусталь савӑт пек янӑран.

Юрӑ «Пирӗн юрӑ янӑратӑр ялан»(ачасен хорӗ юрлать)

1 ертӳҫӗ: Чӑваш чӗлхи! Эс чӑваш юманӗ пек ватӑ та патвар, хӑвӑн хӑватна ҫухатмасӑр ҫултан-ҫул тӗрекленсе пыратӑн. Мухтавлӑ чӑваш ҫыравҫисем тӑван чӗлхемӗре тӗнче умне кӑларчӗҫ, унӑн ятне ҫӳле ҫӗклерӗҫ. Ҫавӑн пекех чӑваш ҫынни ытти паллӑ ҫыравҫӑсен хайлавӗсене те тӑван чӗлхепе юратса вулать.

4-мӗш вулакан (арҫын ача) Туссем калаҫнӑ чух, тӑван чӗлхемӗм , Шур акӑш тӗкӗ евӗр эс ҫемҫе. Санпа ман халӑх чунӗ те илемӗ Ҫӳрет ҫӳлте те ҫӗр ҫинче вӗҫсе.

2 ертӳҫӗ: Чӑваш ҫӗр-шывӗ! Ҫӗр пин юрӑ, ҫӗр пин тӗрӗ ҫӗр-шывӗ! Чӑнах та юррисем кӑна мӗн тӗрли ҫеҫ ҫук пулӗ чӑваш халӑхӗн: ташламалли такмак, хастарланмалли марш, мухтамалли гимн… Ташши, ташши тата мӗнле илемлӗ те ҫӑмӑл!

«Чӑваш ташши» (ташӑ кружокне ҫӳрекен ачасен ушкӑнӗ ташлать)

1 ертӳҫӗ: Чӑваш чӗлхи – халӑхӑн ӗмӗр сӳнми ӑс-тӑн чечекӗ. Чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев хӑйӗн халалӗнче ҫапла ҫырса хӗварнӑ: «Туссем, тӑвансем, ытарайми чӑваш ҫыннисем! Мӗн ӗмӗрӗм тӑршшӗпех чунӑмпа, чӗремпе ҫунса пурӑнтӑм сирӗншӗн. Ан манӑр, астуса тӑрӑр ҫакна! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхинчен ютшӑнмасан, халӑх кӑмӑлӗ пӗтӗмпех сирӗн аллӑрта пулӗ! Халӗ пирӗн, ҫитӗнсе пыракан ачасен, Вӗрентекенӗмӗр ӗҫне малалла туса пымалла, чӑваш чӗлхине юратса вӗренмелле, аталантармалла, тӗпчемелле, упрамалла.

5-мӗш вулакан (арҫын ача Алексеева О.И. вӗрентекен ҫырнӑ «Тавтапуҫ Яковлева» сӑвӑ вулать)

Тавтапуҫ Яковлева-

Ҫутта кӑларчӗ чӑваша.

Вулама-ҫырма пӗлме,

Майне туса вӑл пачӗ.


Алфавит вӑл йӗркелерӗ,

Пичетлерӗ букварьне,

Халалне ҫырса хӑварчӗ

Туслӑ пурӑнма чӗнсе.


Чӑваш шкулӗсем вӑл уҫрӗ

Маттур ачасем валли.

Тарӑн йӗр ӑшра хӑварчӗ -

Асра юлчӗ ӗмӗре.


Чӑваш халӑхӗ манмарӗ

Аслӑ Вӗрентекенне.

Ун ячӗпеле чысларӗ

Проспектпа бульварсене.


Тавтапуҫ Яковлева-

Ҫутта кӑларчӗ чӑваша.

Мускавра та, Раҫҫейре те

Пӗлеҫҫӗ халь чӑваша!

2 ертӳҫӗ: Мӗн тери ҫепӗҫ те илемлӗ чӑваш чӗлхи! Вӑл ылтӑн-кӗмӗлтен те хаклӑрах, хӗвелпе танах хӗрӳ те хӳхӗм. Кашни сӑмахӗ чуна пырса тивет. Анчах та тепӗр чухне эпир таса чӑваш чӗлхине варалатпӑр, чӑвашла-вырӑсла пӑтратса калаҫатпӑр. Акӑ, итлесе пӑхар-ха пӗр пӗчӗк сценка.

(«Ялта пулса иртнӗ истори» сценка.)

-Сцена ҫине хул айне папкӑ хӗстернӗ директор тухать. Вӑл кирпӗч завочӗнче ӗҫлекен ҫынсене паян мӗн-мӗн тумаллине ӑнлантарать). «Паян пятого числа, пирӗн такие дела тумалла: Иванов Коля кирпич турттарма идёт, Семенов Володя - Чебоксара цемент илме каять. Антонова Анна Петровна бухгалтер вара, завтрашний отчёт хатӗрлет. Чтоб паян ӗҫре полный порядок пултӑр. Лично хам буду проверять. Ҫакӑнпа сегодняшний совещани пӗтрӗ. Спасибо пурне те, до завтра»

1 ертӳҫӗ: Аван-и – ха вара чӗлхене ҫакнашкал пӑсса калаҫни? Вырӑсла чӑвашла хутӑш калаҫни вӑл – культура ҫуккине кӑтартать. Вырӑсла пӗлни, паллах, лайӑх. Калаҫнӑ чух вара вырӑсла пулсан – вырӑсла ҫеҫ, чӑвашла пулсан – чӑвашла ҫеҫ тӗрӗс калаҫни аван. Чӑваш халӑх ҫыравҫи Илпек Микулайӗ ҫапла каланӑ: «Халӑх чӗлхине хисеплени вӑл – тӑван халӑха хисеплени пулать.»

6-мӗш вулакан (хӗр ача) Пурӑн чӗвӗлти чӗлхемӗр! Пурӑн, шӑнкӑрти чӗлхе! Тинех нимле хӑват хуплаймӗ Ᾰна ҫак ҫутӑ тӗнчере!

3. Викторина ирттересси.

Викторина ыйтӑвӗсем. 1). Чӑваш ачисем валли пӗрремӗш чӑваш букварьне кам хатӗрленӗ! (И.Я.Яковлев, 1872 ҫулта) 2) Сулахайран сылтӑмалла та сылтӑмран сулахаялла та пӗр пек вуланакан сӑмахсем тупса калӑр. ( аппа, хӗрӗх, ҫӳҫ, куккук, ала,..) 3) К саспаллипе пуҫланса к саспаллипех пӗтекен сӑмахсем тупӑр. (кушак, курак, кантӑк, карчӑк, кунтӑк, куккук,..) 4) Кам нумайрах сӑмах тупать? (пӗр сӑмахран темиҫе сӑмах тупасси) 5) Ваттисен сӑмахӗсене вӗҫлӗр. – Кам нумай вулать, ….. - Ӗҫчен алӑ …. - Вӗренни – ҫутӑ, … - Ҫӗр тенкӗ пуличчен, … - Ҫӑкӑртан аслӑ … - Ӗҫ ҫынны илем .. – Куҫ хӑрать те … - Шанчӑклӑ тусӑн …

4. Уява вӗҫлени.

1 ертӳҫӗпе 2 ертӳҫӗ пӗрле: Чӑвашра вӑрман та чӑвашла кашлать, Шӑпчӑк та юрлать кунта ав чӑвашла. Пин чӗлхеллӗ халӑх хушшинче Калаҫса ҫӳретӗп эпӗ чӑвашла!

(Илемлӗ чӑваш юрри янӑрать. Юрӑ малтан хыттӑнрах, кайран – хуллен янӑрать. Ачасем уявран саланаҫҫӗ).






Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 4 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ!

Автор: Алексеева Ольга Ивановна

Дата: 11.11.2016

Номер свидетельства: 357907


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства