kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

"Чавашла уяв янратар"

Нажмите, чтобы узнать подробности

Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине тытса пырасси, илемлĕхе курма,  туйма вĕрентесси. Чăваш чĕлхин илемлĕ пуплевĕпе, чăваш юрри-ташшипе килентересси

 

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«"Чавашла уяв янратар"»

Вăйă картинче.

Ертсе пыракан: Хаклă аннесем! Сире эпир паян уяв ячĕпе саламласа ĕлĕкхи вăйă картине выляса кăтартасшăн. Пăхăр-ха, паян кунта мĕн чухлĕ чăваш хĕрĕсемпе каччисем. Епле капăр тăхăнса килнĕ вĕсем. Мĕнле илемлĕ вăл чăваш çи-пуçĕпе тĕрри. Чăваш халăхĕ мĕн авалтан ĕçчен халăх пулнă. Вĕсем уй- хирте те ĕçленĕ, ал ĕçне те тунă, юрра – ташша та пултарнă.

Чăваш хĕрĕсемпе каччисем кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн каçсерен вăййа тухнă. Вăйăра час – часах ывăнни çинчен манса кайнă.

Халĕ эпир ачасемпе асатте-асаннесем çамрăк чух вăййа тухнине выляса парасшăн. Эсир те пирĕнпе пĕрле ташлăр, юрлăр, выльăр, савăнăр.

(пурте кĕрсе каяççĕ).

(Сцена хыçĕнче сасăсем илтĕнеççĕ).

- Матви, атя урама!

- Час тухатăп, кил карти шăлса пĕтерем – ха.

(кăшт тăхтасан)

- Çеруш, выляма тух!

- Кукамай кăлармасть. Кунĕпе йыт хăвалан, килте нимĕн те туман, тет.

- Мĕн тумалла сан?

- Купăста шăвармалла.

Ачасен сассисем.

- Айтăр, пулăшар ăна!

- Пулăшас!

Сцена çинче – пÿрт. Виçĕ ача пÿрт умне тухаççĕ. Арçын ача шăхăрать. Чÿречерен Ванюк пăхать.

1 ача: Ванюк! Урама тух!

Ванюк: Мĕн тума?

2 ача: Вăйă выляма.

Ванюк: Юрать, тухап. Тумланам – ха (çухалать).


Ванюк тухиччен ачасем «Выляма чĕнни» юрра юрлаççĕ).

Ванюк тухать: Ака эпĕ тухрăм та. Мĕнле вăйă выльăпăр?

1 ача: Хамăрăн юлташсене пурне те чĕнер мар – и?

2 ача: Атьăр, чĕнес!

(пурте чаршав хыçне кĕрсе каяççĕ).



Сцена синче ватă асаннепе хĕр ачасем лараççĕ. Асанне ачасене тĕрĕ тĕрлеме вĕрентет. Хĕр ачасем тĕрлеççĕ, пĕри карчăк патĕнче тăрать.

Асанне: Ай, хĕрĕм тĕррÿ пит хитре пулать. Эп вĕрентни сая кайман. Эсĕ, хĕрĕм, ак кунта йĕппе икĕ хутчен вĕттĕн чик те çип вĕçне татса ил. Çĕвĕ сÿтĕлсе каймасть.

Хĕр ача: Юрать, асанне (кайса ларать).

1 хĕр ача: Ай, пÿрнесем ывăнчĕç!

Асанне: Пÿрнесем ывăнсан калама пÿрне такмакĕсем пур. Итлĕр – ха, эп такмакне калатăп, эсир пÿрнесене ман пек сăтăрăр.

- Пÿрне, пÿрне, пÿрнесем,

Аçта кайрăр, пÿрнесем?

- Çак тăванпа иксĕмĕр

Çăнăх йăтма кайрăмăр. (пуç пÿрнине сăтăраççĕ)

- Çак тăванпа иксĕмĕр

Çăмах çăрма кайрăмăр (шĕвĕр пÿрнине сăтăраççĕ)

- Çак тăванпа иксĕмĕр

Çапă пухма кайрăмăр (вăта пÿрнене сăтăраççĕ).

- Çак тăванпа иксĕмĕр

Çăмах яма кайрăмăр (ятсăр пÿрнене сăтăраççĕ).

- Çак тăванпа иксĕмĕр

Çăмах çиме кайрăмăр (кача пÿрнене сăтăраççĕ).

2 хĕр ача: Э-э, кун пек такмаксем эпир те пĕлетпĕр. Час сана выляса кăтартатпăр, асанне.

Хĕр ача: Эпĕ ыйтаканни пулатăп. Эпĕ кача пÿрни пулмастăп.

3 хĕр ача: Ан шавлăр! Шăпа яратпăр.


Ашшĕ хĕрне качча панă,

Ана çиме шăрттан панă,

Шăрттан касма çĕçĕ панă.

Çĕçĕ вĕçĕ тĕрĕллĕ

Кам телейлĕ, çав ыйтать.

- Вăт, Наçтук, эсĕ ыйтаканни пулатăн.

(Наçтук ачасене ят парса тухать).

Наçтук: Эсĕ – пуç пÿрне пулатăн, эсĕ – шĕвĕр пÿрне пулатăн, эсĕ – вăта, эсĕ – ятсăр пÿрне, эсĕ вара кача пÿрне.

(Наçтук ыйтать, ыттисем хуравлаççĕ).

- Пуç пÿрне, атя ларма!

- Пуç ыратать, пымастăп (пуçне тытса ахлатать).

- Шĕвĕр пÿрне, атя ларма!

- Шĕвĕртетĕп, пымастăп (Шĕвĕртнĕ пек тăвать).

- Вăта пÿрне, атя ларма!

- Вăта-а-на-атăп, пымастăп (Вăтаннине кăтартать).

- Ятсăр пÿрне, атя ларма!

- Ятлаçатăп, пымастăп (ятлаçать).

- Кача пÿрне, атя ларма!

- Качча каятăп, пымастăп (тăрса саркаланать).


Асанне: Ну, çитĕ выляса. Вăйă вăхăтлăх, ĕç ĕмĕрлĕх теççĕ.

Хĕр ачасем: Асанне, эпир тĕрлесе пĕтертĕмĕр.

Асанне (пыра- пыра пăхать): Ну – кă, ну – кă, сирĕн ĕçе курам. Ай, мĕнле маттурсем эсир. Епле хитре сирĕн тĕррĕрсем!

4 хĕр ача: Ман хитрех мар çав.

Асанне: Хитре хĕрĕм, хитре. Ал тунине пÿ çĕклет. Кĕрем – ха эп пÿрте эсир выльăрах.

(Асанне кĕрсе каять. Хĕр ачасем пĕр – пĕрин ĕçне мухтаççĕ, тытса пăхаççĕ).


Сасартăк арсын ачасем тухаççĕ. Вĕсем хыттăн таплаттарса, сăвă каласа килеççĕ.

Арсын ачасем: Эпир кам, эпир кам?

Сысна пасар панчисем

Пире хирĕç тăракан

Хăй те сысна пулакан!

Хĕр ачасем: Ай, мĕн хăратса çÿретĕр эсир?! Сывлăх сунма пĕлместĕр – им?

Арçын ачасем: Салам, хĕр ачасем!

Хĕр ачасем: Салам! Салам!


Хĕр ача: Пурте пуçтарăнса çитрĕмĕр. Вăйă картине тăрса юрă шăрантарар.

(Ачасем алла – аллăн тытăнса тăрса «Çĕмĕрт çеçки çурăлать» юрра шăрантараççĕ).


1.Çĕмĕрт çеçки çурăлать те,

Çĕмĕрт çеçки çурăлать,

Вăрман витĕр курăнать /2 х


2.Шурă кĕпе тăхăнсан та,

Шурă кĕпе тăхăнсан,

Вăйă витĕр курăнать /2 х


3.Çутă пушмак, шур чăлха та,

Çутă пушмак, шур чăлха.

Кирĕк тивмест тетĕр-им? /2 х



4.Вылямастăр, кулмастăр та,

Вылямастăр, кулмастăр.

Вăйă иртмест тетĕр-им? /2 х


5.Чăрăш кĕлет, сар кĕлет те,

Чăрăш кĕлет, сар кĕлет.

Тăрри чăнкă килĕшет /2 х


6.Эпир вăййа тухсассăн та,

Эпир вăййа тухсассăн,

Юрлани те килĕшет /2 х


1 ача: Акă вăййа тухрăмăр,

Вăй картине тăтăмăр.

Юр юрласа ташлар – и?

Вăй выляса савнар – и?

2 ача: Айтăр, вăйă выльăпăр!

3 ача: Мĕнле вăйă?

1 ача: «Çерем пăсса вир акрăм».

(Хĕр ачасемпе арçын ачасем икĕ картана тăраççĕ, хире – хирĕç черетпе утаççĕ, юрлаççĕ).

Ачасем вăййа 2 хут выляççĕ.


- Çерем ватса, çерем ватса вир акрăм. /2 х

-Эпир ăна таптатпăр /2 х

-Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе таптатăр?   /2 х

-Кĕтÿ кĕртсе таптатпăр. /2 х

- Эпир ăна, эпир ăна тытатпăр /2 х

- Эсир мĕнпе тытатăр? /2 х

- Чĕн йĕвенпе, чĕн йĕвенпе тытатпăр /2 х

- Эпир ăна илетпĕр! /2 х

- Эсир мĕнпе, эсир мĕнпе илетĕр? /2 х

- Пин сум парса илетпĕр /2 х

- Пире пин сум , пире пин сум кирлĕ мар. /2 х

- Сире тата мĕн кирлĕ? /2 х

- Пире тата, пире тата хĕр кирлĕ/2 х

- Пирĕн çунат катăлчĕ /2 х

- Пирĕн çунат, пирĕн çунат хушăнчĕ/ 2х




Ача: Атьăр урăх вăйă выляр. Эпĕ çĕнĕ вăйă пĕлетĕп. Вăл «Такша пуç» ятлă. Унта сăвă каланă хыççăн пĕр сасă та кăлармалла мар, çăвара хупса шăп тăмалла. Кам сасă кăларать, унăн мĕн те пулин тумалла пулать.

Пурте пĕрле: Шăп пулăр -

Шăпкăн акрăм

Шăп пулăр -

Шăпкăн шăтать

Шăп пулăр -

Шăпкăн ÿсет.

Ача: Такша пуç!

(Пурте çăварĕсене хупаççĕ. Тĕрлĕрен хусканусем туса пĕр – пĕрне култарма тăрăшаççĕ. Пĕр ачи чăтаймасть, кулса ярать. Ана ташлаттарма йышăнаççĕ.)

Ача: Çеруш кулчĕ.

Ача: Мĕн тутарар ăна?

Ачасем: Ташлаттарар.

Çеруш: Манпа пĕрле ташлатăр- и?

Ачасем: Ташлар, ташлар. Ташлатпăр!

(Такмак каласа ачасем ташлаççĕ.)

Çак вăййа тепĕр хут выляççĕ.

Ача: Анюк кулса ячĕ. Мĕн тутаратпăр ăна?

Ача: Мĕн тумалли юлчĕ – ши? Юмах ярса патăр – ши?

Анюк: «Вырăсла пĕлекенсем» ятлă юмах каласа парам – ха. Тен сирен хушăра та çакăн пек вырăссем пур.

(Анюк юмахне каласа пĕтерсен)

Анюк: Ан манăр, тусăмсем! Атте – анне чĕлхи – пуринчен те пахи, атте – анне чĕлхи – пуринчен те илемли.

Арсын ача: Пулам – ха эп ертÿçĕ

Выляттарам пĕр вăйă

«Çĕрĕ памалла» килĕшетĕр – и?

Камрине пĕлейĕр – и?

Ачасем: Килĕшетпĕр, выляр!

Арсын ача: (залалла пахса калать)

Пĕрре, иккĕ, виççĕ –

Кама çĕрĕ парам – ши?

Павăл кутăн, Ваççа мăран…

Хамрах хăварас мар – ши?

(Ачасем енне çаврăнса калать).

Аллусене тăсăр – ха,

Пÿрнÿсене çăт тытăр –

Çĕрĕ тухса ан ÿктĕр.



(Ертуçĕ çĕрĕ валеçсе тухать те, Ванюкран çĕрĕ камрине ыйтать. Лешĕ пĕлеймест. Ана ташлаттарма йышăнаççĕ. Лешĕ юлташĕсене пулăшма ыйтать.)


«Тух – ха Ванюк пирĕн ума» юрра юрласа параççĕ


Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Тух-ха Ванюк пирĕн умма,

Эсĕ ташша пит ăста.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Ташласа пар савăнтар,

Эпир алă çупăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Ĕнтĕ Ванюк хыççăн эпир

Пурте ташша ярăпăр.

Кăвва, кăвва, кăвва, кăвва,

Кăвва, кăвва, тут ,тут!

.


Çĕрĕ валеçекен: Тепре валеçем – ха.

(Ачасем каллех пĕлмеççĕ.)

Ача: Эпĕ сире туптару парам – ха. Мĕкĕт, Сĕкĕт, Чĕпĕт пурăннă тет. Мĕкĕтпе Сĕкĕт пасара кайнă тет. Киле кам юлнă?

Çĕрĕ валеçекен: Чĕпĕт!

(Туптару параканни ăна пырса чĕпĕтет.)

Çĕрĕ валеçекен: Ай – й!

Туптару параканни: Чĕпĕтме хушрăн вĕт.

Çĕрĕ валеçекен: Ай – яй хытă ыратать. Аллусене тăсăр – ха, тепре валеçем.

(Çĕрĕ валеçнĕ вăхăтра 2 арçын ача вăрçса каяççĕ. «Çĕрĕ манра, манра çĕрĕ» тесе. Пĕр – пĕрне витлешÿ такмакĕсем калаççĕ.)

Саша: Ваççа, каççа

Кĕпер урлă каçса

Кĕрсе кайрĕ лаççа

Çуллă пăтă çисе

Урине хуçса.

Ваççа: Саша кайрĕ пасара.

Сысна çине утланса

Сысна кайрĕ ывтăнса

Саша кайрĕ вăркăнса.




Ертсе пыракан: Çитĕ, çитĕ ачасем. Туслă пурăнас пулать.

«Туслă – и ачасем?» вăййа выляса илер – ха.

Вăййа выляма 2-шер ача тухаççĕ, çурăмпа тăраççĕ. Ыттисем 1, 2, 3 – тесе шутлаççĕ те, вĕсем пĕр – пĕрин çине çаврăнса пăхаççĕ. Пĕр еннелле çаврăнсан – туслă, тĕрлĕ еннелле çаврăнсан – туслă мар. Вăййа темиçе хут выляççĕ.

Ертсе пыракан: Туслă пирĕн ачасем.

Хĕр ача: Тусамсем, киле кайма та вахат. Вахатла кемесен атте – анне те варсать.

Хĕр ачасем: Ыйха килет мишукпа, мишукпа

Арçын ачасем: Çывăрас килет çитарпа, çитарпа.

Пурте: Айтăр каяр килелле!

Ачасем пĕр – пĕринпе сывпуллашаççĕ.


-Ырă каç пултăр!

-Ыранччен!

-Тутлă тĕлĕк кур!

-Тĕлĕкре мана кур!

Ачасем пĕчченшерĕн, икшерĕн е виçшерĕн тухса каяççĕ.


Вăйă вĕçленет.



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Начальные классы

Категория: Мероприятия

Целевая аудитория: 3 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
"Чавашла уяв янратар"

Автор: Орлова Алина Николаевна

Дата: 22.12.2021

Номер свидетельства: 595855


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

Распродажа видеоуроков!
1580 руб.
2640 руб.
1270 руб.
2110 руб.
1270 руб.
2110 руб.
ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства