II. Мотивация | (Слайд №1, 2) Определение темы урока, целей и задач – Ачасем, халĕ кĕвĕ янăрать. Сирĕн ăна тимлĕ итлесе вăл мĕнле туйăмсем ҫуратнине, ҫулталăкăн хăш вăхăтне сăнланине каласа памалла пулать. Музыка поможет вам определить тему урока. – Послушайте, пожалуйста, отрывок и скажите, какие чувства и эмоции рождает эта музыка, какое время года она изображает? Звучит отрывок «Весенние воды» С.В. Рахманинова. Ответы обучающихся. – Тĕрĕс, ачасем. Эсир Сергей Васильевич Рахманиновăн «Çурхи шывсем» ятлă композицине итлерĕр. Урок теми: Çурхи юрăсем, сăнсем. Тĕллевĕсем: «Çуркунне» темăна пĕтĕмлетесси. Разучивание песни М. Воиновой «Про весну» | 2 мин |
III. Осмысление | (Слайд №3) – Сирĕн умра Исаак Ильич Левитанăн «Çуркунне» ярăмри ÿкерчĕкĕ. Çуркунне итнине художник мĕнле палăртнă? Сирĕн шутпа, çак ÿкерчĕк мĕн ятлă-ши? Ответы обучающихся. Вĕренекен. Если снег повсюду тает, День становится длинней, Если все зазеленело И в полях звенит ручей, Если солнце ярче светит, Если птицам не до сна, Если стал теплее ветер, Значит, к нам пришла весна. – Çак сăвăра çуркуннен хăш паллисем çинчен каланă? Вěсене тупса палăртатпăр, чăвашла куçаратпăр. Снег тает День становится длинней Зазеленело Звенит ручей Солнце светит Теплее ветер – Çуркунне çитсен юр ирĕлет, кун вăрăмланать, йывăçсем симĕсленеççĕ, шыв шăнкăртатать, хĕвел ăшăтать, çил ăшшăнрах вĕрет. (Слайд №4) Сирĕн умра Алексей Кондратьевич Саврасовăн ÿкерчĕкĕ. Сирĕн шутпа, çак ÿкерчĕк мĕн ятлă-ши? Ответы обучающихся. – Тĕрĕс. Ку ÿкерчĕк вĕçен кайăксем кăнтăртан таврăннине сăнлать. Сăвва итлĕр те пирĕн пата пуш уйăхĕнче мĕнле кайăксем вĕçсе килнине калăр. Вĕренекен. Каласамччě, çуркунне, Епле çитрěн ку енне? Хура курак сассипе, Шăнкăрч тусăн юррипе, Шăнкăр шывăн чуппипе, Тăр-тăр тăри ташшипе, Пěчěк тиха сиккипе, Çитрěм эпě ку енне, - Хуравларě çуркунне. (Слайд №5, 6) (П.И. Чайковский «Подснежник») Ачасем, халĕ кĕвĕ янăрать. Сирĕн ăна тимлĕ итлесе вăл мĕнле туйăмсем ҫуратнине, ҫуркуннен хăш уйăхне сăнланине каласа памалла пулать. Ответы обучающихся. – Тĕрĕс, ачасем. Эсир Петр Ильич Чайковский ҫырнă «Полснежник. Çеҫпĕл» ятлă композицие итлерĕр. Калаҫу малалла ака уйăхĕ ҫинчен пулать. Халĕ «Апрель» юрă юрлатпăр. (Слайд №7) Исполнение песни А. Ермолова «Апрель» Вĕренекен. Два скворца летели, На березку сели, Сели и запели, - Как они летели, как они спешили С берегов заморских В край родимый, милый К беленькой березке! – Ака уйăхĕнче çут çанталăк мĕнле улшăнать? Вĕренекенсем. Пĕрремĕш чечексем тухаççě, йывăçсем çулçă кăлара пуçлаççě. (Слайд №8, 9, 10) – Тĕрĕс, ачасем. Халĕ «Апрель» сăвă итлетпĕр. ÿкерчĕксем патне юрăхлă предлженисене тупса палăртатпăр. Вĕренекен. Шăнкăрчсем хавас юрлаççě, Шарласа шывсем юхаççě, Йăмрасем кăчка лараççě, Чаплă-çке апрель. Çепěç çеçпěлсем тухаççě, Хурăнсем ăшша туяççě, Çамрăк çулçă кăлараççě, Чаплă-çке апрель. Тракторсем хирте ěçлеççě, Тарăн касăсем чěреççě, Тăрисем çÿлте вěçеççě, Чаплă-çке апрель. (Слайд №10) Исполнение песен Ф. Лукина «Тăри» и М. Глинки «Жаворонок» (Обучающиеся анализируют оба произведения). (Слайд №11, 12) Вĕренекен. Пробудившись ото сна, Кистью мягкою весна На ветвях рисует почки На полях — грачей цепочки, Над ожившею листвой — Первый росчерк грозовой, А в тени прозрачной сада — Куст сирени у ограды. – Сирень хăш уйăхра чечеке ларать? (Çу уйăхěнче.) Апла малалла калаçу çу уйăхě çинчен пулě. Çу уйăхě мěнпе палăрса тăрать-ши? Ответы обучающихся. – Тĕрĕс, ачасем. Çу уйăхне чечек уйăхě теме пулать. Ӱкерчěке сăнăр, текста вуласа ăна ят парăр. (Слайд №13) Вĕренекен. – Шăнкăрав пек шурă лантăш Татрăм, – терě манăн тантăш. – Шурă капăр шăнкăрав, Хытă-хытă янăра! Эпě лантăша тăнларăм: Шăнкăравě шарламарě. Ӱкрě кěмěл пек тумла – Сассăр йěчě пулмалла. – Çак сăвă пире мěнле пулма вěрентет? Тавралăх илемлě пултăр тесен пирěн мěн тумалла? Ответы обучающихся. (Слайд №14) Вĕренекен. Снова нет ручьям покоя - День и ночь журчат в кустах. Ходит солнце золотое В чистых-чистых небесах. Льет лучи на лес и луг И на все цветы вокруг: Розовые, синие, Голубые, красные, Как один - красивые, Хоть и очень разные. Вĕренекен. Килчě ырă çуркунне, Килчě ячě ăшăтса. Хěвел савать тěнчене Хěл ыйхинчен вăратса. Тěттěм вăрман чěрěлет, Симěс тумтир тăхăнать. Çеçен хир те ешерет, Илемěпе мухтанать. Тěрлě-тěрлě чечексен Ырă шăрши сарăлать. Пур çěрте те кайăксен Лайăх юрри янăрать. – Çак сăвăсем пире паянхи калаçăва пěтěмлетме пулăшěç. Мěн-ши вăл çуркунне? Çуркунне сăмахпа хěвел кластер тăватпăр. Пĕтĕмлетÿ туни. Отметка лартни. | 30-35 мин |