Урок чувашской литературы на тему "Шанчăклă тус - пурнăç сиплĕхĕ"
Просмотр содержимого документа
««Шанчăклă тус – пурнăç сиплĕхĕ».»
Предмет: тăван литература. Класс (ачасен ӳсӗмĕ): 7
Блок теми: « Шанчăклă тус – пурнăç сиплехĕ».
Урок теми: Архип Александров. «Пирĕн лагерь». Калаври сăнарсем (геройсем, персонажсем), ăшри монолог.
Урок тӗллевӗ: калаçас, тăнласа ăнкарас, ăнланса вулас енсене аталантарни, илемлĕ хайлав темине тата тĕп шухăшне палăртма пĕлни, сӑнарсен шухӑш-кӑмӑлне хакласа уҫса пама пултарни.
Урок тĕсĕ: виҫӗ тапхарлӑ урок тытӑмӗ.
Технологи: «критикăллă» шухăшлава аталантарас технологи усă курса йĕркеленĕ урок.
Урок юхăмĕ
I . Кăсăклантарса яни.
1. Ачасене сывлăх сунни.
2. Инструктаж ирттерни.
3. Килти ĕçе тĕрĕслени
4. Слайдри ӱкерчӗксене пӑхса урок темине палӑртни.
5.«Пĕлетĕп, пĕлтĕм, пĕлес килет» таблицăн пĕрремĕш юпине тултарни.
II . Ăнланса илни
1. Архип Александровăн «Пирĕн лагерь» хайлавне комментариллӗ вулани.
2. Словарь ӗҫӗ
3. Ушкӑнсен ӗҫӗ.
4. Архип Александровăн «Пирĕн лагерь» хайлавне тишкерни.
5. Цитатăллă план çырни.
6. Кану саманчĕ.
7. Теори ыйтăвĕ. Мĕн вăл калав?
8. Ыйту-хурав.
9. Хайлаври литература геройĕсене тишкерни.
III . Рефлекси
1. Литература сăнарне пĕтĕмлетни.
2. «Пĕлетĕп, пĕлтĕм, пĕлес килет» таблицăн иккӗмĕш тата виҫҫемӗш юписене тултарни.
3. Литература диктанчĕ çырни.
4. Кану саманчĕ.
5. Рефлекси карточки.
6. Ачасен хуравӗсене калаттарни е вулаттарни.
7. Ушкăн ертÿçисем кашни ача ӗҫне хаклани.
8. Киле ĕç панине ӑнлантарни (суйласа илме):
Калав содержанине калама хатĕрленмелле;
121 страницăри 1-мĕш ĕçе çырса пурнăçламалла;
Лагере кайнине аса илсе сăнлавлă калав çырмалла.