kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Открытый урок по чувашской литературе по рассказу В.Давыдова-Анатри « К?тмен инкек »

Нажмите, чтобы узнать подробности

                 ?ç – пурн?ç илем?.

(В. Давыдов- Анатрин « К?тмен инкек » тата                                                                                                 Н. Н. Носов?н « Мишкина каша » калав?сем т?р?х)

 6-м?ш класра  ирттермелли урок.

     Сап?рл?х  т?ллев?:  ?çе п?лсе, т?р?с тумаллине в?рентесси, кашни ?ç?н х?й?н й?рки пуррине  ?нлантарасси.

     П?лÿ т?ллев?: хайлаври ?çсен й?ркине, с?нарсене, в?сен ?çне -х?лне пал?ртма в?рентесси, Н. Носов?н «Мишкина каша» калав?пе танлаштарасси

     Аталантару т?ллев?: ачасен шух?шлавне, к?м?л-туй?м турт?мне аталантарасси, танлаштару тума в?рентесси.

    Урок мел?семпе меслеч?сем: текстпа ?çлесси, учитель с?мах?, ачасен илемл? вулав?, словарь ?ç?, ушк?нпа  ?çлени,  ыйту-хурав, ваттисен с?мах?семпе ?çлесси, танлаштарулл? тишкерÿ, синквейн, ик? енл? дневник й?ркелесси.

    Пуплеве аталантарасси: ыйтусем çине туллин хуравласси, вулан? текстпа ус? курса шух?ша çир?плетесси, с?нарсене хак пама кирл? с?мах çавр?н?ш?сене тупма х?н?хтарасси, п?т?млетÿсем т?васси.

       Словарь ?ç?: с?рлеçç?– жужжать, гудеть,   ш?т?кл? питл?х – сетка, пус? – ç?л, с?н? - жало

        Кур?мл?х хат?р?сем: слайдсем (ÿкерч?ксемпе  дидактика материал?сем), компьютер, проектор

       Урок т?с?: хайлав текстне тишкермелли  хут?ш урок

        Урок эпиграф?: «?çе в?ренни- пурн?ç пур?нма в?ренни»

                                                                                            (Ваттисен с?мах?)

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Открытый урок по чувашской литературе по рассказу В.Давыдова-Анатри « К?тмен инкек »»

Ĕç – пурнăç илемĕ.

(В. Давыдов- Анатрин « Кĕтмен инкек » тата Н. Н. Носовăн « Мишкина каша » калавĕсем тăрăх)

6-мĕш класра ирттермелли урок.


Сапǎрлăх тěллевě: ĕçе пĕлсе, тĕрĕс тумаллине вĕрентесси , кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пуррине ăнлантарасси.

Пěлÿ тěллевě: хайлаври ěçсен йěркине, сǎнарсене, вěсен ěçне -хěлне палǎртма вǎрентесси, Н. Носовăн «Мишкина каша» калавěпе танлаштарасси

Аталантару тěллевě: ачасен шухăшлавне, кăмăл-туйăм туртăмне аталантарасси, танлаштару тума вĕрентесси.

Урок мелěсемпе меслечěсем: текстпа ĕçлесси, учитель сăмахĕ, ачасен илемлĕ вулавĕ, словарь ĕçĕ, ушкăнпа ĕçлени, ыйту-хурав, ваттисен сǎмахěсемпе ěçлесси, танлаштаруллă тишкерÿ, синквейн, икě енлě дневник йěркелесси.

Пуплеве аталантарасси: ыйтусем çине туллин хуравласси, вуланǎ текстпа усǎ курса шухǎша çирěплетесси, сăнарсене хак пама кирлĕ сăмах çаврăнăшĕсене тупма хăнăхтарасси, пĕтĕмлетÿсем тăвасси.

Словарь ěçě: сĕрлеççĕ– жужжать, гудеть, шăтăклă питлĕх – сетка, пусă – çăл, сăнă - жало

Курǎмлǎх хатěрěсем: слайдсем (ÿкерчěксемпе дидактика материалěсем), компьютер, проектор

Урок тěсě: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок

Урок эпиграфě: «Ĕçе вĕренни- пурнăç пурăнма вĕренни»

(Ваттисен сǎмахě)


Урок юхăмĕ.

Класа йĕркелени.

– Халĕ пирĕн литература урокĕ. Пĕрне-пĕри куçран пăхса илсе урокра ĕçлеме ăшра ăнăçу сунар.

I. Кăсăклантарса яни.

Ачасем, пурте экран çине пăхатпăр. Сирĕн умра ÿкерчĕксем, мĕн куратăр эсир унта? (тĕрлĕ ĕçре ĕçлекен çынсем).

Вĕсем хăйсен ĕçне юратаççĕ-ши? (Вĕсем пурте хăйсен ĕçне юратакан , чун-чĕрипе ĕçе парăннă çынсем)

Апла паянхи урокра эпир мĕн çинчен калаçăпăр? Паянхи урок темине мĕнле палăртатпăр? ( Ĕç – пурнăç илемĕ)

II Çěнě темăна ăнлантарни

1. Урок эпиграфĕпе паллаштарасси

«Ĕçе вĕренни- пурнăç пурăнма вĕренни»

- Ваттисен сăмахĕнчен мĕн пĕлтĕр?

2.Ыйтусемпе ĕçлесси

1. Ашшĕ арçын ачана мĕншĕн вĕлле туянса парать?

2. Ача мĕншĕн Сахрун мучи патне каять?

3. Сахрун мучи ачана мĕн вĕрентсе калать?

4. Хурт пăхнă чух мĕн пулса иртет?

5.Пыл хурчĕсем тапăнсан ача ăçта çăлăнăç шырать?

6. Пыл хурчĕсем сăхнă хыççăн ачана мĕн пулать?

7.Сахрун мучи Сантăра пыл хурчĕсем сăхни сăлтавне мĕнле ăнлантарать?

8.Сантăр ĕçе тĕрĕс туманнине ăнланса илет-и?

3. Хайлаври героя хак пани.

Учитель сăмахĕ:

-Ачасем, хайлаври тĕп сăнараСантăра кластер мелĕпе характеристика парăпăр.

Ачасемпе пĕрле кластер туни. (Ачасем пĕрин хыççăн тепри доска умĕнче ĕçлеççĕ.)

-Ачасем , Сантăр мĕнле ача? (ырă чунлă, ĕçчен ача). Çакна эпир унăн мĕнле ĕçĕсенчен курма пултаратпăр.

Сантăр хуртсене пăхнă чух йăнăшсем те тăвать. Мĕнле йăнăшсем-ши?

- Сантăр мĕншĕн çак йăнăшсен тăвать? (Вăл ĕç йĕркине пĕлмест)

-Ачасем, эсир пыл хурчĕсемпе ĕçлемелли йĕркене пĕлетĕр-и?

-Пыл хурчĕсем сăхнă хыççăн пуç çаврăнсан мĕн тумалла-ши?

- Инкеке лекнĕ юлташа мĕнле пулашмалла?

4. Икĕ хайлава танлаштарни.

- Халĕ «Кĕтмен инкек» калавпа Николай Носов çырнă «Мишкина каша» калава танлаштарăпăр.


– Малалла çак икĕ хайлавăн пĕрпеклĕхĕсемпе уйрăмлахĕсене палăртар.


«Кĕтмен инкек»

«Мишкина каша»

Хайлаври вăхăт

Çуллахи хĕвеллĕ кун

Çулла

Тĕп сăнарсем камсем?

Сантăр

Мишăпа юлташĕ

Мĕн тăваççĕ?

Пыл хурчесене пăхать

Пăтă пĕçереççĕ

Ачасен ĕçĕ мĕнле вĕсленет?

Хуртсем сăхса пĕтереççĕ

Выçă юлаççĕ

Хайлаври тĕп шухăш

Кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки

Кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки



- Калавсенче пĕр пеккине мĕн асăрхарăн?

- Сантăр мĕн ăнланса илчĕ?

- Мишăпа юлташĕ мĕн ăнланса илчĕç?

-Икĕ калавĕ те мĕне вĕрентеççĕ?

Икĕ калавĕ те пире ĕçе пĕлсе, тĕрĕс тумаллине вĕрентеççĕ. Кашни ĕçĕн йĕрки пур.

Учитель сёмах.%

- Ачасем, айтăр-ха аса илетпĕр ăса вĕрентекен хайлавсене мĕнле ят панăччĕ? (дидактикăллă). Ку хайлавсенче вĕрентнине ваттисен сăмахĕсемпе пĕтĕмлетеççĕ.

III Вěреннине çирěплетни


1.Хайлавсен тĕп шухăшне палăртакан ваттисен сăмахĕсене суйласа илĕр:


Каков мастер, такова и работа

Кончил дело - гуляй смело.

Кто не работает, тот не ест.


Ĕçе пĕлсе тытăнсан юра та вут хыпать, пĕлмесен çу та çунмасть.

Ватăпа ватă пул, çамрăкпа çамрăк пул.

Ĕç çынна мухтава кăларать.

2. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.

1)Ĕç йĕркине пĕлсе ...

2)Ĕç çынна мухтава …

3)Ĕç тăрантарать, кахал …

4)Ĕçе ырана хăварсан …

5)Ĕçе хăнăхман ача усала ...

1) кăларать 2)ĕçлес пулать) 3)пăсать 4) ĕмĕрлĕх юлать 5) вĕренет 6)ĕç ăнмасть



Учитель сăмахĕ: - Ачасем, калав текстне мĕнле ăнланнине тĕрĕслеме эпир икĕ енлĕ дневник çырăпăр.

3. Икĕ енлĕ дневник çырни

Хайлаври цитатăсем

Эпĕ çапла шутлатăп

«пыл хурчĕсем сĕрленине каçса кайса сăнатăп»

Ниçта уйрăлмасăр, тимлĕ пăхать


«Çак ылтан çунатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан чун уçалса каять»

хуртсем пыл пухнине курсан савăнать


Эп те ăс илме ун патне кайма шутларăм

Вĕренме каять

«хăйсен çуртне салатма пынă вăра- хурах вырăнне хунă пулас…»

Тăшман вырăнне йышанаççĕ

«кашни ĕçĕн хăйĕн йĕрки пур»

Ĕçе пĕлсе, тĕрĕс тумалла



IV. Пĕтĕмлетÿ.

1. Эпир паян урокра ĕç çинчен нумай калаçрăмăрĕ Халĕ хамăр шухăша пĕтĕмлетсе сиквейн çырăпăр.





Ĕç

Пархатарлă, усăллă

Савăнтарать, пулăшать, тăрантарать

Ĕç çынна илем курет

Пурнăç

Учитель сăмахĕ: Мĕн авалтанпах чăваш халăхĕ ачасене çамрăклах ĕçлеме вĕрентнĕ. Пĕчĕкрен ĕçлеме хăнăхнă çын ĕçсĕр ларма пултараймасть. Ырми-канми ĕçленине пула хăй пурнăçне майлаштарса пырать. Ĕçлемесĕр нимĕн те пулмасть: çурт-йĕр те лармасть, хырăм та тăранмасть, çи-пуç та пулмасть. Ĕçлекен çыннăн кăна пурнăç ăнса пырать. Пурнăç чăннипех чаплă пултăр тесен пур çыннăн хăйне килĕшекен ĕç суйласа илмелле. Суйласа илни çеç çителĕксĕр – çав ĕçре кăмăлтан тăрашмалла, çитĕнусем тумалла, телейне тупмалла. Вара пурнăç чăннипех те илемлĕ пулĕ.

Урок эпиграфĕ патне таврăнни. ( «Ĕçе вĕренни- пурнăç пурăнма вĕренни»)

2. Ачасене памалли ыйту: 2016 çул Чăваш Республикинче мĕнле ятпа палăрчĕ?(ачасен хуравĕсем).

(ЧР Президенчĕн 2015 çулхи авăн уйăхĕн 7-мĕшĕнч кăларнă хушăвĕпе килĕшуллĕн, 2016 –мĕш çул Ĕç çынни çулталăкĕ)

3.Кашни ача умĕнче икшер смайлик. Пĕри- кăмăллă, тепри- кăмалсăр. Урокран мĕнле камалпа тухса кайнине палартма весене доска çине çыпăстарса хавараççĕ. Урок вĕçĕнче ачасем мĕнле кăмăлла пулнине пĕлетпĕр.

V. Килти ĕç.

1.Калавăн тĕп шухăшĕпе килĕшуллĕ ваттисен сăмахĕсене аса илсе çырса хумалла. 2. „Мана килĕшекен ĕç” сочинени çырмалла.

























































  1. Х.велл. кластер



Сантёрён лайăх ĕçĕсем (мĕн тăвать?)





Сантёрён йăнăшĕсем

(мĕн тăвать?)













2. Икĕ хайлава танлаштарни

«К.тмен инкек»

«Мишкина каша»

Хайлаври вăхăт



Тĕп сăнарсем камсем?



Мĕн тёва==.;



Ачасен .=. м.нле в.=ленет;



Хайлаври т.п шухёш





3.Хайлавсен тĕп шухăшне палăртакан ваттисен сăмахĕсене суйласа илĕр:


Каков мастер, такова и работа

Кончил дело - гуляй смело.

Кто не работает, тот не ест.



Ĕçе пĕлсе тытăнсан юра та вут хыпать, пĕлмесен çу та çунмасть.

Ватăпа ватă пул, çамрăкпа çамрăк пул.

,= =ынна мухтава кёларать?



4. Ваттисен сăмахĕсене вĕçлĕр.


1)Ĕç йĕркине пĕлсе ...

2)Ĕç çынна мухтава …

3)Ĕç тăрантарать, кахал …

4)Ĕçе ырана хăварсан …

5)Ĕçе хăнăхман ача усала ...

Усё курмалли сёмахсем%

1) кăларать 2)ĕçлес пулать) 3)пăсать 4) ĕмĕрлĕх юлать 5) вĕренет 6)ĕç ăнмасть



5.Икĕ енлĕ дневник çырни.



Хайлаври цитатăсем

Эпĕ çапла шутлатăп

« ???пыл хурч.сем с.рленине ка=са кайса сёнатёп»




+ак ылтён =унатсем чечекрен чечеке ларса пыл пухнине курсан чун у=ёлса каять .»



Эп те ёс илме ун патне кайма шутларём




«хёйсен =уртне салатма пынё вёрё-хурах вырённе хунё пулас……»


«кашни .=.н хёй.н й.рки пур»













































Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 6 класс

Скачать
Открытый урок по чувашской литературе по рассказу В.Давыдова-Анатри « К?тмен инкек »

Автор: Степанова Светлана Олеговна

Дата: 02.03.2016

Номер свидетельства: 301413


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства