kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Сценарий Ялан мир пултăр çĕр çинче

Нажмите, чтобы узнать подробности

Сценарий внеклассного мероприятия. Ялан мир пултар сер синче.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Сценарий Ялан мир пултăр çĕр çинче»









Сценарий внеклассного мероприятия

«Ялан мир пултăр çĕр çинче»







Работу выполнили:

Григорьева Зинаида Николаевна,

Учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Турмышская СОШ» Янтиковского

района Чувашской Республики и

Степанова Галина Федоровна

учитель чувашского языка и литературы

МБОУ «Ян-Норвашская СОШ»

Янтиковского района ЧР













Ялан мир пултăр çĕр çинче

Диктор. Паянхи каçа Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче пуç хунă пирĕн асаттесене, аттесемпе пиччесене, ĕмĕр-ĕмĕрех çамрăк юлнă салтаксемпе офицерсене халаллатпăр.

-Вăрçă умĕнхи вальс. «Синий платочек»юрă кĕввипе çар тумĕ тăхăннă 3 мăшăр (хĕрпе каччă) вальс ташласа тухаççĕ.

Ташă пĕтиччен залра çутă сÿнет. Юрă çеммине параппан пăнтăртатни хуплать. Залра прожектор пайăркисем хĕреле-хĕреле çутатма тытăнаççĕ. Вăрçă шавĕ—самолетсем уласа вĕçни, тупăсем çурăлни илтĕнет. Майĕпен шăв-шав лăпланать.

Экран çине «Начало войны» фрагмент тухать. Левитан сасси илтĕнет.

-Сцена çине икĕ енчен çар тумĕ тăхăннă ачасем тухса тăраççĕ.

--Лебедев-Кумачпа Александров çырнă «Священая война» юрă янăраса каять. Ана хор сцена çинче юрлать.

«Сăваплă вăрçă» (Священная война) юрă. Сăвви В. Лебедев-Кумачăн, кĕвви А.Александровăн.

Тăрсам, тăван çĕршывăмăр,

Эс тух çапăçăва.

Сан çинелле ылханлă йăх-

Хура урта шăвать.


Хаярлăх пĕтĕм халăхăн

Вĕретĕр чашкăрса.

Пĕр çын пекех кар тухрăмăр

Сăваплă вут-вăрçа.


Ик хире-хирĕç полюс пек

Эпир килĕштерми.

Эпир – мирпе ыр çутлăхшăн,

Вĕсен фашист тĕрми.


Хирĕç тăрар-и паттăррăн

Пур пусмăрçăсене,

Пирĕн телейĕн çулăмĕ

Сÿнтĕр текенсене.


Çĕршыв çийĕн вĕçтермĕпĕр

Хура çунатсене.

Тăшман атти ан пустăр-и

Тыр-пуллă хирсене.





--Юрă вĕçленес умĕн сцена çине çар тумĕ тăхăннă ертсе пыракансем тухаççĕ.

1-мĕш ертсе пыракан. Ырă кун пултăр, хисеплĕ хăнасем, вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, вăрçă ветеранĕсем!

2-мĕш ертсе пыракан. Кăçал Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи чаплă Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 75 çул çитет. Çак уява халлатпăр та эпир паянхи литературăпа музыка монтажне.

1-мĕш ертсе пыракан. Брестран Мускава çитме 1000 çухрăм. Мускавран Берлина çитме вара-1600 çухрăм. Пурĕ 2600 çухрăм.

2-мĕш ертсе пыракан. Ку вăл тÿрĕ çулпа кайсан. Çапла-и? 2600 çухрăм.

1-мĕш ертсе пыракан. Пуйăспа-тăватă талăк. Самолетпа-тăватă сехет. Чупса та шăвăнса –тăватă çул, 1418 кун, 34000 сехет.

2-мĕш ертсе пыракан. Сăхă тăшман никама та шеллесе тăман: ватă çынсене, хĕр арăмсене, ачасене…27000 млн. совет çыннин пурнăçне татрĕ фашизм.

Пĕрле: 27000 миллион.

1-мĕш вĕренекен. Кунсерен 14000 çын вилнĕ, сехетре -600, минутра - вуннă. Икĕ пин те улт çĕр çухрăма 27000 вил тăпри.

2-мĕш вĕренекен. Кашни 2 метр çĕр çине -15 çын. Совет Союзĕнче пурăнакан çав вăхăтри халăх йышне илес пулсан, кашни саккăрмĕшĕ вилнĕ.

1-мĕш вĕренекен. Кĕтмен çĕртен кÿчĕ тăшман пире шар-

Тăван çĕр çинче хыпса илчĕ пушар.

Вырас тыр-пула çĕрпе çăрчĕç танксем,

Вĕри кĕл купи пулчĕç ял-хуласем.

2-мĕш вĕренекен. Тăкатчĕç пиншер бомбăсем пĕлĕтрен.

Танксем урнă çил пек çÿретчĕç хир урлă.

Хитре хуласем арканатчĕç тĕпрен.-

Нумай пурнăçа витрĕ вилĕм те хурлăх.(А.Алка)

(Вĕренекенсем кĕрсе каяççĕ те юрлакансем тухаççĕ.

Юрă « Шурă кăвакарчăн» Сăвви Н.Янкасăн, кĕвви

Сцена çине 2 вĕренекен тухать. Вĕсем «Асатте аса илĕвĕ» сăвва ылмашăнса вулаççĕ.

1.Аса илсен иртнисене

Куççуль тăкатчĕ асатте.

Вăл пулнă иртнĕ вăрçăра

Пулни-иртни тухмасть асран.

2.Хăрушă Гитлер çарĕсем

Çунтарнă ял-хуласене.

Çук, хĕрхенмен пачах вĕсем

Ватăсене, ачасене.

3.Мĕн чухлĕ вилнĕ салтаксем

Ылханлă вăрҫă хирĕнче

Ман асаттен юлташĕсем

Килеҫҫĕ халь тĕлĕксенче.

4.Мĕн чухлĕ тăлăх ачасем

Тек курайман ашшĕсене.

Куҫҫуль юхтарнă амăшсем.

Аса илсен ачисене

5.Урасăр килнĕ асатте

Ҫухатнă Курск пĕкки ҫинче

Юхать куҫҫулĕ куҫĕнчен

Ури сурать пĕҫ тĕпĕнчен.

6.»Чыса эп ҫухатмарăм»,-тет

Чăтма ҫук йывăр пулсан та

Вут-ҫулăм витĕр талпăнса

Ҫапах таврăнтăм Чăваша.

7.Эп ылханатăп ҫак вăрҫа

Аркатрĕ мĕн чул пурнăҫа

Текех ан килтĕр ҫав тăшман

Эпир нихҫан та парăнман!

1-мĕш ертсе пыракан.  Вăрçă хирĕнче çĕр çуннă, чул шартлатса çурăлнă, тимĕр ирĕлсе шăраннă. Этемĕ мĕнле чăтнă-ши? Апла пулсан та вăрçăри салтакăн та телейлĕ сехет пулнă, вăл – çыру илнĕ сехет. Хăй те меллĕ самант тупăнсанах çийĕнчех хурав пама тăрăшнă, мĕншĕн тесен унран чăтăмсăррăн çыру кĕтнине ăнланнă вăл.

2-мĕш ертсе пыракан. Çапăçу шăплансан вăхăт пур тăк лармашкăн

Пăшалне тасатма, тумтирне юсама

Кăранташ хуçăкне тытнă вăл аллине

Аякри телее асăнса йăпанма,

Кил-йышне хăй çинчен пĕлтерсе хут ямашкăн.

«Çĕрпÿртре» (В землянке) юрра инсценировкăлани. Сăвви А.Сурковăн , кĕвви М. Блантерăн.

(Юрра ерипен юрламалла. Салтаксенечен пĕрисем çыру çыраççĕ, теприсем çыру вулаççĕ, хăшĕсем юрлаççĕ, хăшĕсем пăшалне тасатаççĕ, Салтак амăшĕ патне çырнă çырăва вĕренекен вулать. Çав вăхăтра ыттисем юрра ерипен юрлаççĕ.)

1.Пĕчĕк çеç кăмака. Вут çунать.

Пуленке сăмали куççуль пек.

Çĕр пÿртре маншăн купăс юрлать

Сан куллу та куçу çинчен тек.


2.Сан çинчен пăшăлтатрĕ çтĕмсем

Шурă тумлă Мускав уйĕнче.

Манăн чĕрĕ сасса эс илтсем,

Тунсăхлать саншăн халь вăл пĕччен.


3.Пирĕн хушăмăрта юр кăна.

Эс манран аякра, аякра.

Çăмăл маар халь çитме сан патна,

Выçă вилĕм – тăват утăмра.


4.Купăс çил-тăманран хыт юрла,

Чĕн çĕтсе çÿрекен шăпана

Юратăвăм çунать ман вутра,

Çĕр пÿртре те халь ăшă мана.


Вĕренекен.

Салам, аннеçĕм, ак çыратăп

Сана саламлă çырăва.

Пĕлетĕп эпĕ, ăнланатăп:

Кĕтетĕн эсĕ халь мана.

Самантлăха фашист лăпланчĕ,

Те ырлăха, те хурлăха…

Йĕри-тавра тĕнче лăпланчĕ.

Ан йĕр, ан хуçăл эс, аннеçĕм,

Кунта, паллах, пит çăмăл мар.

Анчах пĕрре те хăрушă мар.

Пĕлетĕн вĕт, эп харсăр санăн,

Мана фашист та ним те мар.

Аттешĕн! Йăмăкшăн! Куккашăн!

Тăван çĕр-шывшăн !Тавăрар!


Ертсе пыракан. Çырусем…çырусем…Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем. Вĕсем чылай кил-йышра халĕ те упранаççĕ.Вĕсене вăхăт саратнă, тĕксĕмлетнĕ, вараланă. Миçе хутчен асаннесем вĕсене кăкăрĕ çумне пăчăртаса йĕмен-ши?

Юрă.»Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем»

Сăвви Ю. Плотниковăн

Кĕвви А. Сергеевăн


Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...,

Вăрăм пулчĕç, йывăр пулчĕç çулĕсем.

Киле çитнĕ инçетрен,

Юнлă вăрçă хирĕнчен

Салтăк çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

Cалтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем —

Иртнĕ вăрçăн ĕмĕрхи хыпарçисем.

Савăнтарнă та пире,

Хурлантарнă та пире

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем.

 

— Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем, —

Çырăвне çапла пуçлатчĕç аттесем. —

Аркатсассăн тăшмана

Кĕтсе илĕр ак мана,

Хаклă мăшăр, ман юратнă ачасем.

 

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Паян кун та упранаççĕ-ха вĕсем.

Çулăм витĕр тухнисем,

Куççульпе йĕпеннисем,

Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем...

Сăвă вулама сцена çине 3 вĕренекен тухать.



1.Илсе кайрĕç вăрçа аттене,

Тепĕр икĕ çултан пиччене.
Пĕр хыпар та килмест çемьене.
Хуйхă-терт хытарать чĕрене.

2.Анчах ирсĕр тăшман алхасать,

Пин-пин ял, хуласем çунтарать.

Никама та тăшман хĕрхенмест-
Тустарать, ҫаратать, вĕлерет.

3.Килсе ҫитрĕ хăрушă хыпар-

Ман аттеҫĕм текех сывă мар

Пуçне хунă, тет, вăл паттăрла,

Питĕ йывăр ун пулчĕ шăпа.
4.Пиччене те пĕтерчĕ тăшман,
Ирсĕре вăл нихçан парăнман.

Выртса юлчĕ вăл çичĕ ютра,

Паттăр ячĕ юлать асăмра.

5.Пĕтĕм ҫын тăшмана ылханать,

Хăй ҫапах та ĕҫре тăрăшать

Уйра тырă акать, пуҫтарать,

Апат-ҫимĕҫ фронта ăсатать.

6.Тĕрлĕ халăх пĕр ҫын пек пулса

Ҫапса хуҫрĕ хаяр пуҫтаха.

Хуса кайрĕ ăна анăҫа,

Парăнтарчĕ тинех нимĕҫе.

7. Тăван халăхăн паттăрлăхне

Ярас марччĕ асран ĕмĕрне.

Янратать савăк юрă чĕре,

Пултăр мир яланах тĕнчере.

1-мĕш ертсе пыракан. Çĕнтерÿ! 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 22 сехет те 50 минутра гитлеровецсен рейхстагĕ тăрринче Хĕрлĕ Ялав, Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшме пуçланă.

2-мĕш ертсе пыракан.

Вăрçă вучĕ пит хаярччĕ,

Пит хăрушă та хĕрÿ.

Тĕнчене çăлса хăварчĕ

Пирĕн аслă Çĕнтерÿ.

1-мĕш ертсе пыракан.. Вăрçă çулĕсенче тыл фронта калама çук пысăк пулăшу кÿнĕ. Кашни рабочи, шкул ачи, пĕр çын пек пулса, Çĕнтерÿ туптас ĕçе хутшăннă.Шкул ачисем «Чаваш пионерĕ» танк тума 300 пин тенкĕ пухса панă.»Чăваш колхозникĕ» танксен колоннипе «Чăваш комсомолĕ»бронетанковăй колоннăна тума та 1 млн. тенкĕ укса пуçтарнă.Эвакуаци йĕркипе килнĕ 70 пин çын хÿтлĕх тупнă чăваш çемйисенче. Аманнисене сиплекен 17 госпиталь ĕçленĕ.

2-мĕш ертсе пыракан.Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн чăвашран тухнă 54 пин салтакпа офицер орден-медаль, 80 яхăн çын Совет Союзĕн Геройĕ ята илме тивĕç пулнă, 11 çын Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем. Тылра вăй хурса фронта пулăшнăшăн 120 пин çынна «1941-1945-мĕш çулсенче Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланă.

1-мĕш ертсе пыракан. Шкул ачисем те аслисенчен юлман. «Чăваш пионерĕ»танк тума 300 пин тенкĕ укçа пухса панă.

2-мĕш ертсе пыракан. «Чăваш колхозникĕ» танксен колоннипе «Чăваш комсомолĕ» бронетанковăй колоннăна тума та 1 млн. тенкĕ укçа пуçтарнă.

1-мĕш ертсе пыракан.

Вăрçă вучĕ пит хаярччĕ,

Пит хăрушă та хĕрÿ.

Тĕнчене çăлса хăварчĕ

Пирĕн аслă Çĕнтерÿ.

(Н.Евстафьев)

2-мĕш ертсе пыракан. Çĕнтерÿ! 1945 çулхи апрелĕн 30-мĕшĕнче 22 сехет те 50 минутра гитлеровецсен рейхстагĕ тăрринче Хĕрлĕ Ялав, Çĕнтерÿ ялавĕ вĕлкĕшме пуçланă.

Юрă. «День Победы» Экран çине вăрçă вĕçленнине сăнлакан фрагмент тухать.

Вăрҫăран таврăнаҫҫĕ салтаксем…

1.Вăрҫăран таврăнаҫҫĕ салтаксем

Кам урасăр, кам суккăр-чăлах.

Куҫҫульне чараймаҫҫĕ амăшсем,

Кăмăлне хытараҫҫĕ кăлăхах.

2.Вăрҫă тухнă ҫулне кĕркунне

Вăл ăсатрĕ вăрҫа мăшăрне.

Илеймерĕ унран пĕр хыпар,

Ун пекки халь ялта сахал мар.

3.Тăватă ывăл ÿсет килĕнче

Вăхăт ҫитрĕ кайма вĕсен те.

Пĕрин хыҫҫăн тепри вăрҫăра

Пуҫне хунă вĕсем паттăрла.

4.Пысăк хуйхă ҫитет ҫемьене,

Ҫĕҫĕ пек вăл касать чĕрене.

Мăшăрпе ачисене тĕлĕкре

Час–часах халь курать вăл пĕрле.

5.Сăх тăшман умĕнче нихăҫан

Ун тĕпренчĕкĕсем пуҫ усман.

Сĕмсĕр, ирсĕр, хаяр нимĕҫе

Хăваланă тăван ҫĕр ҫинчен.

6.Вăрҫăран таврăнаҫҫĕ салтаксем

Тăшмана парăнман паттăрсем.

Анчах пилĕк салтак ĕмĕрне

Тăврăнаймĕ тăван ҫемьене.

1-мĕш ертсе пыракан. Аслă Отечественнăй вăрçă вĕçленнĕренпе 75 çул. 75 çуркунне уйăрса тăрать пире Çĕнтерÿ салючĕсем кĕрлесе иртнĕ кунран. Анчах никам та, нимĕн те манăçа тухман.

«Иртнĕ вăрçăн паттăрĕсем»сăвă.

1-мĕш вĕренекен.

Иртнĕ вăрçан паттăрĕсем,

Паллă мар хăшĕсен ячĕсем

Хирĕç тăнă вĕсем тăшмана

Хăваланă ăна анăçа.

Халь выртаççĕ вĕсем аякра

Вил тăприйĕ çинче хыт хура

Анчах пурте вĕсем чĕрере

Чĕррисен асĕнче ĕмĕре!

2-мĕш вĕренекен.

. Эпир палăк умне пыратпăр

Кунта ятсăр салтак выртать.

Асра тытса пуçа таятпăр

Паттăрлăхне халăх упрать.

Çапăçура вăл харсăр пулнă

Пĕр утăм каялла чакман

Пуласлăхшăн пуçне те хунă

Сăх тăшмана вал парăнман.

3-мĕш вĕренекен.

Çапах та ячĕ пур-ши унăн?

Вăл хăш ялтан? Хăш хуларан?

Мĕнле вăл вилнĕ? Кам вĕлернĕ?

Никам та пĕлеймест çавна.

Ячĕ кирек мĕнле пулсан та

Ун пек салтак пин-пин паян

Çырса тăма вăхăт пулман-тăр

Тăшман çарне аркатмалла.

2-мĕш ертсе пыракан. Вăрçă инкекне, асапне, хурлăхне, тискерлĕхне манма çук. Çĕнтерÿ хакне эпир лайăх пĕлетпĕр. Çĕр-шыва ирсĕр тăшманран сыхласа пуçне хунă паттăрсене пирĕн халăх ĕмĕрне те асран ярас çук.

4-мĕш веренекен.

Ачасен куллипе чечеклентĕр тĕнче

Савăнса, йăл кулса вĕсем тăччăр ирпе

Кирлĕ мар пире вăрçă нихçан та текех

Çĕр çинче пултăр мир яланах, ĕмĕрех!

Юрă. «Ветерансем»

Кĕввипе сăмахĕсем Николай Ивановăн

Çĕр-шыв çине сасартăк тапăнсассăн

Урса кайса хăрушшăн фашистсем.

Пĕр хĕрхенмен çапăçăва тухсассăн

Хăвăр кун-çулăра та салтаксем.

Хушса юрламалли:

Манми эсир, ветерансем,

Вут-çулăм витĕр тухнисем.

Чысра эсир, ветерансем.

Тăшмансене аркатнисем.

Рейхстаг çине çĕнсе хăюллăн çакрăр

Юнпа пĕвеннĕ хĕрлĕ ялава.

Пур тĕнчипех вăй-хăвата кăтартрăр

Тивĕçлисем чапа та мухтава.

Хушса юрламалли:

Манми эсир, ветерансем,

Вут-çулăм витĕр тухнисем.

Чысра эсир, ветерансем.

Тăшмансене аркатнисем.

5-мĕш вĕренекен.

Тавах сире, ветерансем

Çак тăнăç пурнăçшăн тавах.

Сăваплă палăк умĕнче

Пуçтарăнар кашни çулах.

6-мĕш вĕренекен.

Тăр тÿпере хĕвел çутаттăр,

Çутаттăр ырă чĕрене.

Çынна тек вăрçă ан хăраттăр,

Тек вут ан хыптăр тĕнчене.

Пурте.

Пултăр мир ĕмĕрех

Çĕр планета çинче.

(Ачасем шарсем, хутран тунă кăвакарчăнсем çÿлелле çĕклесе «Яланах хĕвел пултăр» юрра юрлаççĕ.














Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Прочее

Целевая аудитория: Прочее

Скачать
Сценарий Ялан мир пултăр çĕр çинче

Автор: Григорьева Зинаида Николаевна

Дата: 02.05.2020

Номер свидетельства: 548554


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства