20-30-м?ш çулсенче Юман М?триин поэзий? те ч?ваш литературинче палл? выр?н йыш?нать: ун?н «Маюк» ятл? поэма: «Çуркунне»: «Ат?л юри»: «Юр?» с?в?сем кун çути курн?; «Шевле вылять»: «Нарспи» проз?лла çап?нса тухн? хайлав?сем пичетленн?. Кунта эпир «Нарспи» хайлавне п?хса тухма т?в тун?. Проз?лла çырн? тер?м?р пулсан та ку хайлава «проз?лла с?в?» теме тив?ç. Термина п?хсанах ?нланма пулать: проза ев?р калавласа е т?рл? эмоцилле туй?мсене с?нарласа сюжетс?р п?р-п?р тем?па çырн? произведени. Выр?сла эпир ?на «стихотворение в прозе» тесе пал?ртатп?р. Литература термин?сен к?ске энциклопедий?нче (Краткая литературная энциклопедия) çапларах пал?ртн?: «Стихотворение в прозе - лирическое произведение в прозаической форме. Для стихотворения в прозе характерны все признаки лирического стихотворения: за исключением метра: ритма: рифмы: небольшой объем: часточленение на мелкие абзацы: подобные строфам: повышенная эмоциональность стиля: круг образов: мотивов: идей: характерных для поэзии данного времени: обычно бессюжетная композиция: общая установка на выражение субъективного впечатления или переживания.
Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Просмотр содержимого документа
«Произведение Метри Юмана "Нарспи"»
Михуткина М.Г.
Мĕтри Юманăн «Нарспи» хайлавĕ.
Мĕтри Юман чăваш литературинче самаях пысăк вырăн йышăнса тăрать. +ав вăхăтрах халăх пултарулăхĕпе те интересленнĕ çыравçă: фольклор произведенийĕсене юратса пухнă: чăваш историне: чĕлхине: йăли-йĕркине тĕпченĕ.
20-30-мĕш çулсенче Юман Мĕтриин поэзийĕ те чăваш литературинче паллă вырăн йышăнать: унăн «Маюк» ятлă поэма: «Çуркунне»: «Атăл юри»: «Юрă» сăвăсем кун çути курнă; «Шевле вылять»: «Нарспи» прозăлла çапăнса тухнă хайлавĕсем пичетленнĕ. Кунта эпир «Нарспи» хайлавне пăхса тухма тĕв тунă. Прозăлла çырнă терĕмĕр пулсан та ку хайлава «прозăлла сăвă» теме тивĕç. Термина пăхсанах ăнланма пулать: проза евĕр калавласа е тĕрлĕ эмоцилле туйăмсене сăнарласа сюжетсăр пĕр-пĕр темăпа çырнă произведени. Вырăсла эпир ăна «стихотворение в прозе» тесе палăртатпăр. Литература терминĕсен кĕске энциклопедийĕнче (Краткая литературная энциклопедия) çапларах палăртнă: «Стихотворение в прозе - лирическое произведение в прозаической форме. Для стихотворения в прозе характерны все признаки лирического стихотворения: за исключением метра: ритма: рифмы: небольшой объем: часточленение на мелкие абзацы: подобные строфам: повышенная эмоциональность стиля: круг образов: мотивов: идей: характерных для поэзии данного времени: обычно бессюжетная композиция: общая установка на выражение субъективного впечатления или переживания. Стихотворение в прозе представляет собой промежуточную форму между поэзией и прозой по стилистическим: тематическим и композиционным: но не по метрическим признакам». Анчах та прозăлла сăвă чĕлхи форми çĕнйĕркелỹ (эпоха Возрождения) вăхăтĕнче романтизм тапхăрĕнче вăй илет. Ун чухне çĕнĕ жанрсен тата лиризм кульчĕн витĕмĕ пулнă. Тĕп çăлкуçсенчен пĕри вара Европăри тĕн лирики проза чĕлхипе хайланинчен: мĕн Библинчен (Псалтирь) пуçласа вăтам ĕмĕрсенчи кĕлĕсемпе мистикăлла хайлав таранах: килет. çыравçăсен сăввисенче ритмикăлла синтаксисла конструкциллĕ темиçе хут каланакан сасăсен йĕрĕсем палăрнă; рифмăсене курма пулман: мĕншĕн тесен илемлĕхе палăртакан сăмахсем: предложенисем: шухăш тĕввисем проза евĕр хайланнă: куç умне пĕрре пăхсан пĕчĕк калав пек е хайлав сыпăкĕсем пек курăннă. Поэтсем ытларах абзацăн-абзацăн йĕркеленĕ хăйсен кăмăл-туйăмĕсене: çапах та шухăшлавĕ тарăн пулнă. Пурнăç çинчен: самана: этем чунĕнчи ыратăвĕсене: юратăвĕсене... палăртасси тĕпре калăпланнă. Апла пулсан «Нарспи» хайлава та «прозăлла сăвă» жанрĕпе çырнă теме пулать. «Суйласа илнисем» кĕнекере ăна прозăласа пичетленĕ: «Чăваш литературипе поэтикин стиль ыйтăвĕсенче» (1989 ç.) - сăвăласа. Курăнать: Мĕтри Юман К.В. Ивановăн «Нарспи» поэмине чунтан юратнă: кăмăлланă: ăна ăша хывнă. Тен: хăй те К.В. Иванов пек çырма ĕмĕтленнĕ. çавăнпа та унăн «Нарспи» хайлавĕнче çав сюжет йĕрĕ хывăннă. Кунта Нарспи кăмăлĕ-шухăшĕ палăрать.
Тырă вырать - кĕлте йăтăнать: утă çулать - çава вылять: тăпаç çапать - йĕтем чĕтрет - кам-ши çав?
Сăвăласа çапла çырăнать:
Тырă вырать - кĕлте йăтăнать:
утă çулать - çава вылять:
тăпаç çапать - йĕтем чĕтрет -
кам-ши çав?
Сăнасан: М. Юманăн «Нарспи» хайлавĕнче те ритмикăлăх пур: çав вăхăтрах прозăланать те; çав-çавах лирикăлăх ытларах палăрать.
Хайлава вуласан: унăн сюжетне тимлĕрех пăхсан вăл икĕ пайран тăнине курма пулать: пĕрремĕшĕнче: Нарспин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ: илемлĕхĕпе ĕçченлĕхĕ сăнланнă; тепĕр пайĕнче Нарспин шăпине çут çанталăкри пулăмсемпе танлаштарса: сăпатлантарса пỹкле вилĕмне кăтартнă. Малтанах Нарспи çут тĕнче илемĕпе киленсе: пурнăçăн малашнехи утăмĕсене калăпланăн туйăнать: çавăнпах калуçă кам-ши çав. тесе: ыйту парса вулакана хумхантарса интереслентерсе ярать. Иккĕмĕш пайĕнче вара геройăн сăнарне риторикăлла ыйтупа пĕтĕмлетет: Нарспи чунĕ мар-ши çав.
Тырă-пулă хăмăш пек кашлать: пĕлĕт çинче тăри юрлать: савăнать-йĕрет: çухăрать-шапăлтатать: сас вылятать-ĕсĕклет – Нарспи чунĕ мар-ши çав.
Пăчă çĕрте: çулçă çулçа чуп тунă чух шăпчăк сасси янăрать: савать: çилленет: юна вылятать: кăкăра хĕртет: пуçа çавăрать: куçа илет – Нарспи чунĕ мар-ши çав.
Аталануллă сюжетра яланах икĕ пай курма пулать: конфликт тĕвĕленсе аталаннă (хĕрсе пынă) тата конфликт сивĕннĕ пайсем. Иккĕшĕн хушшинче кульминаци: хĕрсе çитни тăрать. çак икĕ пайăн калăпăшĕ пĕр пек мар: малтанхи иккĕмĕшĕнчен вăрăмрах (пысăкрах) пулнине ăнлантарса пама май пур. Кульминаци вăхăтне Мĕтри Юман икĕ çаврарах сăнласа панă:
Кашкăр улать – сассăр пулать: çич ют сурать – типсе пырать: тăшман ятлать – хăйнех пулать – кам-ши вăл.
Мĕнлерех ытарлăхпа тулнă çаврасем! Халăх сăмахлăхĕ питĕ пысăк витĕм кỹнĕ кунта. Енчен те К. В. Ивановăн «Нарспине» вуламан: пĕлмен çын пулсан ку хайлаври кульминаци самантне ăнкарса та илейместчĕ пулĕ. «Ăрасланĕ» те: «çичĕ ючĕ» те: «кашкăрĕ» те: йĕвенсĕр урхамахĕ те кунта - Тăхтаман сăнарĕ. çак çаврасенчен курăнать те ĕнтĕ пĕрремĕш пайран иккĕмĕш пая куçни.
çак йĕркесене вуласан Михетер сăнарне тарăнрах ăнланса илетĕн:
...çамрăк чĕре туртнă енне ват пуçна тай: Михетер! Апла-капла пулмасан ỹпкев тивтĕр ху пуçна: ылхав çиттĕр ху килне. Тимĕр картине урлă пуссан: пỹлĕх парнине çылăх тусан ырă кураймăн: Михетер! Кăвак хуппи хупăнса ларĕ: вылян шевле сỹнсе тăрĕ: вĕре çĕлен хĕрне илĕ: чаплă-мухтавлă: ăслă-тирпейлĕ ял пуçĕ.
Этемлĕхĕн икĕ хирĕçле енĕ тĕл пулать кунта: таса та тỹрĕ чунлă: хăй телейĕшĕн кĕрешекен Нарспипе авалхи халăх йăли-йĕркисене тытса пыракан Михетер. Ашшĕшĕн халăх йăли малти вырăнта тăрать: хĕрĕшĕн вара – чун тăрăмĕпе килĕшỹлĕх йăли тата ăраскалшăн кĕрешесси.
Хайлаври çемĕпе интонаци те пысăк содержаниллĕ: çаврăмсенчи тăтăш каланакан пĕр пек сасăсен кĕвĕ янăравлăхĕ: грамматикăн пĕр формиллĕ састашĕсем: синтаксис повторĕсем (тырă вырать – кĕлте йăтăнать: утă çулать - çава вылять: тăпаç çапать – йĕтем чĕтрет – кам-ши çав.) çемĕри сăнарлă шухăшăн эмоцине татах та вăйлатаççĕ: туйăмсен витĕмлĕхне ỹстереççĕ.
çак хайлав поэзине кĕни пирки В.Г. Родионов профессор çапла йĕркесем çырнă: «Паллах: Мĕтри Юман поэт пулнине çирĕплетмеллех. Кунта «прозăлла сăвă» жанрĕпе çырни палăрăмлă пек туйăнать. Мĕншĕн тесен çаврасем тăтăшах рифмăланса пыраççĕ: ритм-çемĕ структури хăйне евĕрлĕ вуланать. Сюжетне пăхсассăн тỹрех «çавăн çинчен» калать тесе палăртаймастпăр: кăна эпир символсем: ытарлă сăнарсем: çут çанталăк пулăмĕсемпе этем пурнăçĕ параллельлĕ пулнипе çеç ăнланатпăр». Хăйĕн прозăлла сăввисене Мĕтри Юман çĕкленỹллĕ пафоспа çырнă. çав хавха вăл вăхăтри ытти литературăсенче те: уйрăмах тухăçри халăхсен сăмахлăхĕнче анлă сарăлнă. Риторикăллă: ыйтуллă предложенисем текста кĕвĕлĕх: ритм кĕртеççĕ. çавна май ăна сăнарлă: ĕненмелле: кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сапăр тăваççĕ.
Каласа хăвармалла: произведенире хирĕç тăрулăх пысăк вырăн йышăнать: халăх тата уйрăм çын: ирĕклĕ тĕнче тата читлĕх т. ыт. те. Параллелизм мелĕ аван курăнать (çут çанталăкпа этем пурнăçне танлаштарни: сăнлани). Хайлава мифологилле çырнă темелле: унта кашкăр: пỹлĕх: арçури: шевле: вĕре çĕлен мифла сăнарсем тĕл пулаççĕ. Халăх сăмахлăхĕн мелĕсемпе усă курни произведение вулакан патне çывхартать: пурнăçпа çыхăнтарать: сăнарлăха вăйлатать. Акă пăхар-ха:
Куç хывать те – йăмра хăрать: кăчăк туртсан – вăрман ташлать: пĕр сасă парсан – каччă сикет: пĕр сăмахран тантăш пĕкĕрлет – кам-ши вăл.
«Нарспи» хайлав ытти çыравçăсене те витĕм кỹнĕ: хавхалану туйăмĕсем çуратнă. Ахальтен мар телейсĕр шăпаллă хĕр сăнарĕ çинчен калакан сюжет тĕнче литературинче кăна мар («Лейли и Меджнун»: «Ромео и Джульетта» тата ыт. те): чăваш литературинчи ытти хайлавсенче те тĕл пулать.
Эпир çапла пĕтĕмлетме пултаратпăр: Мĕтри Юман - прозăлла сăвă ăсти: унăн хайлавĕсем тарăн психологиллĕ: çивĕч ăс-хакăллă: шахвăртуллă та пуян чĕлхеллĕ: чăваш çыннисен пурнăçне мухтакан паха хайлав.