kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Нестер Кириллович Янкас ?ырав?? пултарул?х?

Нажмите, чтобы узнать подробности

Нестер Кириллович Янкас 1909 ?улхи нар?с уй?х?н 20-м?ш?нче Красноармейски район?нчи Янкас ял?нче в?там хресчен ?емйинче ?уралн?. Сак?р ?улта шкула кайн?. Илемл? литератур?на м?н ачаран юратн?.

Нестер Янкас?н ч?н-ч?н хушамач? – Ефимов.

1935 ?улта Нестер Янкас филармони артисткипе Анна Малышкин?па п?рлешет. М?ш?р? умл?-хы?лах 2 ыв?лпа п?р х?р ?уратса уп?шкине пит? сав?нтарн?. Телейл? ашш?сенчен чи телейли туса хун?. Анчах та Нестер Янкаса  репрессилен? ?улах, 1941-м?ш ?улхи сив? к?ркунне, 6 ?ула пусн? Сетнер?н, 4 ?улхи Валерин, 2-ри Роз?н кун-?ул?сем тат?лн?: вы??па, килтен х?валаса к?ларн?скерсен сив?пе в?й?сем чакн?, сывл?х?сем хавшан?, больниц?на хуни те ??лайман.

  Каярахпа Анна Малышкина Николай Комиссаров артиста качча тухн?. Унпа Толя ятл? ыв?л ?уратса ?стерн?.

•1928 ?улта типографире наборщик пулса ??леме тыт?нн?.

•1930 ?улта «Сунтал» журнал редакцине ??леме илн?.

•1932 ?улта Самар хулинчи Мяги яч?пе хисепленекен типографире к?неке кал?плакан редактор пулса ??лен?. В?там Ат?л край?нче ч?вашла тухса т?н? «Колхозник» ха?ат редакций? ?ум?нче литература п?рлеш?в?н ??не хастар хутш?нн?.

•1934 ?улта Ч?ваш писател?сен ??н?рен ч?м?ртанн? организаций?н йышне к?н?. ?ав?нтан вара СССР писател?сен союз?н член? шутланн?.

1934 ?улта Ч?ваш к?неке издательствинче к?неке кал?плакан редактор, унтан «Сунтал» журнал редакций?н ответл? секретар? пулса м?н виличченех ??лен?.

       1941 ?улта Сталин в?х?т?нчи синкерл? саманана пула, Нестер Янкас?н пурн?? ш?пи кут?нла ?авр?нса килет. Октябр?н 21-м?ш?нче Ч?ваш Республикин Асл? Суч?н приговор?пе ?на нумайл?ха т?рмене хупн?. В?л Свердловск обла??нче Анат Тагил хулинчи ??лесе юсанмалли  лагерьте нушаланн?.

      1942 ?улхи декабр?н 27-м?ш?нче ч?ри начар ??ленипе вилн?. Ун чухне в?л 33-ре пулн?. Вил т?прий?н выр?нне никам та п?лмест.

П?т?мпе те 34 ?ула ях?н ?е? пур?нн?. ?апах та к?ске кун-?ул?нче 9 к?неке к?ларса х?варма ?лк?рн?.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Нестер Кириллович Янкас ?ырав?? пултарул?х?»

МБОУ

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Ман ăҫ ми Нест ĕ р Янкас Тух ăҫ л ă та ă н ăҫ л ă ĕҫленĕ сăвăҫ Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр, сцена ҫинчен калаттăмăр.  Георгий Ефимов: Чăваш халăх поэчĕ 1909 -1942 МБОУ

Ман ăҫ ми Нест ĕ р Янкас

Тух ăҫ л ă та ă н ăҫ л ă ĕҫленĕ сăвăҫ

Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ

хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти

сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр,

сцена ҫинчен калаттăмăр.

Георгий Ефимов: Чăваш халăх поэчĕ

1909 -1942

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Ҫын пуласси ачаран паллă  Пулас поэт 1909 ҫулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче вăтам хресчен ҫемйинче ҫуралнă. Сакăр ҫулта шкула кайнă.  Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă. Нестер Янкас урамĕ МБОУ

Ҫын пуласси ачаран паллă

Пулас поэт 1909 ҫулхи нарăсăн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Янкас ялĕнче вăтам хресчен ҫемйинче ҫуралнă. Сакăр ҫулта шкула кайнă.

Илемлĕ литературăна мĕн ачаран юратнă.

Нестер Янкас урамĕ

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Ҫавал шывĕ – тĕкĕр… Тăлăпа ҫӳреҫҫĕ унтах лашасем… Вĕтлĕх ахăлтатрĕ таврара – ян-ян… Чунтан юратнă вăл тăван тавралăха. Ӳсерехпе хăйĕн сăввисенче кăтартнă ăна. Поэт ҫак ҫуртра 1921-1930 ҫулсенче пурăннă МБОУ

Ҫавал шывĕ – тĕкĕр…

Тăлăпа ҫӳреҫҫĕ унтах лашасем…

Вĕтлĕх ахăлтатрĕ таврара – ян-ян…

Чунтан юратнă вăл тăван тавралăха.

Ӳсерехпе хăйĕн сăввисенче кăтартнă ăна.

Поэт ҫак ҫуртра

1921-1930

ҫулсенче пурăннă

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Нестер Янкасăн чăн-чăн хушамачĕ – Ефимов . Вĕсем нихҫан та ҫĕрме пуян пулман, мĕн пуррине хăйсен ĕҫчен аллипе тунă. Аслашшĕн 7 хĕр те пĕр ывăл пулнă. Ефимовсен ҫемйине пурĕ те 2 ятак ҫĕр тивнĕ. Нестер Янкасăн ашшĕ Кирилл Ефимович. Унăн виҫĕ ывăл пулнă - 4 ятак ҫĕр.   МБОУ

Нестер Янкасăн чăн-чăн хушамачĕ – Ефимов . Вĕсем нихҫан та ҫĕрме пуян пулман, мĕн пуррине хăйсен ĕҫчен аллипе тунă. Аслашшĕн 7 хĕр те пĕр ывăл пулнă. Ефимовсен ҫемйине пурĕ те 2 ятак ҫĕр тивнĕ. Нестер Янкасăн ашшĕ Кирилл Ефимович. Унăн виҫĕ ывăл пулнă - 4 ятак ҫĕр.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Иван Ефим Амăшĕ Акулина Захаровна (1880-1928) Ашшĕ Ефимов Кирилл Ефимович (1879-1933) Иван Митрофан ( пиччĕшĕ) Григорий Нестер (1909-1942) (1906-1938) (шăллĕ) (1919) Лиза (йăмăкĕ) (1916-1938) Анна (йăмăкĕ) (1911) Михаил (вилнĕ) 2 МБОУ

Иван

Ефим

Амăшĕ

Акулина Захаровна

(1880-1928)

Ашшĕ

Ефимов Кирилл Ефимович

(1879-1933)

Иван

Митрофан

( пиччĕшĕ)

Григорий

Нестер

(1909-1942)

(1906-1938)

(шăллĕ)

(1919)

Лиза

(йăмăкĕ)

(1916-1938)

Анна

(йăмăкĕ)

(1911)

Михаил

(вилнĕ)

2

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Еремеева Федора ( арăмĕ) Владимир Тамара Инна Петр (2.12 1934) Ветеринари наукисен  докторĕ: профессор Раиса (1933) МБОУ

Еремеева

Федора ( арăмĕ)

Владимир

Тамара

Инна

Петр (2.12 1934)

Ветеринари наукисен

докторĕ: профессор

Раиса

(1933)

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Юратнă ҫемйи 1935 ҫулта Нестер Янкас филармони артисткипе Анна Малышкинăпа пĕрлешет. Мăшăрĕ умлă-хыҫлах 2 ывăлпа пĕр хĕр ҫуратса упăшкине питĕ савăнтарнă. Телейлĕ ашшĕсенчен чи телейли туса хунă. Анчах та Нестер Янкаса репрессиленĕ ҫулах, 1941-мĕш ҫулхи сивĕ кĕркунне, 6 ҫула пуснă Сетнерĕн, 4 ҫулхи Валерин, 2-ри Розăн кун-ҫулĕсем татăлнă: выҫăпа, килтен хăваласа кăларнăскерсен сивĕпе вăйĕсем чакнă, сывлăхĕсем хавшанă, больницăна хуни те ҫăлайман.  Каярахпа Анна Малышкина Николай Комиссаров артиста качча тухнă. Унпа Толя ятлă ывăл ҫуратса ӳстернĕ.  Нестер Янкас ҫемьепе тата ҫемье тусĕсемпе МБОУ

Юратнă ҫемйи

1935 ҫулта Нестер Янкас филармони

артисткипе Анна Малышкинăпа пĕрлешет. Мăшăрĕ умлă-хыҫлах 2 ывăлпа пĕр хĕр ҫуратса упăшкине питĕ савăнтарнă. Телейлĕ ашшĕсенчен чи телейли туса хунă.

Анчах та Нестер Янкаса репрессиленĕ ҫулах, 1941-мĕш ҫулхи сивĕ кĕркунне, 6 ҫула пуснă Сетнерĕн, 4 ҫулхи Валерин, 2-ри Розăн кун-ҫулĕсем татăлнă: выҫăпа, килтен хăваласа кăларнăскерсен сивĕпе вăйĕсем чакнă, сывлăхĕсем хавшанă, больницăна хуни те ҫăлайман.

Каярахпа Анна Малышкина Николай Комиссаров артиста качча тухнă. Унпа Толя ятлă ывăл ҫуратса ӳстернĕ.

Нестер Янкас ҫемьепе тата ҫемье тусĕсемпе

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Ҫемье – чун ăшши Ефимов Нестер Кириллович Анна  Малышкина Валерий Роза Сетнер МБОУ

Ҫемье – чун ăшши

Ефимов

Нестер

Кириллович

Анна

Малышкина

Валерий

Роза

Сетнер

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Раиса Мария Леонид Захар МБОУ

Раиса

Мария

Леонид

Захар

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Юратнă ҫемйи Арăмĕ – Марина Владимировна Мартынкасси хĕрĕ Надя Катя Валерий Александр Лиза МБОУ

Юратнă ҫемйи

Арăмĕ – Марина

Владимировна

Мартынкасси хĕрĕ

Надя

Катя

Валерий

Александр

Лиза

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Нестер нумай вуланă, сăвăсене пăхмасăр калама юратнă. Литература, истори предмечĕсене юратнă. Шкулта «Пучах» ятлă стена хаҫачĕ тухса тăнă.  Вăл редколлегире пулнă. Хаҫатăн пĕр номерĕнче унăн пĕрремĕш сăвви Вируй псевдонимпа тухнă.  Эх, илемлĕ ешĕл улăх Хĕвелпе ҫиҫет чĕрем.  Ҫавал шывĕ тăрă, тулăх Ҫыранне витет ҫерем. МБОУ

Нестер нумай вуланă, сăвăсене пăхмасăр калама юратнă. Литература, истори предмечĕсене юратнă. Шкулта «Пучах» ятлă стена хаҫачĕ тухса тăнă.

Вăл редколлегире пулнă. Хаҫатăн пĕр номерĕнче унăн пĕрремĕш сăвви Вируй псевдонимпа тухнă.

Эх, илемлĕ ешĕл улăх

Хĕвелпе ҫиҫет чĕрем.

Ҫавал шывĕ тăрă, тулăх

Ҫыранне витет ҫерем.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Ашмарин словарĕнче «Янкас» сăмаха ҫапла ăнлантарса ҫырни пур: «Янкас – юмахри герой, Янкас – йăх ячĕ». Йăх ячĕ пулнине ҫирĕп- летейместпĕр. Анчах та пурăннă пулсан, Н.Ян- кас «чăнах та юмахри паттăр» тенине тивĕҫ  пулма пултарнă. Нестер Кириллович Ефимов  Вируй Нестер Янкас Кирилл  Неçукĕ  МБОУ

Ашмарин словарĕнче

«Янкас» сăмаха ҫапла

ăнлантарса ҫырни пур:

«Янкас – юмахри герой,

Янкас – йăх ячĕ».

Йăх ячĕ пулнине ҫирĕп-

летейместпĕр. Анчах та

пурăннă пулсан, Н.Ян-

кас «чăнах та юмахри

паттăр» тенине тивĕҫ

пулма пултарнă.

Нестер Кириллович Ефимов

Вируй

Нестер

Янкас

Кирилл

Неçукĕ

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Вĕреннĕ, ăста пулнă - Малтан тăван ялти пуҫламăш шкулта, - унтан Упири 6 ҫул вĕренмелли шкулта, каярахпа 2 ҫул хушши Ҫĕрпӳри 2 сыпăк- лă шкулта вĕреннĕ. - 1926 ҫулта вăл Шупашкарти типографи ҫумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ. МБОУ

Вĕреннĕ, ăста пулнă

- Малтан тăван ялти пуҫламăш шкулта,

- унтан Упири 6 ҫул вĕренмелли шкулта,

каярахпа 2 ҫул хушши Ҫĕрпӳри 2 сыпăк-

лă шкулта вĕреннĕ.

- 1926 ҫулта вăл Шупашкарти типографи

ҫумĕнчи ФЗО шкулне вĕренме кĕнĕ.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Ăсти епле - ĕҫĕ ҫапла 1928 ҫулта типографире наборщик пулса ĕҫлеме тытăннă. 1930 ҫулта «Сунтал» журнал редакцине ĕҫлеме илнĕ. 1932 ҫулта Самар хулинчи Мяги ячĕпе хисепленекен типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕҫленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаҫат редакцийĕ ҫумĕнче литература пĕрлешĕвĕн ĕҫне хастар хутшăннă. 1934 ҫулта Чăваш писателĕсен ҫĕнĕрен чăмăртаннă организацийĕн йышне кĕнĕ. Ҫавăнтан вара СССР писателĕсен союзĕн членĕ шутланнă. 1934 ҫулта Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕ пулса мĕн виличченех ĕҫленĕ. 1936 ҫулхи 5-мĕш номерĕнче «Юрă» сăвви тухнă МБОУ

Ăсти епле - ĕҫĕ ҫапла

  • 1928 ҫулта типографире наборщик пулса ĕҫлеме тытăннă.
  • 1930 ҫулта «Сунтал» журнал редакцине ĕҫлеме илнĕ.
  • 1932 ҫулта Самар хулинчи Мяги ячĕпе хисепленекен типографире кĕнеке калăплакан редактор пулса ĕҫленĕ. Вăтам Атăл крайĕнче чăвашла тухса тăнă «Колхозник» хаҫат редакцийĕ ҫумĕнче литература пĕрлешĕвĕн ĕҫне хастар хутшăннă.
  • 1934 ҫулта Чăваш писателĕсен ҫĕнĕрен чăмăртаннă организацийĕн йышне кĕнĕ. Ҫавăнтан вара СССР писателĕсен союзĕн членĕ шутланнă.
  • 1934 ҫулта Чăваш кĕнеке издательствинче кĕнеке калăплакан редактор, унтан «Сунтал» журнал редакцийĕн ответлă секретарĕ пулса мĕн виличченех ĕҫленĕ.

1936 ҫулхи 5-мĕш номерĕнче

«Юрă» сăвви тухнă

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Синкер кунĕсем  1941 ҫулта Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманана пула, Нестер Янкасăн пурнăҫ шăпи кутăнла ҫаврăнса килет. Октябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Сучĕн приговорĕпе ăна нумайлăха тĕрмене хупнă. Вăл Свердловск облаҫĕнче Анат Тагил хулинчи ĕҫлесе юсанмалли лагерьте нушаланнă.  1942 ҫулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче чĕри начар ĕҫленипе вилнĕ.  Ун чухне вăл 33-ре пулнă.  Вил тăприйĕн вырăнне никам та пĕлмест.  Н. Ершов МБОУ

Синкер кунĕсем

1941 ҫулта Сталин вăхăтĕнчи синкерлĕ саманана пула, Нестер Янкасăн пурнăҫ шăпи кутăнла ҫаврăнса килет. Октябрĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Аслă Сучĕн приговорĕпе ăна нумайлăха тĕрмене хупнă. Вăл Свердловск облаҫĕнче Анат Тагил хулинчи ĕҫлесе юсанмалли лагерьте нушаланнă.

1942 ҫулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче чĕри начар ĕҫленипе вилнĕ.

Ун чухне вăл 33-ре пулнă.

Вил тăприйĕн вырăнне никам та пĕлмест.

Н. Ершов

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Тусу пултăр хăвăнтан маттур Юлташĕсемпе ҫыру ҫӳретнĕ Н. Янкас ҫыравҫăсемпе пĕрле МБОУ

Тусу пултăр хăвăнтан маттур

Юлташĕсемпе ҫыру ҫӳретнĕ

Н. Янкас ҫыравҫăсемпе пĕрле

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Паллă ҫынсем Н.Янкас ҫинчен  Вăл суйнине, улталанине, икĕ питленнине, ҫынна ҫын пусмăрланине питĕ сивлетчĕ. Ҫыравҫăсенчен Маяковский поэзине, М.Горькине хаклатчĕ, Байрона асăнатчĕ.  Г.К. Кириллов, ҫыравҫă, шăллĕ  Тухăҫлă та ăнăҫлă ĕҫленĕ сăвăҫ. Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр.  Георгий Ефимов, Чăваш халăх поэчĕ Н. Янкас пирĕн вăхăта пурăнса ҫитеймерĕ. Унăн произведенийĕсем сăвăҫăн, калавҫăн, редакторăн пархатарлă ĕҫне халăх хушшинче усраҫҫĕ. Халăх хушшинче усранакан ĕҫ - вăл ырă ĕҫ.   В. Долгов МБОУ

Паллă ҫынсем Н.Янкас ҫинчен

Вăл суйнине, улталанине, икĕ питленнине, ҫынна ҫын пусмăрланине питĕ сивлетчĕ. Ҫыравҫăсенчен Маяковский поэзине, М.Горькине хаклатчĕ, Байрона асăнатчĕ.

Г.К. Кириллов, ҫыравҫă, шăллĕ

Тухăҫлă та ăнăҫлă ĕҫленĕ сăвăҫ. Унăн «Чапаев вилĕмĕ», «Тимĕрҫĕ хĕрĕ», «Мавзолей» тата ытти сăввисене шкулта вĕренеттĕмĕр.

Георгий Ефимов, Чăваш халăх поэчĕ

Н. Янкас пирĕн вăхăта пурăнса ҫитеймерĕ. Унăн произведенийĕсем сăвăҫăн, калавҫăн, редакторăн пархатарлă ĕҫне халăх хушшинче усраҫҫĕ. Халăх хушшинче усранакан ĕҫ - вăл ырă ĕҫ.

В. Долгов

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Эп телейлĕ пулăттăм, Йĕрĕттĕм те кулăттăм,- Чуншăн ҫывăх сăввăма Савнă ҫĕрĕм-шывăм ман, Сарă хĕр пек савăнса Тараватлă йышăнсан. Н. Янкас МБОУ

Эп телейлĕ пулăттăм,

Йĕрĕттĕм те кулăттăм,-

Чуншăн ҫывăх сăввăма

Савнă ҫĕрĕм-шывăм ман,

Сарă хĕр пек савăнса

Тараватлă йышăнсан.

Н. Янкас

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

2

Н. Янкас – литература лаҫҫинче Пĕтĕмпе те 34 ҫула яхăн ҫеҫ пурăннă. Ҫапах та кĕске кун-ҫулĕнче 9 кĕнеке кăларса хăварма ĕлкĕрнĕ. «Викторпа шăнкăрч» 1931 «Сăвăсем» 1932 «Иккĕмĕш парне»1941 «Сăвăсем» 1935 «Сăвăсем» 1930 «Парне» 1940 2 МБОУ

Н. Янкас – литература лаҫҫинче

Пĕтĕмпе те 34 ҫула яхăн ҫеҫ пурăннă. Ҫапах

та кĕске кун-ҫулĕнче 9 кĕнеке кăларса

хăварма ĕлкĕрнĕ.

«Викторпа шăнкăрч»

1931

«Сăвăсем»

1932

«Иккĕмĕш парне»1941

«Сăвăсем»

1935

«Сăвăсем»

1930

«Парне»

1940

2

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас – поэт-лирик   1929 ҫулта вăл «Ӳкĕтлĕ каҫ» поэма ҫырнă. Ҫакăн пек лирикăлла поэмăсем шутне Н. Янкасăн «Шурăмпуҫ, «Ялта» хайлавĕсене кĕртме пулать. Эпосла туртăмпа сăмах ваклани «Михаҫ», «Мухтавлă вилĕмре» лайăх палăрать. Поэтăн «Юлашки юхха», «Зейнаб» поэмăсем те пур. Ача-пăча валли ҫырнă сăвăсем: «Вихтăрпа шăнкăрч» тата «Чапаев вилĕмĕ»…  МБОУ

Н. Янкас – поэт-лирик

  • 1929 ҫулта вăл «Ӳкĕтлĕ каҫ» поэма ҫырнă.
  • Ҫакăн пек лирикăлла поэмăсем шутне Н. Янкасăн «Шурăмпуҫ, «Ялта» хайлавĕсене кĕртме пулать.
  • Эпосла туртăмпа сăмах ваклани «Михаҫ», «Мухтавлă вилĕмре» лайăх палăрать.
  • Поэтăн «Юлашки юхха», «Зейнаб» поэмăсем те пур.
  • Ача-пăча валли ҫырнă сăвăсем: «Вихтăрпа шăнкăрч» тата «Чапаев вилĕмĕ»…

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас – прозаик   Юлашки тапхăрта Н.Янкас прозăра та вăй хунă: вăл 10 яхăн калав-очерк пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Катя», «Сăрнаев», «Телейлĕ ҫул», «Тыткăнра». Ҫак калавсене Н.Янкас 1938-1940 ҫулсенче ҫырнă. Вĕсенчен чи вăйли, чи пахи – «Катя». МБОУ

Н. Янкас – прозаик

Юлашки тапхăрта Н.Янкас прозăра та вăй хунă: вăл 10 яхăн калав-очерк пичетленĕ. Вĕсенчен паллăраххисем: «Катя», «Сăрнаев», «Телейлĕ ҫул», «Тыткăнра». Ҫак калавсене Н.Янкас 1938-1940 ҫулсенче ҫырнă. Вĕсенчен чи вăйли, чи пахи – «Катя».

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н. Янкас – куҫаруҫă   Ăсталăха вĕренес тесе, ытти халăх литературине хамăр халăх хушшине сарас тесе поэт тăлмач ĕҫне юратса туса пынă. Вăл А.Пушкин, М.Лермонтов, Т.Шевченко, Джамбул Джамбаев, М.Гафури ҫырнисене чылай куҫарнă, унăн ытти сăвăҫсен уйрăм хайлавĕсене чăвашлатни те пур. МБОУ

Н. Янкас – куҫаруҫă

Ăсталăха вĕренес тесе, ытти халăх литературине хамăр халăх хушшине сарас тесе поэт тăлмач ĕҫне юратса туса пынă. Вăл А.Пушкин, М.Лермонтов, Т.Шевченко, Джамбул Джамбаев, М.Гафури ҫырнисене чылай куҫарнă, унăн ытти сăвăҫсен уйрăм хайлавĕсене чăвашлатни те пур.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н.Янкас ячĕпе хисепленекен премипе 1991 ҫултан пуҫласа чысланă  Н.Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ ҫакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне ҫирĕплетес, ӳссе ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм ҫынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин ҫитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енпе хавхалантарасси. МБОУ

Н.Янкас ячĕпе хисепленекен премипе 1991 ҫултан пуҫласа чысланă

Н.Янкас ячĕпе хисепленекен преми тĕллевĕ ҫакăн пек: чăваш культурипе искусствине, литературипе чĕлхине аталантарас, культурăпа истори палăкĕсене упрас, халăхсен туслăхне ҫирĕплетес, ӳссе ҫитĕнекен ăрăва тĕрĕс-тĕкел воспитани парас, уйрăм ҫынсен пултарулăхне аталантарас, наци культурин ҫитĕнĕвĕсене халăх хушшине сарас енпе хавхалантарасси.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Нестер Янкас музейĕ  Нарăсăн 25-мĕшĕнче Нестер Янкас ҫуралнăранпа 90 ҫул ирттернĕ каҫ (1999 ҫул), Янкасри Культура ҫурчĕн II хутĕнчи пĕр пӳлĕмре музей уҫнă. Музейра Н.Янкасăн художник ӳкернĕ пысăк портречĕ тата бюсчĕ паллă вырăн йышăнаҫҫĕ. Вĕсене Н.Иванов художник пурнăҫланă. Ҫавăн пекех кунта сăвăҫпа ҫыхăннă документсем, сăнӳкерчĕксем, кĕнекисем пур. Н.Янкас премийĕн лауреачĕсем ҫинчен те пĕлме пулать. МБОУ

Нестер Янкас музейĕ

Нарăсăн 25-мĕшĕнче Нестер Янкас ҫуралнăранпа 90 ҫул ирттернĕ каҫ (1999 ҫул), Янкасри Культура ҫурчĕн II хутĕнчи пĕр пӳлĕмре музей уҫнă. Музейра Н.Янкасăн художник ӳкернĕ пысăк портречĕ тата бюсчĕ паллă вырăн йышăнаҫҫĕ. Вĕсене Н.Иванов художник пурнăҫланă. Ҫавăн пекех кунта сăвăҫпа ҫыхăннă документсем, сăнӳкерчĕксем, кĕнекисем пур. Н.Янкас премийĕн лауреачĕсем ҫинчен те пĕлме пулать.

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Н.Янкас сăввисемпе хывнă юрăсем  Г.Хирбю, И.Степанов, Г.Алексеев тата ытти композиторсем те лирикăлла юрăсем кĕвĕленĕ.  Чун юрри, чĕре юрри  Пархатарлăн юхтăр-и  Ĕҫ ҫыннишĕн яланах  Ĕҫ юлташĕ пултăр-и! – тесе ҫырнă манăҫми поэт МБОУ

Н.Янкас сăввисемпе хывнă юрăсем

Г.Хирбю, И.Степанов, Г.Алексеев тата ытти композиторсем те лирикăлла юрăсем кĕвĕленĕ.

Чун юрри, чĕре юрри

Пархатарлăн юхтăр-и

Ĕҫ ҫыннишĕн яланах

Ĕҫ юлташĕ пултăр-и! – тесе ҫырнă манăҫми поэт

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.

Упи енре ҫуралнă, ӳснĕ  Тăван поэтăмăр Янкас.  Ăна юратнă, хисепленĕ  Хули, сали, йăмраллă каҫ… … Эс пурăн, пурăн, тус-тăванăм,  Сăваплă халăх чĕринче.  Ир-каҫăн чан сасси янранăн  Сассу сан янрĕ ҫĕр ҫинче.  Леонтий Семенов МБОУ

Упи енре ҫуралнă, ӳснĕ

Тăван поэтăмăр Янкас.

Ăна юратнă, хисепленĕ

Хули, сали, йăмраллă каҫ…

… Эс пурăн, пурăн, тус-тăванăм,

Сăваплă халăх чĕринче.

Ир-каҫăн чан сасси янранăн

Сассу сан янрĕ ҫĕр ҫинче.

Леонтий Семенов

МБОУ "Убеевская СОШ" Красноармейского района Васильева В.В., Петрова С.В.


Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Презентации

Целевая аудитория: Прочее

Скачать
Нестер Кириллович Янкас ?ырав?? пултарул?х?

Автор: Васильева Вера Вениаминовна, Петрова Светлана Валерьяновна

Дата: 26.01.2016

Номер свидетельства: 283098


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства