kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Конспект урока по родной литературе «Тӗрӗслӗх – чи хаклӑ пуянлӑх»

Нажмите, чтобы узнать подробности

Урок закрепления знаний.                                                                     

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Конспект урока по родной литературе «Тӗрӗслӗх – чи хаклӑ пуянлӑх»»

Тема: «Тӗрӗслӗх – чи хаклӑ пуянлӑх»

Урок тĕсĕ: хайлав текстне тишкермелли хутăш урок.

Сапăрлăх тĕллевĕ: Пурнӑҫра тӗрӗслӗх ҫулӗпе ҫеҫ утма вӗрентесси. Ултавп тӗрӗслӗхе уйӑрма вӗрентесси.

Пĕлӳ тĕллевĕ: хайлав темипе тĕп шухăшне палăртма вĕрентесси, сӑнарсен характеристикине тума вӗрентесси.

Аталантару тĕллевĕ: ҫыннăн тата сăнарăн ырă тата япăх енĕсене курма, ыррине йышăнса, усаллине сивлеме хăнăхтарасси; хайлаври ĕҫ-пулăма паянхи пурнăҫпа ҫыхăнтарса пурнăҫа ăнланма вĕрентесси.

Урок мелĕсемпе меслечĕсем: учитель сăмахĕ; тишкерӳллĕ вулав; илемлĕ сăмах ҫаврăнăшĕсен синонимĕсене тупса палăртни; тĕп сăнарсене хак пани. Пуплеве аталантарасси: илемлĕ вуласси, текст хыҫҫăнхи ыйтусене хуравласси; ачасемпе хайлавăн тĕп шухăшĕ пирки калаҫасси; ваттисен сăмахĕсемпе ĕҫлесси.

Словарь ĕҫĕ: юпа пек хытса тӑр, кукӑр пӑшалсем, услап, путсӗр, манто, аферист.

Кирлĕ хатĕрсем: презентации

Урок эпиграфĕ: «Тӗрӗслӗх пурпӗрех ҫиеле тухать теҫҫӗ.»

Урок юхăмĕ.

1 Урок пуҫламăшĕнче И. Я. Яковлевӑн халалӗнчен:

Килěшсе ěçленě ěç пысăк усăллă – çакна пěлсе тăрăр, ун пек ěçе юратăр. Чăн пěчěккě ěçе те пит пикенсе, юратса ěçлěр. Пурнăçра курма тÿрě килнě йывăрлăхшăн ан кулянăр. Юратса тусан, чи пěчěкçě ěçе те чаплăлантарса яма, усă паракан тума пулать; ÿркенсе ытахальтен анчах ěçлесен, чăн пысăк ěç те пăрахăçа тухать, хисепрен каять. Лăпкă чунпа килěшсе ěçленě пур ĕç те телейлě пулать, ăнса малалла пырать. Кукăр çулпа çÿресрен, ултавпа тăвас ěçрен хăраса тăрăр: тÿрěлěхсěр, тӗрӗслӗхсӗр курнă усă, ултавпа тупнă телей – тěреклě мар, вăл вăраха пымасть.

- Паян урокра мӗн ҫинчен калаҫӑпӑр?


2. Урок темине палăртатпăр. Тĕллевĕсене калатпăр. Урок эпиграфне вулатпăр, ăнлантаратпăр.

3. «Вуланине астӑватӑр-и?»

  1. Драмӑри ырӑ тата сивлек сӑнарсене ушкӑнласа тухӑр.

  2. Драма ятне ӑнлантарӑр. Ӑна мӗнле сӑнар ячӗпе ҫыхӑнтарма пулать?

  3. Карповсен кил-йышӗнче мӗншӗн хирӗҫӳ сиксе тухнӑ?

  4. Анна мӗншӗн ҫине тӑрса кӗрешет? Текстран тӗслӗх тупса ӗнентерӗр.

  5. Ашшӗ Аннӑна мӗншӗн килӗнчен хӑваласа кӑларса ярать?

  6. «Лармастӑп сан картна» тата «Манто тӑхӑнсан эпӗ шӑнсах вилетӗп», - тет Анна. Мӗншӗн ҫапла калать Анна?

  7. Драмӑра кам кампа хирӗҫет? Конфликт йӗрне тупса палӑртӑр.

  8. Кӗрешӳре пӗччен питӗ йывӑр. Кам Аннӑна пысӑк пулӑшу парать, хуҫӑлса ӳкме памасть.

  9. Кӗрешӳре ҫухатусӑр пулмасть. Кама ҫухатать Анна?

  10. Анна умӗнче икӗ ҫул: 1. Ултавлӑ ырлӑх ҫулӗ, 2. Асаплӑ, хурлӑхлӑ тӗрӗслӗх ҫулӗ. Хӑш ҫулне суйласа илесси хӑйӗнчен кӑна килет. Анна хӑш ҫула суйласа илет?

4. Словарь ӗҫӗ.

5. Кластерсемпе ӗҫлесси.

6. Ваттисен сӑмахӗсемпе ӗҫлесси. Ваттисен сӑмахӗсене пӗрлештеретпӗр, ӑнлантаратпӑр. Хӑйсен ваттисен сӑмахӗсене итлетпӗр.

7. Кану саманчӗ.

8. «Блум» чечекӗ.

9. Синквейн ҫырни.

10. «Сӑнарсене лайӑх астӑватӑр-и» литература диктанчӗ

 

1. Тӗрӗсмарлӑхпа кӗрешекен сӑнар кам?

2. Суя ҫулӗпе утакан сӑнар кам?

3. Пухура мӗн пулса иртнине кам каласа парать?

4. «Хыв кӑҫатна! Ӑна вӑрланӑ укҫапа илнӗ!» – тесе кам калать?

5. Кам хӑйне: «Эпӗ таса ҫын,» - тет.

6. Шӑнса кӳтнӗ Аннӑна кам хӑйсем патне илсе кӗрсе ӑшӑтать?

7. «Паянтан эпӗ чаратӑп сире пӗр-пӗринпе тӗл пулма,» - тесе кам калать?

8. Кам Аннӑна «тӳр пилӗк» тесе калать?

9. «Санпа, сан пеккисемпе – ултавҫӑсемпе, тӑшмансемпе вилмесӗр те кӗрешме пӑрахмастӑп!» – тесе кам калать?

10. Ҫеҫпӗл чечекӗпе кама танлаштарнӑ?


  1. Рефлекси

-Эсир паян урокра мӗн пӗлтӗр?

-Эсир мӗн тума пултартӑр е пултараймарӑр?

-Мана урокра йывӑр пулчӗ.

-Халӗ эпӗ пӗлетӗп.




Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Литература

Категория: Планирование

Целевая аудитория: 9 класс

Скачать
Конспект урока по родной литературе «Тӗрӗслӗх – чи хаклӑ пуянлӑх»

Автор: Моисеева Ирина Николаевна

Дата: 04.10.2021

Номер свидетельства: 588011


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства