kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Программа "Чипер ачасем" (ĕç опытĕнчен)

Нажмите, чтобы узнать подробности

 

Программа «Чипер ача» (ĕç опытĕнчен)

  • Чи малтанах класри ачасене йĕркене хăнăхтарас тесе тупа сăмахĕсемпе чĕнĕвне йышăнса кашни вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче аса илсе вĕренÿ çулне пуçлатпăр.
  • Кашни ир каламалли сăмахсене те пурте вĕренсе асра тытатпăр.
  • «Чипер ачасем» воспитани программине И.Я.Яковлев çырнă «Халалĕ» тăрăх йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ:

хальхи самана валли лайăх, пултаруллă, йĕркеллĕ, çитенÿсем тăвакан, телейлĕ чипер ача пулма пулăшасси.

Çакăнтан тухса тăракан задачăсем:

  1. Ачасен сывлăхне çирĕплетесси, сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пырасси;
  2. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма хавхалантарсси;
  3. Класс, шкул, микрорайон пурнăçне хутшанма вĕрентесси;
  4. Творчествăлла ĕçсен пултарулăхне аталантарасси;
  5. Малашлăхра чипер çынсем пулма пулăшасси.

 Программăна пурнăçлама кирлĕ условисем:

  1. Шкул коллективĕпе, ачасен ашшĕ-амăшепе, вĕрентекенсемпе тачă пулса ĕçлени;
  2. Программа тăрăх ĕçлесе пыма завучпа соцпедагога хутшăнтарни;
  3. Ачасен, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлне, пурнăçне интереслентерме пултарни;
  4. Класра ĕçлекен  вĕрентекенсемпе тачă çыхăну тытни.
  5.  
  • Программăна пурнăçлама 3  тапхăра уйăрса ĕçлеме палăртнă.
  • Чипер ачасен пурнăç йĕркине вĕренекенсемпе пăхса тухса çакăн пек программа йышăнтăмăр. И.Я.Яковлев «Халалĕпе» усă курса программăн  7 енне палартрăмăр.
  • 1-шĕ. Тăван çĕршыв ―анне, ăна сыхлама пĕлмелле  ятлă. Кунти ĕç ачасенче хамăр çĕршыван аваллахĕ, Кăнар  посёлокĕн, ачасем пурнакан ялсен, шкулăн, чăваш халăхĕн  истроине хисеплес, мăнаçланас туйăма аталантарассипе çыхăннă.

Мĕн таватпăр-ха эпир ку енĕпе?

 Класăн, шкулăн, ял-посёлокăн тата районăн йăлана кĕне уявсене хутшăнни,

Вăрçă ветеранĕсемпе ватă çынсем умĕнче тухса калаçни, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен, Çĕнтерÿ тата ытти уявсене  хутшăнни.

Хамăр Чăваш Республикинче, ытти регионсене экскурсие кайни, творчествăлла ĕçсем çырни.

  • 2. Вĕренмелле. Шкул ачин тĕп ĕçĕ вăл- вĕренесси. 5 класри вĕренĕве хальхипе танлаштарсан ачасем вĕренÿ ĕçĕ лайăхланса пыни палăрать.
  • Шкулта, районта, регионсем хушшинче ирттеркен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнатпăр.
  •  5 класранпах  Емельянова Аннапа Фёдоров Алексей пĕтĕм «5» паллăсеммпе вĕренеççĕ.

Кăçал 7 класри ачасем 1-ш хут муниципаллă олимпиадисене хутшăнчĕç. 3-вырăн йышăннă ача та пулчĕ.

  • Культурăпа спорт сывлăхпа сăпайлаăх патне çитерет. Ман класри ачасем спортпа туслă пулни те питĕ савăнтарать. Нумайăшĕ спорт секцине çÿрет, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать. 

Хĕр ачасем – волейбол,

 Яколев Евгений – кире пуканĕ çĕклесе вырăнсем йышăнать.

  • Уйрăмах Артём Рахматов çинче чарăнса тăрас килет. 5 класра вĕренÿре те ĕлкерсе пырайман пулсассăн, ним патне те интерес çукчĕ пулсан, халĕ вĕренÿре те лайăхрах паллăсем илет,  йĕлтĕрпе чупас ăмăртусенче те районта кăна мар, республикăра та вырăнсем йышăнать. 9 класа Шупашкарти спорт шкулне вĕренме куçрĕ.
  • 4-ш. Вăйă- кулă та тивĕçлĕ ĕç. Шкулта пулса иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнатпăр. Пирĕн класс ачисем  уявсене чăвашла юрăсем юрлама вĕренсе, сценкăсемпе спектакльсем кăтартса хутшăнаççĕ. Хĕрачасем клубри ташă тата эстрада юррин кружокĕсене çÿреççĕ.

Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле Кивĕ çула ăсатас уяв йăлана кĕчĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине ачасем хушшинче кăтартас тĕллев лартса хамăр класпа хатĕрленĕ мероприятисене чăвашла ирттеретпĕр. Кашни çул Чăваш чĕлхи кунне хамăрах программа йĕркелесе  вĕренекенсене те хутшăнтаратпăр.

Класпа «Тантăш» хаçат çырăнса илетпĕр.  Экскурсие, Шупашкарти театрсенче лартакан спектакльсене  кайса куратпăр.

  • Кану вăхăчĕ те ĕçсĕр лармалли вăхăт мар. Кашни çул субботниксене тухатпăр. Вĕренекенсем класри та, шкул дежурствине те хаваслансах хутшăнаççĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах «Кĕр мăнтăрĕ» ярмаркки валли ачасем хăйсем ăсталанă япаласем, пахчара пахса ÿстернĕ пахча çимĕç илсе килеççĕ.

  • Программăн тепĕр енĕ - Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан.  Программăн çак пунчĕ аслисене, ватта хисеплеме, юратма, вĕсене пулăшма вĕрентет. Ветерансемпе, хамăр пурнакан вырăнти  хисепле ватăсемпе тел пулусем ирттеретпер, вĕсем çинчен материал тухса çырса –каласа паратпăр.
  • Юлашки пункт – Тăванлăх. Шкул. Çемье. Класри ачасене туслă пурăнма пулăшать, вĕрентет. Хамăр вĕренкенсем  çеç мар, вĕсен ашша-амăшĕ те шкулта, класра пулса иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Походсене те пĕрле çÿретпĕр.

Программăн тĕп шухăшĕ «Кашни кунах ыра ĕç ту» пулнăран класра хайне май традицисем те «çуралчĕç». Кашни çул йывăç лартатпăр, ваттисене пулăшатпăр, шкул тата микрорайон территорине çÿп-çапран пуçтаратпăр; класри ачасем пĕр-перне çуралнă кунпа саламлаççĕ тата ытти те.

Чипер ача пулассине кружоксемпе секцисен ĕçĕ те çăмăллатать.  Манăн класри кашни ача мĕнле  те пулин кружокпа секцине çÿрет.

Грамотăсемпе дипломсем те ачасен портфолиосенче хушăнсах пыраççĕ.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Программа "Чипер ачасем" (ĕç опытĕнчен)»

Программа «Чипер ача»

  • Чи малтанах класри ачасене йĕркене хăнăхтарас тесе тупа сăмахĕсемпе чĕнĕвне йышăнса кашни вĕренÿ çулĕ пуçламăшĕнче аса илсе вĕренÿ çулне пуçлатпăр.

  • Кашни ир каламалли сăмахсене те пурте вĕренсе асра тытатпăр.

  • «Чипер ачасем» воспитани программине И.Я.Яковлев çырнă «Халалĕ» тăрăх йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ:

хальхи самана валли лайăх, пултаруллă, йĕркеллĕ, çитенÿсем тăвакан, телейлĕ чипер ача пулма пулăшасси.

Çакăнтан тухса тăракан задачăсем:

  1. Ачасен сывлăхне çирĕплетесси, сывлăхлă пурнăç йĕркине тытса пырасси;

  2. Вĕренÿре лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыма хавхалантарсси;

  3. Класс, шкул, микрорайон пурнăçне хутшанма вĕрентесси;

  4. Творчествăлла ĕçсен пултарулăхне аталантарасси;

  5. Малашлăхра чипер çынсем пулма пулăшасси.

Программăна пурнăçлама кирлĕ условисем:

  1. Шкул коллективĕпе, ачасен ашшĕ-амăшепе, вĕрентекенсемпе тачă пулса ĕçлени;

  2. Программа тăрăх ĕçлесе пыма завучпа соцпедагога хутшăнтарни;

  3. Ачасен, ашшĕ-амăшĕн ĕçĕ-хĕлне, пурнăçне интереслентерме пултарни;

  4. Класра ĕçлекен вĕрентекенсемпе тачă çыхăну тытни.

  • Программăна пурнăçлама 3 тапхăра уйăрса ĕçлеме палăртнă.

  • Чипер ачасен пурнăç йĕркине вĕренекенсемпе пăхса тухса çакăн пек программа йышăнтăмăр. И.Я.Яковлев «Халалĕпе» усă курса программăн 7 енне палартрăмăр.

  • 1-шĕ. Тăван çĕршыв ―анне, ăна сыхлама пĕлмелле ятлă. Кунти ĕç ачасенче хамăр çĕршыван аваллахĕ, Кăнар посёлокĕн, ачасем пурнакан ялсен, шкулăн, чăваш халăхĕн истроине хисеплес, мăнаçланас туйăма аталантарассипе çыхăннă.

Мĕн таватпăр-ха эпир ку енĕпе?

Класăн, шкулăн, ял-посёлокăн тата районăн йăлана кĕне уявсене хутшăнни,

Вăрçă ветеранĕсемпе ватă çынсем умĕнче тухса калаçни, Тăван çĕршывăн хÿтĕлевçисен, Çĕнтерÿ тата ытти уявсене хутшăнни.

Хамăр Чăваш Республикинче, ытти регионсене экскурсие кайни, творчествăлла ĕçсем çырни.

  • 2. Вĕренмелле. Шкул ачин тĕп ĕçĕ вăл- вĕренесси. 5 класри вĕренĕве хальхипе танлаштарсан ачасем вĕренÿ ĕçĕ лайăхланса пыни палăрать.

  • Шкулта, районта, регионсем хушшинче ирттеркен конкурссемпе олимпиадăсене хутшăнатпăр.

  • 5 класранпах Емельянова Аннапа Фёдоров Алексей пĕтĕм «5» паллăсеммпе вĕренеççĕ.

Кăçал 7 класри ачасем 1-ш хут муниципаллă олимпиадисене хутшăнчĕç. 3-вырăн йышăннă ача та пулчĕ.

  • Культурăпа спорт сывлăхпа сăпайлаăх патне çитерет. Ман класри ачасем спортпа туслă пулни те питĕ савăнтарать. Нумайăшĕ спорт секцине çÿрет, тĕрлĕ ăмăртăва хутшăнать.

Хĕр ачасем – волейбол,

Яколев Евгений – кире пуканĕ çĕклесе вырăнсем йышăнать.

  • Уйрăмах Артём Рахматов çинче чарăнса тăрас килет. 5 класра вĕренÿре те ĕлкерсе пырайман пулсассăн, ним патне те интерес çукчĕ пулсан, халĕ вĕренÿре те лайăхрах паллăсем илет, йĕлтĕрпе чупас ăмăртусенче те районта кăна мар, республикăра та вырăнсем йышăнать. 9 класа Шупашкарти спорт шкулне вĕренме куçрĕ.

  • 4-ш. Вăйă- кулă та тивĕçлĕ ĕç. Шкулта пулса иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнатпăр. Пирĕн класс ачисем уявсене чăвашла юрăсем юрлама вĕренсе, сценкăсемпе спектакльсем кăтартса хутшăнаççĕ. Хĕрачасем клубри ташă тата эстрада юррин кружокĕсене çÿреççĕ.

Ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле Кивĕ çула ăсатас уяв йăлана кĕчĕ. Чăваш халăхĕн йăли-йĕркине ачасем хушшинче кăтартас тĕллев лартса хамăр класпа хатĕрленĕ мероприятисене чăвашла ирттеретпĕр. Кашни çул Чăваш чĕлхи кунне хамăрах программа йĕркелесе вĕренекенсене те хутшăнтаратпăр.

Класпа «Тантăш» хаçат çырăнса илетпĕр. Экскурсие, Шупашкарти театрсенче лартакан спектакльсене кайса куратпăр.

  • Кану вăхăчĕ те ĕçсĕр лармалли вăхăт мар. Кашни çул субботниксене тухатпăр. Вĕренекенсем класри та, шкул дежурствине те хаваслансах хутшăнаççĕ.

Вĕренÿ çулĕ пуçлансанах «Кĕр мăнтăрĕ» ярмаркки валли ачасем хăйсем ăсталанă япаласем, пахчара пахса ÿстернĕ пахча çимĕç илсе килеççĕ.

  • Программăн тепĕр енĕ - Ватта сума сăвакан хăй те сумлă пулакан. Программăн çак пунчĕ аслисене, ватта хисеплеме, юратма, вĕсене пулăшма вĕрентет. Ветерансемпе, хамăр пурнакан вырăнти хисепле ватăсемпе тел пулусем ирттеретпер, вĕсем çинчен материал тухса çырса –каласа паратпăр.

  • Юлашки пункт – Тăванлăх. Шкул. Çемье. Класри ачасене туслă пурăнма пулăшать, вĕрентет. Хамăр вĕренкенсем çеç мар, вĕсен ашша-амăшĕ те шкулта, класра пулса иртекен тĕрлĕ мероприятие хутшăнаççĕ. Походсене те пĕрле çÿретпĕр.

Программăн тĕп шухăшĕ «Кашни кунах ыра ĕç ту» пулнăран класра хайне май традицисем те «çуралчĕç». Кашни çул йывăç лартатпăр, ваттисене пулăшатпăр, шкул тата микрорайон территорине çÿп-çапран пуçтаратпăр; класри ачасем пĕр-перне çуралнă кунпа саламлаççĕ тата ытти те.

  • Чипер ача пулассине кружоксемпе секцисен ĕçĕ те çăмăллатать. Манăн класри кашни ача мĕнле те пулин кружокпа секцине çÿрет.

Грамăтăсемпе диплосем те ачасен портфолиосенче хушăнсах пыраççĕ.

3



Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Классному руководителю

Категория: Прочее

Целевая аудитория: 5 класс

Скачать
Программа "Чипер ачасем" (ĕç опытĕнчен)

Автор: Трофимова Рина Рудольфовна

Дата: 10.10.2020

Номер свидетельства: 559587


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Проверка свидетельства