kopilkaurokov.ru - сайт для учителей

Создайте Ваш сайт учителя Курсы ПК и ППК Видеоуроки Олимпиады Вебинары для учителей

Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенчи чǎваш литератури

Нажмите, чтобы узнать подробности

Любить Родину.Чтить традиции.Учить беречь родных.

Вы уже знаете о суперспособностях современного учителя?
Тратить минимум сил на подготовку и проведение уроков.
Быстро и объективно проверять знания учащихся.
Сделать изучение нового материала максимально понятным.
Избавить себя от подбора заданий и их проверки после уроков.
Наладить дисциплину на своих уроках.
Получить возможность работать творчески.

Просмотр содержимого документа
«Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенчи чǎваш литератури»







Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенчи чǎваш литератури








Ĕçе хатĕрлекенĕ –

Чǎваш чĕлхипе литературине вĕрентекен

Алина Михайловна Алексеева




- 2020 -






Тĕллевĕсем:


  1. Вǎрçǎ çулĕсенчи литературǎпа, ун уйрǎмлǎхĕпе, çыравçисемпе тата вĕсен паллǎрах хайлавĕсемпе паллаштарасси;

  2. Вǎрçǎ этемлĕхшĕн пысǎк трагеди пулнине çирĕплетесси;

  3. Вǎрçǎ çинчен çырнǎ кĕнекесемпе паллаштарса ачасене хǎйсем тĕллĕн ытларах вулама хǎнǎхтарасси, вĕсен паттǎрлǎхпа патриотизм туйǎмĕсене аталантарасси;

  4. Тезиссем çыртарма хǎнǎхтарасси.



Литература:

М.Я.Сироткин «Очерки истории советской чувашской литературы»

Н.С.Дедушкин «Пǎшалпа та, перопа та»

Илемлĕ хайлавсем:

П.П.Хусанкай «Таня» поэма, «Аптраман тавраш» сǎвǎлла роман

Я.Г.Ухсай «Пĕр дивизири чǎваш салтакĕсемпе офицерĕсем чǎваш халǎхне янǎ çыру» (сǎвǎласа çыру евĕр çырнǎ поэма), «Шǎллǎм»

Уйǎп Мишши «Салтак амǎшĕ» поэма

Аркадий Ĕçхĕл «Ăмǎрткайǎк» поэма

С.В.Элкер «Вǎл вилĕмсĕр» поэма



Урок юхǎмĕ:


  1. Класа йĕркелесси. А.В.Александров çырнǎ, В.Лебедев – Кумач кĕвĕленĕ «Священная война» юрǎ янǎрать.


  1. Тема тǎрǎх ĕçлени.

  1. Вǎрçǎ тата писатель тивĕçĕ.

1941 çул. Июнĕн 22-мĕшĕ. Пирĕн аслǎ Тǎван çĕр-шыв çине фашистла Германи вǎрǎ-хурахла тапǎнса кĕнĕ. Тǎван çĕр-шыв ирĕкĕпе никама пǎхǎнманлǎхĕшĕн пынǎ хаяр вǎрçǎ 4 çул кĕрленĕ. Çак вǎрçǎра 20 млн. совет çыннин пурнǎçĕ татǎлнǎ, 1710 хулапа посёлок арканнǎ, 70 000 ял çунса кĕлленнĕ.

Вǎрçǎ тĕнчипе 26 млн. та 265 пин çын пурнǎçне татнǎ.

Фашистсем 2-3 уйǎх хушшинче пĕтĕм Совет çĕрне шǎлса тухма ĕмĕтленнĕ. Тǎнǎç ĕçпе пурǎннǎ çынсем тǎшман эшкерĕсене хирĕç çĕкленнĕ, тылри халǎх фронта туртǎннǎ. Салтак çулне çитмен яш-кĕрĕм те çар комиссариатне пырса тулнǎ. Хĕр упраç та фронта яма ыйтнǎ. Вǎрçǎн малтанхи кунĕсенчех вǎй питти çамрǎк фронта, çапǎçу хирне тухса кайнǎ.

Чǎваш поэчĕсем, писателĕсем те айккине тǎрса юлман. Вǎтам шкулта вĕренекен Валентин Урташ, çулне пысǎклатса кǎтартса,

хǎйне фронта яма ыйтнǎ. Ϋпке чирĕпе аптракан Илле Тукташ поэт та, хǎй чирлине тухтǎрсенчен пытарса, тǎшманпа çапǎçнǎ. Ывǎлĕ вилни çинчен хут килсен ватǎ писатель, граждан вǎрçи паттǎрĕ Максим Данилов – Чалтун хǎй ирĕкĕпе вǎрçа тухса кайнǎ.

Чǎваш писателĕсем пурте тенĕ пекех çапǎçу хирĕнче пулнǎ. Писатель вǎл – халǎхǎн малти ретĕнчи çынни, тĕрĕс те чǎн сǎмах ǎсти. Урǎхла пулма тивĕçĕ çук унǎн. Вǎрçǎ хирне кайма хǎват çитерейменнисем – пĕрремĕш тĕнче вǎрçинчех аманса пĕтнĕ ватǎ Çемен Элкер, пач суккǎр Николай Шелепи, асат хуçнǎ Куçма Чулкаç, йывǎр чирленĕ Иван Ивник, Стихван Шавли, ялти шкулта вĕрентекен Марфа Трубина, пǎшал тытасран иртнĕ Иоаким Максимов-Кошкинский, Пётр Осипов, Иван Мучи, йывǎр аманса таврǎннǎ Хветĕр Уяр хǎйсене фронтри пек туйнǎ. Вĕсем сахал йышпах хаçат-журнал, кĕнеке кǎларнǎ, фронтри тата аманса таврǎннǎ салтаксемпе, ялти ватǎ-вĕтĕпе çыхǎну тытнǎ. Тĕслĕхрен, «Илемлĕ литература» альманах кǎларса тǎнǎ.

Çар пичетĕнче Леонид Агаков, Василий Алагер, Василий Долгов, Илпек Микулайĕ, Василий Ржанов, Федот Çитта, Алексей Талвир, Илле Тукташ, Ухсай Яккǎвĕ, Петĕр Хусанкай, Николай Чурбай, Александр Яндаш тата ытти çамрǎк журналистсемпе писательсем вǎй хунǎ. Вĕсем Шупашкарта чǎвашла тухса тǎнǎ «Чǎваш Коммуни» (хальхи «Хыпар») хаçата, «Илемлĕ литература» (хальхи «Тǎван Атǎл») журнала тǎтǎшах çырса тǎнǎ.

Çар хаçатĕнче ĕçлемен писательсем те çырнǎ: рота командирĕсем пулнǎ Андрей Петтоки, Александр Алка, Тихǎн Петĕркки, взвод комиссарĕсем Иван Вашки, Кĕркури Краснов-Кĕçĕнни, çар врачĕ Куçма Пайраш т.ыт.те.

Чылай чǎваш поэчĕсем, писателĕсем вǎрçǎ хирĕнче выртса юлнǎ, вǎрçǎран таврǎнайман:М.Данилов–Чалтун, И.Думилин,

Хв. Çитта, А.Петтоки, К.Кольцов, Вл. Бараев,

М. Ястран, Е. Еллиев, М. Аттай, И. Викторов,

В. Васькин, А. Орлов, Кǎтра Мишша, В. Усли,

Н. Чурпай, Н. Пиктемир, Ф. Николаев (Сергеев), В. Туртуш. Вĕсем хаяр çапǎçура пуçне хунǎ. Мĕн чухлĕ çамрǎкǎн тǎван поэзирен, тǎван халǎхран тин çеç пуçланǎ сǎввисене çырса пĕтереймесĕрех уйрǎлма тивнĕ!


(Хурлǎхлǎ кĕвĕ янǎрать)


Вǎрçǎра пулнǎ писательсенчен чылайǎшĕ политрук пулса ĕçленĕ. Çав вǎхǎтрах вĕсем çапǎçу хирĕнче те пулнǎ, канлĕрех самантсенче ларса та çырнǎ. Çавǎн пек вĕсем тǎшмансене хирĕç, Н.С.Дедушкин критик калашле, пǎшалпа та, перопа та çапǎçнǎ.


  1. Вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи поэзи тата ун уйрǎмлǎхĕ –сем.

Вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи литература формипе ытларах поэзипе тулли пулнǎ. Поэзи çын чĕрине часах çитнĕ. Паллах, вǎрçǎ хирĕнче пысǎк произведенисем çуралма пултарайман. Сǎвǎсемпе калавсем, статьясемпе тĕрленчĕксем, çырусемпе очерксем килнĕ фронтран.

Литература тематики тĕпренех улшǎнать. Произведенисенчи тĕп сǎнар – фашизма хирĕç çĕкленнĕ совет салтакĕн сǎнарĕ пулса тǎрать. Вǎрçǎн малтанхи кунĕсенчех çырнǎ произведенисенче пуринче тенĕ пекех пĕр тĕп шухǎша палǎртма пулать: Тǎван çĕр-шыва хÿтĕлесси, фашизма çапса салатасси, фронтпа тылра паттǎр ĕçсем тǎвасси.

Малтанхи вǎхǎтрах йыхрав поэзийĕ аталаннǎ. Хǎйсен сǎввисемпе поэтсем фашистсене хǎвǎртрах совет çĕрĕнчен хǎваласа кǎларса яма, Тǎван çĕр-шыва хÿтĕлеме, тылпа фронта тачǎ çыхǎнса тǎма, тыла фронта пулǎшма йыхǎрнǎ.

Тĕслĕхрен:

Тǎшман урать. Тǎшман хурахланать.

Ĕçесшĕн вǎл ĕçчен этем юнне.

Чĕрем çунать те, ал кǎварланать,

Часрах ватас килет шǎлне унне! – тесе çырнǎ фронтри çамрǎк сǎвǎç Варфоломей Энжей.

Çап фашиста ураран –

Вǎл малалла ан уттǎр!

Хǎйĕн юнлǎ урипе

Пирĕн çĕре ан пустǎр! –

тесе ǎсатнǎ салтаксене ватǎ юрǎçǎ Кашкǎр Микули.

Вǎрçа салтакра, Хĕвел анǎç чиккинче, кĕтсе илнĕ Уйǎп Мишши поэт стройри çамрǎксене вĕрентсе каланǎ:

Сан пĕр ĕç: нимĕçе вĕлер!

Ăна аркат, çунтар, пĕçерт,

Ăна эс чĕррĕн ан вĕçерт!

Çĕр-шывǎн çурçĕр енче çапǎçнǎ Кĕçтук Кольцов сǎвǎç командир салтаксен юратнǎ юлташĕ пулнǎ. Ăна Карелире халĕ те ас тǎваççĕ. Унǎн вирлĕ сǎмахĕсене гранит çине касса çырнǎ:

Юншǎн – юн!

Ирсĕр вилĕмшĕн – вилĕм!

Малалла, тǎшмана çĕнтерме!

Вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи поэзин тепĕр уйрǎмлǎхĕ вǎл – халǎх сǎмахлǎхĕпе туллин усǎ курни. Тĕслĕхрен, Иван Ивник хǎйĕн «Ылхан» ятлǎ сǎввинче халǎхра питĕ тарǎхса ылханнǎ чух мĕнле сǎмахсемпе ылханаççĕ, çавǎн пек фашистсене ылханать.


Пĕр ача сǎвва пǎхмасǎр вулать. Е СССР халǎх артистки Вера Кузьмина вуланине итлеттерме пулать.


Ылхан сана, хура ылхан,

Тилĕпеле сысна йǎхне.

Чее те сĕмсĕр майпалан

Эс кĕтĕн пирĕн çĕр çине.


Ылхан сана, виç хут ылхан,

Çĕлен-калта йǎхне-тĕпне,

Пĕр систермесĕр йǎвунтан

Эс тǎсрǎн вилĕм сǎннине.


Ылхан сана, çич хут ылхан,

Тĕнчен хура вǎр-хурахне,

Ăмсаннǎ имĕш тахçантан

Эс пирĕн халǎх пурлǎхне!


Ылхан сана, çĕр хут ылхан,

Ал тǎснǎшǎн хĕвел çине:

Хǎртасшǎн пулнǎ-мĕн, тǎшман,

Эс пирĕн халǎх телейне.


Ылхан çине ылхан сана

Таптанǎшǎн çĕре-шыва.

Ăçта эс пуснǎ уруна,

Унта путлантǎн эс шавах.


Ылхан сана, пин хут ылхан,

Аркатнǎшǎн хуласене,

Çак çут тĕнче ниçта, нихçан

Сана ан илтĕр ытамне.


Ылхан сана, ылхан кǎна,

Асап кÿнишĕн халǎха,

Тǎрлавсǎр вилĕм сан чунна

Кǎлартǎр чапсǎр, кǎлǎхах.


Çĕр çĕклейми ылхан сана

Пур ĕмĕр-ĕмĕр тǎршшине.

Аçа кикен те тǎпруна

Шǎтса ан палǎрттǎр санне!


Тǎван çĕр-шывǎн аслǎ вǎрçи çулĕсенчи сǎвǎсем – вǎрçǎ паттǎрĕсем çинчен çырнǎ сǎвǎлла репортажсем. (Репортаж тесе эпир пулса иртнĕ ĕçсем çинчен хаçатра е радиопа журналист хǎй мĕн курнине çырса е каласа кǎтартнине калатпǎр). Тĕслĕхрен, П. Хусанкай «Пулчĕ вǎрçǎ» сǎвǎ ярǎмĕнче совет салтакĕсен паттǎрлǎхне кǎтартса парать. Автор «Ахмет Делиевǎн маттурлǎхĕ» сǎвǎра узбек ачи Ахмет кавалерист нимĕç офицерне тыткǎна илнине çырса парать; «Ширшов комсомолецǎн паттǎрлǎхĕ» сǎвǎра Ширшов комсомолец аманнǎ 3 юлташне шыв урлǎ каçарать; «Арам Петросян» сǎвǎра вара Петросян коммунист нимĕç ефрейторĕпе офицерне вĕлерет, тыткǎнран тухса тарать, тǎшман складне сирпĕтет. Ку йышши сǎвǎсене татах та илсе пама пулать. Пĕтĕмлетсе каласан, вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи литературǎра (çавǎн пекех поэзире те) документлǎхпа публицистикǎлǎх хытǎ палǎрса тǎнǎ. Ку вǎл унǎн вǎйлǎ енĕсенчен пĕри пулнǎ.

Вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи лирика тулли сǎнарлǎхĕпе те уйрǎлса тǎнǎ. Тĕслĕхрен, çавǎн пек сǎвǎсенчен пĕри вǎл – эсир пурте пĕлекен А.Алкан «Ырǎ ят» сǎвви.


Сǎвва пĕр ача вулать:


Çĕрлехи çапǎçу чакаланǎ сǎрта

Çутатать ирхи шуçǎм – çут ылтǎн…

Сывлǎм ÿкнĕ варта çамрǎк паттǎр выртать,

Пǎшалне чǎмǎртанǎ хǎй хыттǎн.


Ϋксе выртнǎ çĕрте юлташне вǎл шырать.

Вǎйсǎр куçĕ ун вилĕм пек сыхǎ…

Юлташ мар-çке умра, савни мар-çке çумра,-

Палламан хĕр сÿтет шурǎ çыхǎ.


«Ан та тǎрǎш, юлташ, - илтĕнет лǎпкǎ сас,-

Сǎрхǎнать юлашки чĕрĕ юнǎм;

Ϋте пуля кǎшлать, ǎша тимĕр касать;

Сивĕ вилĕм туять çамрǎк чунǎм.


Итлесем, ырǎ хĕр: илт савниçĕм ятне,

Ман чĕрем çумĕнчех унǎн адресĕ.

Аслǎ Атǎл ялне, савнǎ тусǎм патне,

Ман çинчен пĕлтерсе çыру яр эсĕ.


Эс пĕлтер ǎна: вилĕм пǎхсан куçǎмран

Çÿçенсе каялла эп чакмарǎм.

Куç курми тǎвǎлра, чарǎнми çулǎмра

Эпĕ çапǎçрǎм çивĕч, хаяррǎн.


Эс пĕлтерччĕ ǎна: шухǎ çамрǎк пуçа

Эп çĕр-шывǎн телейĕшĕн патǎм.

Пурнǎçа юратса эп хупатǎп куçа –

Çĕр çинче ман юлать ырǎ ятǎм…»


Çÿлте çǎлтǎр сÿнет. Çĕре сывлǎм çǎвать.

Пĕлĕте Сар хĕвел ыталасшǎн.

Ырǎ хĕр çамрǎка питĕнчен чуптǎвать

Çурхи ǎшǎ чечек пек йǎвашшǎн.


Çĕрлехи çапǎçу чакаланǎ сǎрта

Шǎратса çутатать ирхи ылтǎн.

Ешĕл сулхǎн варта çамрǎк паттǎр выртать,

Пǎшалне чǎмǎртанǎ хǎй хыттǎн.


Илле Тукташ çырнǎ «Шурǎ кǎвакарчǎн» сǎвви те тулли сǎнарлǎхпа уйрǎлса тǎрать. Ку сǎввǎн сǎмахĕсемпе Василий Воробьёв композитор юрǎ кĕвĕленĕ. Юрǎ ячĕ те çавǎн пекех, вǎл 1942-мĕш çултанпа фронтра янǎранǎ.

Вǎрçǎра çуралнǎ витĕмлĕ те ǎста лирикǎллǎ сǎвǎсемпе балладǎсем татах та пур. Тĕслĕхрен, А.Алкан «Юн», «Хаяр чунри ачашлǎх», «Тǎван тантǎш тǎпри çинче»; П.Хусанкайǎн «Аннене» (1942 çулхине Сталинград фронтĕнче çырнǎскер)

«Салампи» (пĕчĕк хĕрне халалланǎскер), Я.Ухсайǎн «Винтовка», «Тǎрнасем», «Карти – карти кикак-кикак хуркайǎк» сǎввисем.

Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçи вǎхǎтĕнче чуна пырса тивмелле çырнисенчен пĕри вǎл – Владимир Бараев поэт. Эпир унǎн анлǎ сарǎлнǎ «Чǎваш хĕрне» тата «Анне патне» сǎввисене пĕлетпĕр.


Вĕренекенсем «Анне патне» сǎввипе паллаштараççĕ.


Салам сана,тǎван аннеçĕм,

Салам тǎхлан çǎван çĕртен!

Мана аса илсен, халь эсĕ

Кǎвар çине пǎхса илсем.


Калас сǎмахǎм ман пиншерĕн,

Ялан çырма пикентĕм эп.

Анчах шавах чĕрем темскершĕн

Шǎп çавǎн чух тулса килет.


Ик куç умне тухать кун-çулǎм,

Йĕркипеле курап ǎна,

Ăша хыпса илет вут-çулǎм,

Пушар хыпса илет чуна.


Ун чух вара хама туятǎп

Вĕл-вĕл вĕçен шух чĕкеç пек.

Вǎрçа пǎхми вĕçсе каятǎп

Çÿлтен çÿле ĕмĕтĕмпе.


Çурхи садсем епле илемлĕ

Сенкер кǎвак чечек ярсан,

Çулçисемпе мана витеççĕ,

Турат айне пырса ларсан…


Ăçта-ши халь çавсем – ним ассǎр

Çарран чупса çÿренисем,

Васан пасар енне хавассǎн

Асаннепе васканисем?


Ачалǎха калле илеймĕн,

Ачалǎх вǎхǎчĕ инçе…

Кун-çулǎма, анне, пĕлеймĕн,

Ăна хам çеç пĕлетĕп эп.


Вǎл такǎр мар, тумхах-сумхахлǎ,

Шǎмма витет, хула авать.

Анчах анне пиллет пулсассǎн –

Чугун хÿме ванса юлать…


Кĕрем вута, шыва чǎмам-и,

Çунмастǎп эп, путмастǎп эп,

Тǎван аннеçĕмшĕн пулсан-и? –

Йĕп çǎртинчен тухатǎп эп.



Сǎнанǎ эс: çĕрле, ир умĕн,

Кǎвак тÿпе çунса тǎрать,

Кĕмĕл укçа пек илĕртÿллĕн

Вĕçсе иртет те çухалать.


Е хǎш чухне унтах пĕр авǎк

Такам çулу шаккать хуллен,

Чǎл-пар вутне сапать йǎл-ялǎн

Куçа хупса илейиччен.


Шǎп çавǎн пек, анне, ман халĕ

Кун-çулǎм хǎвǎрттǎн иртет.

Çавǎнпала хǎш чух хаяр эп,

Çак çут тĕнче те тǎвǎр пек.


Аса илеп: уя тухсассǎн,

Çÿлте, шǎпах ман пуç çинче,

Тǎхǎр тǎрри юрра яратчĕ

Пулас мухтав-телей çинчен.


Куратǎп халĕ те хавассǎн

Тǎван уй-хирĕн ытамне,

Сар ылтǎн пучахсем йǎвашшǎн

Ачаш çилпе хумханнине.


Çапла, анне. Çапла, аннеçĕм,

Илем нумай вǎл çут тĕнчен.

Ăна ывлу çырса вĕçлеймĕ

Этем чǎтми вут айĕнче.



Анчах та çак пушар лǎпланĕ,

Тасалĕ тĕтĕмлĕ тÿпе.

Уйра тǎри юрри шǎранĕ,

Хумханĕ тырǎ лĕп çилпе.


Ман тантǎшсем комбайн тытĕç,

Васкатĕç вǎйлǎ трактора.

Хутран-ситрен мана ас илĕç

Тесе шутлатǎп ǎшǎмра.


Пĕлетĕн ху, кирек кама та

Ытла нумай хǎна пулма

Çак çĕр çинче паман-ха ирĕк,

Епле килен – çапла каян.


Кун-çул вǎл – сывлǎм шǎрçи çеç-мĕн,

Хĕвел тухать – типет, сÿнет.

Анчах хǎшин тумхахлǎ, тертлĕ,

Хǎшин шыв пек юхса иртет.


Çапла, анне, çапла, аннеçĕм,

Ман шух ята аса илме

Чылай çĕрте эп йĕр хǎвартǎм,

Анчах та ир-çке-ха вилме!


Эп çавǎнпа хама вǎрçатǎп:

Ытла та хĕн аса илме –

Яш вǎхǎта тарам çухатнǎ,

Ăна ĕçре упра пĕлмен.



Ман шухǎшсем чǎнах нумайччĕ,

Тем те тǎвас тесеттĕм эп,

Ĕмĕтĕме тǎшман путарчĕ,

Унпа вǎрçма васкарǎм эп.


Унта темле этем хаяррǎн

Хĕç вылятса вǎрçать тесен:

«Ман Тимĕр мар-ши?» - тесе хур эс,

Вĕри чуна аса илсе.


Тен, вǎл эпех пулма пултарǎп,

Чĕрем çапла хушать, аннем.

Хǎшĕ паян мана ǎнланмĕç,

Ыран ǎнкартĕç эп камне.


Салам сире, атте-аннемçĕм,

Пин хут салам ярап сире.

Кун-çулǎрсем аван пулсассǎн,

Ялан хавас айван чĕрем.


Салам сире, атте – аннеçĕм!

Йǎмǎксене, шǎллǎмсене,

Ял-йышсене ятран валеçĕр

Çак ыр сунан сǎмахсене!


Мĕн пур тǎван пĕрле пулсассǎн,

Чыс кĕреки умне тǎрса,

Мухтав юрри пĕрле юрласчĕ,

Юрласчĕ-çке шǎрантарса!



Çитейĕ-ши çак ырǎ ĕмĕт?

Çитес пулсан – тав пурнǎçа!

А çитмесен – шǎпам çапла пуль,

Вара эп юлǎп манǎçа. –


Çакна калас килмест пĕрре те,

Мĕншĕн тесен – Çĕр-шыв йĕрет:

Тǎван çĕр-шыв – анне хǎех вǎл,

Тǎван çĕр-шыв вǎрçа чĕнет.


Çав вǎрçǎра пуçа хурсассǎн,

Пĕр ĕмĕт çех чун таппинче:

Таса хахат илсе çÿретĕр

Ыр ятǎма чǎваш çинче.


1942


(хахат – мухтав, чап, ǎшǎ сǎмах)


Сталинград… 1942 çул кунта вутлǎ çапǎçу –

сем пулнǎ, çĕр кисреннĕ. Сталинграда хÿтĕлес –

сишĕн пынǎ хаяр çапǎçу хирĕнче чылай çамрǎк пуçĕсене хунǎ. Вĕсем хушшинче чǎваш салтакĕ –

сем те пулнǎ. Тĕслĕхрен, 1942 çулхи чÿк уйǎхĕн 22-мĕшĕнче Сталинград çапǎçǎвĕнче чǎвашсен паллǎ поэчĕ Вл. Бараев паттǎррǎн çапǎçса пуçне

хунǎ.

Сталинград çĕрĕнче тата ытти çĕрте нимĕç фашисчĕсене хирĕç çапǎçнǎ салтаксен, ахаль çынсен иксĕлми паттǎрлǎхĕ пире паянхи кун та тĕлĕнтерет. Пирĕн ырǎ пуласлǎхшǎн çапǎçса пуçĕсене хунǎ вĕсем.


(Вǎрçǎра çапǎçса пуçĕсене хунисене, юн тǎкни –

сене, вǎрçǎн йывǎр шǎпине тÿссе ирттернĕ çынсене асǎнса шǎплǎх самантне ура çине тǎма ыйтатǎп)


  1. Вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи поэма

Вǎрçǎ пирĕн халǎхǎн мĕн пур вǎй-халне хаяррǎн тĕрĕсленĕ. Çакна кĕске сǎвǎсем те, пысǎк поэмǎсем те кǎтартса параççĕ. Вǎрçǎ çулĕсенче чǎваш поэчĕсем 16 поэма çырнǎ.

Тĕслĕхрен: П. Хусанкайǎн «Таня» поэми 1942 –мĕш çулхине кун çути курнǎ. (Ку поэмǎра автор Совет Союзĕн Геройĕ, паттǎр комсомолка Зоя Космодемьянскаяна нимĕç фашисчĕсем тискеррĕн вĕлерни çинчен каласа парать);

Уйǎп Мишшин «Салтак амǎшĕ» поэма;

Çемен Элкерĕн «Вǎл вилĕмсĕр» поэма;

(ку поэмǎра С.В.Элкер поэт Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ чǎваш каччи Иван Смирнов пулемётчик паттǎрсен вилĕмĕпе вилнине çырса кǎтартнǎ)

Стихван Шавлин «Киев пионерĕ»;

Аркадий Ĕçхĕлĕн «Ăмǎрткайǎк» поэминчи тĕп сǎнар чǎваш каччи, Совет Союзĕн Геройĕ ятне илнĕ Федот Никитич Орлов лётчик пулса тǎрать.

Ухсай Яккǎвĕн «Шǎллǎм», «Вырǎс ачи» поэмисем лиро-эпикǎн чи паллǎ произведенийĕсенчен пĕр пайĕ шутланаççĕ.

Ухсай Яккǎвĕн «Чǎваш дивизийĕ çинчен каласа паракан поэминче» Чапаев пек маттур чǎваш салтакĕсене нумай асǎннǎ: элĕксем – Ваçлей Антонов, Шǎхасан ачи Николаев, Патǎрьел ачи Энтри Гаврилов, дзота хǎйĕн ÿчĕпе хупланǎ Гена Вавилов, Канаш чǎвашĕ Павел Ильиных, шǎмǎршǎсем – Ваçлей Можаев, Елчĕк районĕнчен Николай Фролов сержант, Вǎрмар енчен – Петюк Яковлев… Вĕсем, паттǎр çапǎçса, поэмǎна ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнǎ.


4.Ытти жанрсен аталанǎвĕ.

1941 -1945 çулсенче ытларах сǎвǎсем, поэмǎсем, очерксем, статьясем пичетленнĕ пулин те, пысǎк калǎпǎшлǎ хайлавсем те пулнǎ. Повеçсенчен С.Асланǎн «Аслати», Л.Агаковǎн «Партизан Мурат», «Вилĕмрен те вǎйлǎрах», Илпек Микулайĕн «Ирена», Иван Салампекĕн «Иксĕлми шанчǎк» т. ыт. хǎш-пĕр

произведенисене те палǎртса хǎвармалла. Ку çулсенче прозǎн пĕчĕк жанрĕсем малта тǎнǎ. Тĕрленчĕкпе очерк ǎстисенчен Василий Алагер, Василий Долгов, Федот Çитта, Александр Янташ, Илле Тукташ нумай çырнǎ.

Леонид Агаков статья та, очерк та, калав та пичетлесех пынǎ.

Мĕн çинчен çырнǎ –ха вĕсем?

Пуринчен ытларах – совет çыннисен фронтри тата тылри паттǎрлǎхĕ çинчен. Писательсем Тǎван çĕр-шывǎн паттǎр ывǎлĕ-хĕрĕсене мухтанǎ. Йывǎр самантсенче те совет çыннисем шикленсе ÿкменнине, чыса пурнǎçран мала хунине кǎтартнǎ. Вǎрçǎ çулǎмĕнче халǎхсен туслǎхĕ нихçанхинчен пиçĕрех çирĕпленнĕ. Çавна та писательсем хǎйсен куçĕпе курса, чунĕпе туйса çырса хǎварнǎ. Тǎван çĕр-шывǎн ирĕклĕхĕшĕн ачасем те паттǎр кĕрешнĕ. Вĕсем çинчен çырнǎ калавсемпе повеçсене хумханмасǎр вулама çук.

Поэзири пекех прзǎра та документлǎхпа публицистикǎлǎх хытǎ палǎрса тǎнǎ. Жанрсем енчен вǎрçǎ прози пуян. Юмахсемпе халапсем, очерксем, тĕрленчĕксемпе репортажсем, калавсемпе новеллǎсем паттǎрлǎх пафосĕпе, унччен литературǎра пулман сǎнарсемпе пуянланнǎ. Хаяр вǎрçǎ кунĕсенче драматурги те аталаннǎ. Драматургсем тǎшмана нихçанхинчен вирлĕ çапǎçма чĕнекен пьесǎсем ( трагедисемпе драмǎсем, сатирǎллǎ комедисем) çырнǎ.

Никифор Мранькка писатель «Юншǎн – юн»,

Николай Айзман драматург «Патриотсем», «Лиза Короткова»,

Аркадий Ĕçхĕл поэт «Çĕрпе кǎвак тÿпе» пьесǎсем пичетленĕ.

Ватǎ писатель, чǎваш театрне никĕсленĕ Иоаким Максимов – Кошкинский 4 пьеса хайланǎ: «Сенкер иккĕ», «Ачамǎрсем», «Савнисем» драмǎсем, «Телейлĕ çуркунне» комеди. Вǎрçǎчченех пуçласа хунǎ «Ăру вĕçĕ» (тепĕр варианчĕ – «Пугачёв парни») 1942 çулта пичетленĕ.

Истори темипех А. Кǎлкан «Иван Кадыков» («Октябрь хумĕ») драма çырнǎ.



  1. Пĕтĕмлетÿ

Пирĕн халǎх çыннисен, Раççей халǎх çыннисен патриотла кǎмǎл – туйǎмне, вĕсем тǎшман таптакан тǎван çĕре ирĕке кǎларасси –

шĕн паттǎррǎн çапǎçнине кǎтартни – вǎрçǎ тапхǎрĕнчи литературǎн паллǎ уйрǎмлǎхĕ пулса тǎрать. Вǎрçǎ вǎхǎтĕнче пирĕн халǎх вǎйлǎ туйǎмсемпе пурǎнни поэзие хǎвǎртрах аталантарма май панǎ. Çын чĕри ытларах лирика ыйтнǎ. Малтан, вǎрçǎ пуçланнǎ чухне, чǎваш поэчĕсем ытларах агитациллĕ, публицистикǎллǎ произведенисем, йыхрав, чĕнÿ сǎввисем çыраççĕ.

Тĕслĕхрен, П. Хусанкайǎн «Тǎван çĕр-шывшǎн, ирĕклĕхшĕн, чысшǎн!», «Хǎюллǎн малалла»; Н. Шелепин «Тавǎрар тǎшмана»;

Кашкǎр Микулин «Тĕп пултǎр фашист!»,

С.В.Элкерĕн «Юншǎн – юн», Уйǎп Мишшин «Малалла, хĕвел анǎçнелле!» т.ыт.те. Поэзире икĕ вǎйлǎ туйǎм палǎрать: тǎшмана курайман-

ни, Тǎван çĕр-шыва юратни.

Халǎх хǎй те фашистсене питлекен юмах-халап хывнǎ. Литературǎра авалхи фольклор жанрĕсем чĕрĕлнĕ: ылхан, тупа, пил сǎмахĕ, вĕрÿ – суру чĕлхи. Тĕслĕхрен, Иван Ивнике «Ылхан» сǎввине фольклор жанрĕпе усǎ курса çырни тǎшмана курайманнине вǎйлǎн палǎрт –

ма май парать. Çапǎçу эпизочĕсене кǎтартакан

документлǎ – художествǎлла произведенисем йышлǎн тухма тытǎннǎ. Поэтсемпе писатель –

сем фронтра е тылра пулнǎ ĕçсене çырса кǎтартнǎ. Тĕслĕхрен, Я. Ухсай «Пĕр дивизири чǎваш салтакĕсемпе офицерĕсем чǎваш халǎхне янǎ çыру» хайлавĕнче пĕр дивизие лекнĕ Дон шывĕ хĕрринчи çапǎçура пысǎк паттǎрлǎх кǎтартнǎ чǎваш каччисем çинчен çырса парать. Каярахпа поэзире салтак кǎмǎл-туйǎмне палǎртакан сǎвǎсем малти вырǎна тухаççĕ.

Çапла вара, фронтра юн тǎкнǎ писатель –

сем хǎйсен çапǎçури ĕçĕпе те, литературǎри пултарулǎхĕпе те пысǎк хисепе тивĕç. Вĕсен сǎмахĕсем, калǎпланǎ сǎнарĕсем пĕтĕм халǎх шухǎшĕпе туйǎмне палǎртса тǎраççĕ, пирĕн тǎван çынсен вǎрçǎ вǎхǎтĕнчи паттǎрлǎхне мухтаççĕ.

Раççей халǎхĕ, мĕн пур çĕр-шывра пурǎнакан халǎх, вĕсен шутĕнче чǎвашсем те, фашизма çĕнтерсе çĕр-шывне, пирĕн ирĕкпе малашлǎха сыхласа хǎварнǎ. Вǎрçǎ хирĕнче выртса юлнǎ чǎваш çыравçисен ячĕсене те эпир ĕмĕр-ĕмĕр асра тытǎпǎр.


Расул Гамзатовǎн сǎмахĕсем тǎрǎх Ян Френкель кĕвĕленĕ «Тǎрнасем» юрǎ янǎрать.








Получите в подарок сайт учителя

Предмет: Прочее

Категория: Уроки

Целевая аудитория: 8 класс.
Урок соответствует ФГОС

Скачать
Тǎван çĕр-шывǎн Аслǎ вǎрçǎ çулĕсенчи чǎваш литератури

Автор: Алексеева Алина Михайловна

Дата: 05.03.2020

Номер свидетельства: 541948


Получите в подарок сайт учителя

Видеоуроки для учителей

Курсы для учителей

ПОЛУЧИТЕ СВИДЕТЕЛЬСТВО МГНОВЕННО

Добавить свою работу

* Свидетельство о публикации выдается БЕСПЛАТНО, СРАЗУ же после добавления Вами Вашей работы на сайт

Удобный поиск материалов для учителей

Ваш личный кабинет
Проверка свидетельства